Контент патне куҫ

Чумара (фольклорла сăнар)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Чумара (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Пьер-Эжен-Эмиль Эбер (Pierre Eugène Emile Hébert, 1828–1893). «Çапăçăва хатĕрленекен ама çын», çавăн пекех «Хĕçпăшалланнă Венера» ятпа та паллăскер, 1860, бронза, Вашингтонри ÿнерсен галерейĕ (Washington, D.C., National Gallery of Art)

Чумара (çавăн пекех, ахăртнех, Чумар) — чăваш халаплăхĕпе килĕшÿллĕн, хĕрарăм-çарпуç, чăваш; 1000 (пин) çул каялла пурăннă[1]:35.

Кунсăр пуçне, сăнарăн тепĕр ят та пур: Юракка. Çапла вара, ку ят икĕ еннелле йÿпленсе каять темелле. Мĕншĕн иккенне тавçăрса илме те май пур. Халапри сăнар ял ячĕпе çыхăннă та, ялĕн вара икĕ ят — чăвашла тата вырăсла (Чумкасси — Юраково); кашни ячех хайхи хĕрарăм-çарпуç сăнарĕпе çыхăннă имĕш. Ку статья «Чумара» çинчен.

Ĕнтĕ сăнара Çуйăн Хĕветĕрĕ те хăй пухса майлаштарнă «Улăп» эпоса Юрекке ятпа кĕртнĕ[2].

В. Д. Димитриев историк, Чумара тени те, Юракка тени те пĕр сăнарах пĕлтернĕ пек ăнлаантарать. Анчах та урăхларах ăнлантракансем те пур. Кун пирки аяларах вуласа пĕлме пулать («Юхма Мишши ăнлантарăвĕ» сеекцие пăхăр).

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юракка е Чумар пирки чи малтан Е. Александров Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уесĕнчи Чучукасси ялĕнче 1914-мĕш çулта çырса илнĕ[1]:386[3]. В. Д. Димитриев ĕнетернĕ тăрăх, архиври ку хыпар пирки ăна чи малтан филологи ăславĕсен кандидачĕ Ефросиния Сергеевна Сидорова пĕлтернĕ[1]:426.

Çавăн пекех, каярах çырса илекенсем те пулнă[4].

Шăп çакнашкал ятлă авалхи хĕрарăм-çарçăсене асăнни чăваш фольклорĕнче урăх çук темелле. Анчах унашкал сăнарсене, ятне асăнмасăр е урăх ятсемп, кăтартса панисем татах пур. Вăл шутра Чемен пирки хайланă тата 1900-мĕш çулта çырса илнĕ халапра[5][1]:34,386. Чеменĕ хăй арçын-ха, хĕрарам мар. Анчах та вăл ертсе пыракан ушкăнра хĕрарăм-çарçăсем те пулнă иккен. Хальхи чăваш хĕрĕсем шĕвĕр тăрăллă тухьясемпе çÿрени те çавнашкал традиципех çыхăннă имĕш.

Сăмах май каласан, Н. Г. Гарин-Михайловский çыравçăн та çавнашкал шухăшлларăшсемех пулнă, вăл чăваш хĕрĕсен тумĕ пирки, уйрăмах тухьясем çинче чарăнса тăрса, çапла çырнă: «... на голове были оригинальные уборы: металлические шапки вроде тех, что носили древние воины времён Владимира, с острой шапочкой на макушке; на грудь, вдоль щек, от шапочки падали длинные застежки, все обшитые мелкой и крупной серебряной монетой»[6]<Куçару: ...пуç çинче хăйьевĕрлĕ калпаксем: Владимр вăхăтĕнчи çарçăсен шлемĕсем пек, металран тунăскерсем, шĕвĕр тăрăллă; кăкăр çинелле, питсем тăрăх, вĕтĕ тата шултра нухратсемпе майлаштарнă çыхăлла çаклаткăчсем анаççĕ.>.

Тухья, авалхи çарçăсен çĕлемне аса илтерекенскер

Юхма Мишши ăнлантарăвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юхма Мишши çыравçă ăнлантарăвĕ тăрăх, Чумара тата Юракка тĕрлĕ сăпатсене пĕлтереççĕ[7] (малалла пăхăр).

Амаçынсем — пăлхар халăхĕн хăйне евĕрлĕ йăхĕ. Унта хĕрарăмсем кăна пурăнаççĕ. Вĕсен ку йăли-йĕрки сĕм авалтан пырать. Амаçынсем амаланса, хăйне еверлĕ йăх пулса каясси вăл тахçан-тахçан, Тамарислу хĕр-пике патшара ларнă чухне пуçланнă. Ун чухне пăлхарсен мăн аслашшĕсем кунта мар, питĕ аякра, кăнтăрти çĕрсенче пурăннă. Тамарислу хĕр-пике патша хăйсем çине тапăнса килнĕ тăшмансене ним юлми çĕмĕрсе тăкни ĕмĕрлĕхех чылай кĕнекесенче çырăнса юлнă.

Амаçынсем вĕсем пин çул каялла та пулнă. Вĕсен ун чухне те пĕтĕм тĕнче пĕлекен маттуртан та маттур патши пулнă, ăна Чумара тесе чĕннĕ.

Чумара ытарайми хитре те маттур хĕр пулнă. Пĕчекренех юланутпа çӳреме юратнă, ухăпа пеме, хĕçпе çапăçма, сăнă ывăтма пĕлнĕ. Амаçынсем ун чухне те ытти халăхран уйрăм, хăйсем кăна пурăннă. Вĕсен çемйи вунă çынран танă. Ăна, çемйине, вĕсем çар тенĕ. Çав вунă çыннăн хăйĕн çарпуçĕ пулнă. Çапла вара амаçынсен пĕтĕм ушкăнĕ пин-пин çартан та ытла пулнă.

Амаçынсен тепĕр паллă патши пулнă. Ăна Юракке тесе чĕннĕ.

Кунашкал ăнлантарусене, тен, Юхма Мишшинни пек те мар, вăл çырнă романсен нарраторĕ (калуçи) пек курмалла пулĕ. Анчах та çыравçă интервьюсенче, статьясенче те çавнах калать.

В. Д. Димитриев шухăшĕпе, амазонсем евĕрлĕ хĕрарăм-паттăрсем, татах та сăм аваларахри матриархат тапхăрне шута илмесен, Хура тинĕсрен пуçласа Кăнтăр Урал таранчченхи талккăшра кивĕ эра тата çĕнĕ эра пуçламăшесенче пурăннă авалхи сарматсен пулнă. Çав сарматсен витĕмĕпе чăвашсем тата ытти халăхсем хушшиче те çавнашкал сюжетсем çуралма пултарнă[1]:35.

Сарматсен тата, çавăн пекех, вĕсемпе çыхăннă савроматсен амазонлăхĕ пирки авалхи авторсем те, хальтерехри ăславçăсем те пайтах çырнă[8].

Хĕрарăм-çарçăсен сăнарĕ хальхи чăваш культуринче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи çыравçăсем, ÿнерçĕсем хăйсен хайлавĕсенче амазонсем евĕрлисене кăтартса панă темелле. Вăл шутра, сăмахран, Юхма Мишшин «Кăвак çĕмрен» роман-легендине (легендăлла романа) асăнма пулать.

Чăваш халăх çыравçин Николай Терентьевăн «Çĕрпе хĕр» пьеса (трагеди) пур. Марина Карягина «Кĕмĕл тумлă çар» хайлав (вăл сăвăлла трагеди) ăсталанă. Хĕрарăм-çарçăсен, амазонсен витĕмĕпех, «ама çын» текен ăнлав та çуралнă. Праски Виччи ÿнерçĕн çакнашкал хайлавсем пур[9]: Ама-ама çын. 1992. Б., тушь, акварель. 30х30; Ама çын. 1992. Хут, тушь. 30х40; Амазон. 1992. Хурçă, эмаль. 40х40; Амазон. (Уçлăхри композици). 1992. Хурçă, эмаль. 40х40; Амазон. 1992. Хурçă, эмаль. 40х50.

Е тата Раиса Сарпи сăвăç, «Хĕвеллĕ, уйăхлă тухья...» сăввинче[10], паянхи чăваш хĕрне сăнарласа, çапла каланă: "Ама çын кĕмĕлĕ пекех / Ялтрать тĕнче ун тумĕнче." Кунтан та ытларах, сăвăç ак çапла çирĕплетет тата: "Çапăçура пĕтсен арсем, / Тухьяллă пикесем-хĕрсем, /Пухса хăюллă çĕн çарсем / Кĕрешнĕ тăшманпа хĕрсе."

Кунта А саспаллипе сарматсен Римри Траян колоннинче сăнарланнă çар шлемне кăтартнă (В саспаллипе кăтартни вĕсен мар, урăххисен). Авалхи сарматсен хушшинче хĕрарăмсем те çарçăсем шутланнă тесе шутлаççĕ. Кун пирки, самахран, Авалхи Грецири Геродот тата Псевдо-Гиппократ çырса кăтартнă

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1 2 3 4 5 Димитриев В. Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993, 446 с.
  2. Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ. Улӑп: Чӑваш эпосӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1996. — 573 с. (сăмахран, 59-мĕш страницăна пăхма пулать)
  3. Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслав архивĕ (малалла: ЧПГИ ĂА), 1-мĕш уйрăм, 265-мĕш том, 205-211-мĕш стр. (Е. Александровăн 1914-мĕш çулхи çырсаилĕвĕ)
  4. ЧПГИ ĂА, 3-мĕш уйрăм, 374-мĕш управ пĕрчи, 8-мĕш листа, 376-мĕш управ пĕрчи, 74-75-мĕш листасем (тÿнтерĕ), 469-мĕш управ пĕрчи, 56-мĕш листа (пурне те 1974-мĕш çулта çырса илнĕ).
  5. Православный благовестник. М., 1900, т. I, №3 (март), кн. 2, с.217-218.
  6. Гарин-Михайловский Н. Г. Несколько лет в деревне. Очерки, драма. Чебоксары, 1980. с. 210-211.
  7. Атăл шывĕ юха тăрать :: Амаçынсем Юхма Мишши | Историллĕ роман — Электронла вулавăш.
  8. Б.H. Граков Γυναικοκρατούμενοί (Пережитки матриархата у сарматов). // ВДИ. 1947. №3. С. 100-121.
  9. Алфавитный указатель произведений В. П. Петрова — Праски Витти, Народный художник Чувашии.
  10. Тухья низовых чувашек (АЗВ) — Чувашский народный сайт.
  • Белов В. Е. Тăван Ен : Юраково - Чумкасси : (история деревни Юраково Чебоксарского района) / В. Е. Белов. - Кугеси : Кугесьский издательский дом, 2004. - 91 с. : ил
  • Павлов, Сергей Анатольевич. Деревня Юраково - Чумкассы. Страницы жизни наших предков / Сергей Павлов. - 1-е изд. - [Б. м.] : [Б. и.], 2015. - 292 с. : ил. - Библиогр.: с. 290.