Шупашкарăн Ярмарка лапамĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ярмарка лапамĕ, — Шупашкарăн авалхи лапамĕ. Хальхи Республика лапамĕ вырăнĕнче вырнаçнă пулнă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1884 çулхи хула çӳрчĕсен описĕ тăрăх Ярмарка лапамĕн хакĕ 300 тенкĕпе танлашнă. 1908 çулхи Шупашкар планĕ тăрăх ку лапам хальхи Республика лапамĕ вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Ярмаркасене çулта пĕрре çĕç иртернĕ пирки унта çуртсем пулман.

Шупашкарти Ярмарка вырăнти пĕлтерĕшлĕ çеç пулнă. Чулхула ярмаркипе танлаштарсан вăл питĕ чухăн пулнă. Тĕслĕхрен, енчен те Чулхула ярмаркинче миллион тенкĕлĕх сутнă пулсан, кунта вара вунă пин тенкĕлĕх кăна суту-илӳ тунă. 1910 çулхи тĕслех те çакнах калать. Çĕртме уйăхĕн 13-пе 20-мĕш хушшинче кунта Знаменски ярмарка иртнĕ. 71 115 тенкĕлĕх тавар туртарса килнĕ, вĕсенчен пурĕ 11 170 (14%) тенкĕлĕх кăна сутма пултарнă. Ку кунти халăх чухăн пулнине пĕлтерет.

1915 çулхи ярмаркăра вара Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнине пула ĕçсем пушшех япăхланнă. Тавара çур суммăлăх кăна илсе килнĕ, сутма 10 405 тенкĕлĕх кăна сутнă.

Совет вăхăтĕнче ярмаркăна темиçе хут тĕрлĕ çĕре куçарнă.

Граждан вăрçи вăхăтĕнче ярмаркăсем иртермен. НЭП ÇЭК вăхăтĕнче каллех иртерме пуçлама тытăннă, анчах та 1930-мĕш çулсенче пĕтерсе хунă.