Контент патне куҫ

Шуйок Тамаш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шуйок Тамаш
(венг. Tamás Sulyok)

Тамаш Шуйок 2024 ҫулта
Ҫуралнӑ вӑхӑт: 1953 ҫ. пушӑн 24
Ҫуралнӑ вырӑн ВХР, Кишкунфеледьхаза
Элтешлӗх: Венгри Венгри
Парти: Пӑхӑнман
Ӗҫлев тӗсӗ: политика, юриспруденци, Венгри президенчӗ

Тамаш Шуйок (венг. Tamás Sulyok[1]; 1953 ҫ. пушӑн 24, ВХР, Кишкунфеледьхаза ҫур.) — венгр юрисчӗ тата политикӗ, 2024 ҫултан Венгри президенчӗ. 2016 ҫултан 2024 ҫул таран вӑл Венгри Конституци сучӗн ертӳҫи (президенчӗ) пулнӑ. 2024 ҫулхи Венрири президент суйлавӗнче хутшӑнса вӑл «Фидес — ХДХП» партирен пулӑшу илнӗ тата ҫӗнтернӗ[2].

1980 ҫулта Тамаш Сегедри Йожеф Аттила ячӗллӗ университечӗн юриспруденци факультетне тата политика пӗлӗвӗсен факультетне вӗҫленӗ. Вӑл Чонград хулин округ судӗнче суд хучӗсен хатӗрлекен пек хӑйӗн карьери пуҫланӑ. 1982 ҫулта вӑл ваккат ӗҫлес тесе экзамен панӑ тата 1991 ҫул таран юристконсульт ӗҫӗнче пулнӑ.

1991 ҫултан 1996 ҫулччен вӑл «Sulyok–Japport» компанире, унтан 1997 ҫултан «Sulyok és Ádám» юриспуденци фирминче ӗҫленӗ. 1998 ҫултан 2002 ҫул таран Сегед вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӗн юриспруденциллӗ элчи пулнӑ. 2014 ҫул таран юрист ӗҫӗнче малалла ӗҫленӗ.

2014 ҫулта ӑна Венгрин Конституци сучӗн тӳри[3] ӗҫне лартнӑ, 2016 ҫулта вара вӑл ку суд ертӳҫи (президенчӗ) пулса тӑнӑ. Унӑн ӗҫ вӑхӑтӗнче вӑл нумай тӗрлӗрен тавлаштаруллӑ ыйтусем пӑхнӑ[4], вӗсенчен тӗслӗх: вӗрентӳҫӗсем ӗҫе пӑрахма[5] тума ирӗк[6].

2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Тамаш «Фидес» партирен президент суйлавне кандидат пулса тӑнӑ, ку суйлав тунӑ, мӗншӗн тесен иртнӗ президент Каталин Новак, ясар[7] ирӗксӗрлӗниллӗ[8] ӗҫри вӑл хӑйӗн каварҫине[9] каҫарнинчен тата кунран ҫуралнӑ харкашуран ӗҫрен тухнӑ. 2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Фидес» партин тата унӑн коалицитешӗн «Христианлӑ-демократиллӗ халӑх партийӗн» пулӑшнипе Патшалӑх пухӑвӗпе унӑн кандидатура икӗ виҫҫӗмӗш сасӑпа килӗшнӗ (134 «килӗшнӗшӗн», 5 «килӗшменшӗн» тата 60 ҫын протест палӑртса залтан тухнӑ)[10]. Анчах ӗҫе вӑл пушӑн 5-мӗшӗнче ҫеҫ кӗнӗ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Будапешт варринчи Шуйок кандидатурине хирӗҫхи оппозици партийӗсем митингсем ирттернӗ. Вӗсем ӑна меллӗ мар политик шутланӑ тата тӳрӗ суйлав тума чӗннӗ[6].

Шуйок хӑйӗн инаугурациллӗ пӳплевӗнче вӑл, саккун сас палли тӑрӑх пырать тата Венрири политикӑллӑ пурнӑҫра хутшӑнмасть, каланӑ. Венгрие хирӗҫ Европа Пӗрлешӗвӗн сакцийӗсемпе процедурисем вӑл килӗшментен каланӑ «таса утилитарлӑ политика майӗ чиккинче хальхи Европӑра тӗрӗслӗ палӑртнӑ тивӗҫ-ирӗк аслӑлӑхӗ[11] идеалтан идола пулса тӑрса ҫухалать» тата ЕП патшалӑх-пайташӗсем хӑйсен саккунлӑ нациллӗ суверенитетне сыхламалла, вӑл хушса каланӑ[10].

Вӑл президент ӗҫне кӗнӗ чух унӑн пӗрремӗш ӗҫ Ҫурҫӗр Атлантика килӗшӗвӗн организацине Швеци кӗни саккунӗ йышӑнни пулнӑ[12].

2026 ҫулхи ака уйӑхӗнче парламент суйлавӗнче ҫӗнтернӗ пулас Венгри премьер-министрӗ Петер Мадьяр Шуйока ӗҫрен тухма чӗннӗ. Ку чӗнӳ Мадьяр малалла сӑмахсемпе ӑнлантарса Шуйок Виктор Орбана питӗ килӗшӗтрен вӑл «венгр халӑхӗн пӗрлӗхӗ сӑнарлаймасть[13]» каланӑ[14][15].

Патшалӑх Медаль Чыслани ҫулӗ
 Мальта орденӗ «pro Merito Melitensi» тивӗҫлӗх орденӗ2024 ҫ. авӑнӑн 17[16]
 Казахстан «Достык» орден2025 ҫ. юпан 2[17]

Ҫавӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]