Шăнкрав курăкĕ (юрă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шăнкрав курăкĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Шăнкрав курăкĕ
Юрă
Жанр лирикăлла юрă
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Шăнкрав курăкĕИлья Степанов композитор (1941-2016) Вениамин Пехил поэт (1955-2004) сăввипе çырнă лирикăлла юрă. Юрра шăрантарса чăн малтан халăх умне кăлараканĕ Валентина Матвеева пулнă.

Умĕн калани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1970-мĕш çулсен иккĕмĕш çурри. Чăваш Енти Трак ялĕ. Ун чухне унта Уренгой-Помар-Ужгород пăрăх тăрăх газ уçлакан станци те пулман-ха. Ялти вăтам щкулта пĕтĕм çĕршыври ытти чылай çĕрти пекех вокалпа инструментсен ансамблĕ (ВИА) йĕркеленнĕ.

Юррăн кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкар завочĕсенчи ансамбльсем хăйсен вăл вăхăтри чи çĕнĕ те хăватлă аппаратурипе тума пултарайман шлягере ялти шкул ачисем уроксем хыççăн пушă класра çыртарнă.

Интернетра ак мĕнле хыпар пĕлме пулать[1]:

<Куçару: 44. валера çырать: сентябрь, 22, 2011, 19:56 хуравламалла

ку юрă кивĕскер эп астăвап мĕнле ку юрра юрланă тен Трак районĕчи Яманакри чи пĕрремĕш хĕр шкул ансамблĕпе Трак вăтам шкулĕнчен вара ансаттăн каласан ватти-вĕтти пурте киленеттĕмĕр пулнă ку 70-мĕш çулсен вĕçĕнче хайхи чипер хĕре ВАЛЕНТИНА МАТВЕЕВА тетчĕç>

Çапла вара асăннă юрра чăваш халăхне парнелекенĕ Трак енĕ теме пулать. Мĕнпур хутшăннă çынсем, мĕнпур ĕçпуç çав районпа çыхăннă темелле. Çав вăхăтрах Трак вăтам шкулĕнчи ансамбльте камсем пулни паллă мар. Гитарăпа, клавишлă хатĕрсемпе, параппанпа е ытти инструментсемпе калакансем камсем пулнă? Историе кĕрсе юлнă юрă пулнăран, тивĕçлĕ чăнлавсене пĕтĕмпех пĕлес пулать. Пулăшу ĕçĕсене тăвакансем таранчченех! Нихăш ята та манса хăвармалла мар.

Ытти фактсене илес пулсан, 1980-мĕш çулсенче юррăн тутарла версийĕ ("Кынгырау чәчәк") пулнине асăнмалла. ("Вырăслатнисем" пирки каламăпăр, мĕншĕн тесен вĕсен хушшинче ăнăçлисем пачах та çук, — ахăртнех, пулма та пултараймасть пуль). Чăваш Енти тутар ялĕсенче (Шăнкăртам, Хирти Пикшик,...) юрланă тутарла версие. Çав тутарла текст ăçта та пулин фиксациленнĕ-ши, паянхи кунччен упранать-ши — ку тĕлĕшпе те ним те паллă мар. Ун чухне халăх умне тухса юрланине кăтртакан видеосем пур-ши? Калăпăр, тутарла юрланаканни е Валентина Матвееван вилĕмсĕр сассине палăртаканни? Пахалăхĕ начар пулсан, реставрацилеме май пур-ши çав аудио- тата видеосене? Лартнă ыйтусем паянхи кун пысăк проблема пулса тăраççĕ. Сăмах май каласан, Тракри асăннă ансамбль тата Валентина Матвеева ытти популярлă чăваш юррисене те çынсен умне кăларнă, калăпăр "Сарă хĕр çÿрет кÿл хĕрне...", "Юрату сăмсахĕ" текеннисене. Паянхи кун ăçта итлеме-курма пулать вĕсене ирĕклĕн?

Тата тепĕр ен кĕввĕн çăлкуçĕсемпе çыхăннă. Таçтан темле йышăннисем пирки калаçаççĕ. Мĕнех, кун пекки те пулма пултарать. Анчах та пĕр-ик нота пĕр пекки вăл темех мар. Ун пекли час-часах пулать. Çапах та пĕлесчĕ, мĕне "аса илтерет" "Шăнкрав курăкĕн" кĕвви! Апла-капла калаçнисем çеç сахал. Конкретлă фактсем кирлĕ.

Шăнкрав курăкĕ

Хăй вăхăтенче "Тăван Атăл" журналтан ак çакăн пек пĕлтерÿ тухнă[1]:

<Куçару: Арсений çырать: 6 январь 2012 2:09 хуравламалла Çак юррăн историйĕ тата текст авторĕн трагедилле шăпи — "Тăван Атăл" журналăн çитес чи çывăх номерсенчен пĕринче.>

Тухнă-ши кун пек материал асăннă журналта е çук-ши — çакă паллă мар.

Кăсăклă фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Chamomile flowers
  • Хальхи вăхăтри чи паллă чăваш юрăçисенчен тата композиторĕсенчен пĕри Фарида "Шăнкрав курăкĕ" композицие чи юратнă чăваш юррисен шутне кĕртет[2].
  • "Шăнкрав курăкĕ" тексчĕ — Айдар Галимовăн "Сары күзле ромашкалар" юррине кăштах аса илтерет[3].
« Үзең киттең, калды бары
Сары күзле ромашкалар.
Сары күзле ромашкалар.
Сары күзле ромашкалар.
Үзең киттең, калды бары
»

<Куçару: Ху кайрăн та юлчĕç пĕрех, Сарă куçлă ромашкăсем, Сарă куçлă ромашкăсем, Сарă куçлă ромашкăсем, Ху кайрăн та юлчĕç пĕрех.>

  • Юррăн сăмахĕсене хăшпĕр ăстасем кăштах улăштарнă тĕслĕхсем пур. Сăмахран, "Эс йĕретен-им, эс чĕтретĕн-им" тенĕ хыççăн Альбина Сарри "Кирлĕ мар йĕме, кирлĕ мар" тет. Чаннипе вара унта "Ма салхуллă сан йăл-куллу" тени пулмалла[4]. Валентина Матвеева юрлакан текстра та уйрăмлăхсем пур.
  • Юрра çармăс чĕлхине куçарса та юрланă. Сăмахран, СССР халлăх артисчĕн В. Н. Яковлевăн юбилейĕнче Шкетан ячĕллĕ театрăн икĕ артистки ăна хăйсемех гитарăсемпе каласа юрласа панă (ку юбилей каçне телевиденипе темиçе хут та кăтартнă, вăл шутра 2022-мĕш çулхи яеварĕн 16-мĕшĕнче)

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]