Контент патне куҫ

Шавлама

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шавлама, — XVII ĕмĕр варринче пурăннă ĕлĕххи чăваш юрăçи, сăвăçи. Шавлама хальхи Чăваш Енĕн кăнтăр тăрăхĕнче, Юхма текен пайĕнче, Арансайпик никĕсленĕ Юхма-Упи ялĕнче пурăннă. Вăл кĕрешӳçĕ-юрăçă пулнă.

Халăхра каласа кăтартнă тăрăх, Шавламана питлев юррисем-экиетсем юрланишĕн Шăнкăртан çĕрме пуянĕ Эптĕлмен йытăсемпе туллаттарса вĕлернĕ.

Шавлама юррисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шавлама çинчен чăваш халăхĕ питĕ нумай хайлав упраса хăварнă. Унăн юррисене тĕрлĕ çĕрте ăсчахсем, тăван ен тĕпчевçисем тата вĕрентӳçĕсем çырса илнĕ.

Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.

Шавлама сăввисем