Контент патне куҫ

Чӳклени

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чӳклени Авалхи чăвашсем Киремете ĕненнĕ, ăна пуççапнă. Киреметсен тĕрлĕ хăватсем, турăсем пулнă: тыр-пул паракан хăват, выльăх-чĕрлĕхе сыхлакан хăват, ĕрчен паракан хăват, çемьене ĕрчен паракан хăват, çемьене килĕшӳ паракан хăват – пирĕшти (ангел), кил-çурта сыхлакан хăвт- хĕрт-сурт (домовой) тата ытти те.

Усал хăватсем: эсрел- виле ярать (ангел смерти), ийе – чорт (Кăмакара, мунчара пурăнать).

Киремете ĕненнĕ май кашни ялăн, кашни хуçалăхăн кĕл тумалли вырăнсем пулнă. Çав кĕл тумалли вырăнсенче хăватсене – киремете парнесем панă, чӳкленĕ.

Чӳклесси. Пысăк чӳк – темиçе çултан пĕрре, пĕчĕк чӳк – кашни çулах пулса пынă. Чӳксене кĕркунне, чӳк (ноябрь) уйăхĕнче, ял çыннисем тыр-пула пуçтарса кĕртсе, çапса аштарса пĕтернĕ хыççăн туса ирттернĕ. Чӳк ирттерме халăхран укçа, пăри кĕрпи, салат, хăмла пуçтарнă. Чӳк валли сăра пĕçернĕ.

Пысăк чӳксене пусма шурă лаша е шурă вăкăр, пĕчĕк чӳксене – шурă пăру туяннă. Лашине е пăруне пуснă, какайне тата пăри кĕрпине пысăк хурансем çине тултарса, чӳк варĕнче пĕçернĕ. Пĕçернĕ çĕре купи-купипе çĕтĕк çăпатасем илсе пырса çунтарнă.

Чӳк ертсе пыма ялти чи хисеплĕ ватă çынна уйăрнă. Вăлах кĕл тăваканĕ те пулнă. Вăл çапла каласа кĕл тунă: «Чӳк, çырлах! Авалхи йăлапа, çĕнĕ тырă ячĕпе, тырра-пулла алла илнĕ ятпа, сана, Турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе пуççапатпăр. Çырлах! Çак çарана, çак çырма перекетне пар! Ана çине аксан, ана перекетне пар; тыррине вырса-çапса пуçтарсан, тыррин перекетне пар! Çырлах! Выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен сыхла, выльăх-чĕрлĕх йышне йышлăлантар, унăн уссине пар! Çырлах! Çемьере килĕшӳ пар! Çемьене сывлăх пар! Çемьене ĕрчеме пар! Çырлах! Кил-çурта, пĕтĕм пурлăха вăрă хурахран сыхла, вут-кăвартан сыхла! Çырлах!...»

Ертсе пыраканĕ кашни Çырлах! Тесе каламассерен пурте: «Çырлах!» тесе кăшкăрнă. Кĕлĕ хыççăн кашни хăй илсе пынă çимĕçпе чӳкленĕ, апатланнă. Лаша е пăру какайĕ, пăтă пиçсен, ăна валеçсе панă. Пурне те сăра ĕçтернĕ, ĕçме-çиме пуçланă. Ял чӳкĕсĕр пуçне кашни килтех уйрăммăн пĕчĕк чӳксем туса ирттернĕ. Килти чӳкре автан е чăх пусса çинĕ, парне панă. Çавăн пекех ял çыннисем тата çумăр чӳкĕ те туса ирттернĕ, ăна çумăр çутăр тесе тунă. Çумăр чӳкĕ тăвасси Аслă Отечественнăй вăрçăчченех пынă.

Халĕ вăл йăласем пĕтнĕ ĕнтĕ, манăçа юлнă.