Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать
Курӑнакан калӑплав
| Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать | |
| Юрă | |
|---|---|
| Жанр | ташă юрри (чăваш халăх юрри) |
| альбомĕн трек-лисчĕ | |
| - | |
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать — Чăваш халăх юрри


Юррăн сăвви
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать
Шыв юхать те
Шыв юхать те чул юлать
Шухăшлăр-ха тăвансем те
Шухăшлăр-ха тăвансем
Ĕмĕр иртет
Ĕмĕр иртет кун юлать
Вуник юман пĕр кăкран та
Вуник юман пĕр кăкран
Харăс тăрса
Харăс тăрса касар-и
Вуник тăван пухăнсан та
Вуник тăван пухăнсан
Харăс тăрса
Харăс тăрса юрлар-и
Фольклор хайлавĕ пулнăран, ку сăввăн варианчĕсем те пулнă, халĕ те пур. Илсе кăтартнă текста чи анлă сарăлнă вариантсенчен пĕри тесе ăнланмалла.
Юррăн кĕвви
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх кĕвви темелле.
Юррăн кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Московский чувашский хор "Атăл" "Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать"
- "Çавал" ушкăн - Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать
- Шангр Шангр ☀️ Shankar, shankar | Chuvash folk song
- ШĂНКĂР-ШĂНКĂР ШЫВ ЮХАТЬ (Мефодий Денисов/ Анатолий Миттов)
- Чувашские песни под гармонь. Шанкар-шанкар шыв юхать. Полный видео разбор песни на гармони.
- Линкка-линкка.
- "КĔÇĔН СĔНЧЕЛ" Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать