Контент патне куҫ

Ашкăнусем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Шалости ҫинчен куҫарнӑ)
Ашкăнусем
Monkeyshines
Жанр камит
Режиссёр Уильям Диксон
Уильям Хейз
Тĕп рольсенче Джон Отт
Патшалăх АПШ
Çул 1890
IMDb ID  0361921

Ашкăнусем (акăл. Monkeyshines) — Уильям Диксон режиссёр 1890 çулта ӳкернĕ американ сасăсăр кĕске фильмĕ.

Шурă тумланнă çын жестикуляцилесе тăрать.

Ĕç-пуç историйĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Киноролика Эдисон лабораторинче, Уильям Диксонпа Уильям Хейз технологипе, «Кинетографа» хатĕрлесе хăтланă чухне, тунă. Çак фильм тĕрĕссипе АПШ-ра пĕрремĕш пулать. Фильма хăçан çапнă тата кам тĕп роле сăнарланă ăсчахсем калама пултараймаççĕ. Çава икĕ верси пур:

  1. Фильма 1889 çулта çапнă. Тĕп ролĕнче — Джон Отт.
  2. Фильма 1890 çулхи чӳкĕн 21-27-мĕшĕсенче çапнă. Тĕп ролĕнче — Джузеппе Сакко Альбанезе.

Ашкăнусем № 2

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ашкăнусем № 2 (Monkeyshines, No. 2) — Диксон эксперименчĕн тăсăлăвĕ-фильм. Кинетоскоп валли цилиндрсен çĕнĕ системипе çапса илнĕ.

Фильм 28 çеккунтă пырать. Экран çинче шурă тумлă çынна курма пулать.

1890 çулăн вĕçĕнче çапса илнĕ.

Ашкăнусем № 3

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ашкăнусем № 3 (Monkeyshines, No. 3) Диксонăн кинетоскоп валли цилиндрсен çĕнĕ системине экспериментлемелли «трилогине» вĕçлекенĕ шутланать.

Monkeyshines No. 3 15 çеккунтăран кĕскерех пырать.

Унченхи «Ашкăнусенчи» пекех сюжет, çав вăхăтрах ӳкернĕ.

Халиччен те шыраса тупайман.

Икĕ «актёрĕ» те — Эдисон компанин лабораторинче ĕçлекенсем. Архивсенче пĕрне пĕри хирĕçлекен кăтартнисем пур.

Фильма сутма туман — ăслая тĕрĕслемешкĕн çапнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Kino Video. «Edison: The Invention of the Movies». Тĕрĕсленĕ 8-кăрлач-2010.