Контент патне куҫ

Шакира

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шакира (2003)

Шакира (тулли ячĕ — Шакира Изабель Мебарак Риполль, исп. Shakira Isabel Mebarak Ripoll; 1977 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче, Колумбири Барранкилья хулинче çуралнă) — паллă Колумби юрăçи, ташăçă, юрăсем çыракан, мусăк продюсерĕ тата филантроп. Вăл тĕнчери чи паллă латин-америка юрăçисенчен пĕри шутланать.[1]

Унăн мусăкĕнче поп, рок тата латин-америка мотивĕсем пĕрлешнĕ. Шакира хăйĕн пултарулăхĕнче тĕнчери хит-парадсенче темиçе хут пĕрремĕш вырăнсене йышăннă, çавăн пекех «Грэмми» премине темиçе хут тивĕçнĕ.[2][3] Унăн чи паллă юррисем хушшинче — «Whenever, Wherever», «La Tortura», «Hips Don't Lie», «She Wolf», «Waka Waka», «Loca», «La La La», «Chantaje» тата «Te Felicito».[4]

Дискографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Студи альбомĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Magia (1991)
  • Peligro (1993)
  • Pies Descalzos (1995)
  • Dónde Están los Ladrones? (1998)
  • Laundry Service (2001)
  • Fijación Oral, Vol. 1 (2005)
  • Oral Fixation, Vol. 2 (2005)
  • She Wolf (2009)
  • Sale el Sol (2010)
  • Shakira (2014)
  • El Dorado (2017)
  • Las Mujeres Ya No Lloran (2024)

Концерт альбомĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • MTV Unplugged (2000)
  • Live & off the Record (2004)
  • Oral Fixation Tour (2007)
  • Live from Paris (2011)
  • Shakira in Concert: El Dorado World Tour (2019)
  • Anniversary: Oral Fixation (20th) and Pies Descalzos (30th) Live

(2025)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. https://www.forbes.com/sites/andreazarczynski/2023/04/30/as-latin-music-booms-grammy-museum-honors-shakira/
  2. https://www.grammy.com/artists/shakira/17393
  3. https://www.latingrammy.com/artistas/shakira/22743-02
  4. https://www.billboard.com/lists/shakiras-top-songs-billboard-hot-100/