Контент патне куҫ

Чунăмçăм (фильм)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Чунăмçăм (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Чунăмçăм
Душечка
Фильм постерĕ
Жанр драма
Режиссёр Сергей Колосов
Сценари
авторĕ
Сергей Колосов
Тĕп рольсенче Людмила Касаткина
Ролан Быков
Роман Ткачук
Оператор Владимир Яковлев
Композитор Юрий Левитин
Кинокомпани Мосфильм, «Телефильм» пултарулăх пĕрлешĕнĕвĕ

«Чунăмçăм» — Сергей Колосов режиссёр Антон Павлович Чеховăн пĕрятлă калавĕпе Мосфильм киностудире 1966 çулта ӳнерленĕ илемлĕ совет фильмĕ. Суздальте çапса илнĕ.

Ольга Семёновна Племянникова «Чунăмçăм» хăйне пĕтĕмпех килйыша тата упăшкине парать. Унăн пĕрремĕш упăшки Иван Петрович — антрепренёр, вара Ольга Семёновна мĕнпур тимлĕхне театрпа труппа çине ярать. Телейĕ кĕске пулать — упăшкине пытарсан, тăлăх арăм Василий Андреевич ампар приказчикне качча тухать. Тӳрех вăл ампарти тата вăрман хуçалăхĕнчи йĕркелĕх пирки упăшки юратакан сăмахсемпе çеç калаçать. Çапах та иккĕмĕш упăшки те вилсе каять.

Тепĕртакран Ольга Семёновна каллех чун юратнă арçынна тупать. Владимир Платонович Смирнин — ветеринар. Халĕ вăл юратнă тема — ветеринари ĕçĕ.

Хăйĕн упăшкисене Ольга Семёновна пĕр пекех чунран-чĕререн тарăннăн юратать. Ачисем пулманнипе Ольга Семёновна виççĕмĕш упăшкин арçын ачине хăйĕн тăван ывăлĕ пекех пăхса ӳстерет.

Актёр Роль
Людмила Касаткина Ольга Семёновна Племянникова, коллеги асессорĕн хĕрĕ Ольга Семёновна Племянникова, коллеги асессорĕн хĕрĕ
Ролан Быков Иван Петрович Кукин, пĕрремĕш упăшки, антрепренёр Иван Петрович Кукин, пĕрремĕш упăшки, антрепренёр
Пётр Константинов Василий Васильевич, актёр Василий Васильевич, актёр
Роман Ткачук Василий Андреевич Пустовалов, иккĕмĕш упăшки, вăрман ампарĕн Василий Андреевич Пустовалов, иккĕмĕш упăшки, вăрман ампарĕн
Валентин Никулин Владимир Платонович Смирнин, гражданла пурнакан упăшки, ветеринар Владимир Платонович Смирнин, гражданла пурнакан упăшки, ветеринар
Валентина Березуцкая Мавра, килти тарçă Мавра, килти тарçă
Сергей Полушкин Сашенька (Александр Владимирович Смирнин) Сашенька (Александр Владимирович Смирнин)
Нина Агапова Дадонская, актриса Дадонская, актриса
Вячеслав Гостинский ветеринар ветеринар
Любовь Калюжная евчĕ евчĕ
Герман Качин çарçă çарçă
Виктор Колпаков Евлампий Силыч, режиссёр Евлампий Силыч, режиссёр
Борис Кордунов редактор редактор
Галина Кравченко Анна Сергеевна Анна Сергеевна
Вера Попова чиркӳ патĕнчи карчăк чиркӳ патĕнчи карчăк
Надежда Чередниченко актриса актриса
Николай Кутузов суфлёр суфлёр
Сергей Никоненко дирижёр дирижёр
Виктор Уральский официант официант
Инна Фёдорова эпизод эпизод
Софья Гаррель Саша амăшĕ Саша амăшĕ

Фильма Жак Оффенбах хайланă мусăк илемлетет. Ольга Семёновна юрлакан романс текстне («Сывпул» сăвă) Я. П. Полонсий çырнă.

Ӳнерлекен ушкăн

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]