Шурӑ Чиркӳ
| Шурӑ Чиркӳ | |
|---|---|
| укр. Біла Церква | |
| Ялав[d] | Герб[d] |
| Никӗсленӳ/йӗркеленӳ вӑхӑчӗ | 1032 |
| Официаллӑ ят | укр. Біла Церква |
| Патшалӑх | |
| Администрацин тӗп вырӑнӗ | Шурӑ Чиркӳ хула громади[d] |
| Администрациллӗ-территориллӗ виҫе | Шурӑ Чиркӳ хула громади[d] |
| Вӑхӑт тӑрӑхӗ | UTC+2[d] и UTC+3 |
| Шыв хӗрринче вырнаҫӑвӗ | Руç |
| Халӑх йышӗ |
|
| Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 148 ± 1 метр |
| Тӑванла хула | Вильнюс[2][3] |
| Тивӗҫнӗ наградӑсем | |
| Лаптӑк |
|
| Почта индексӗ | 09100–09117 |
| Официаллӑ сайт | bc-rada.gov.ua |
| Пӗрремӗш хут асӑнни | 1054 |
| Вырӑнти телефон кочӗ | 4463 |
| Автомобиль номерӗн кочӗ | AI и КI / 10 |
Шурӑ Чиркӳ (укр. Біла Церква) — Украина варринчи хула, Кейӳ облаҫӗн паллӑ экономикӑллӑ, вӗрентӳллӗ тата культурӑллӑ центрӗ. Хула Кейӳрен 80 километр кӑнтӑралла Рось юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Шурӑ Чиркӳ хули облаҫри чи пысӑк хула. 1115 ҫулта Ипатий ҫул ҫырӑвӗнче пӗрремӗш хут Юрьев ятлӑ пек палӑртнӑ.
Ят
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула никӗслени ҫинчен нумай тӗрлӗрен верси пур. 1032 ҫулта кермен пек Шурӑ Чиркӗве Аслӑ Кейӳ кнеҫӗ Ӑслӑ Ярослав туса хунӑ[4]. Ку кермене кнеҫӗн христиан ячӗ — Юрьев панӑ. 1050 ҫулта Кермен тӑвӗ ҫинчи Ярослав епископ чиркӗвӗ тунӑ. Ту тӳпинче тӑрса чиркӳ хулан паллӑ вырӑн пулса тӑнӑ.
Кейӳ Руҫӗри хула куҫан халӑхран (кумантан, печенегрен т.ы. те) хӳтӗленес тесе тунӑ пулнӑ. Вырӑнти пурӑнакансем ку чиркӗве шурӑ тенӗ. Монгол ҫарӗсем ӑна аркатнӑ чух вырӑнтисем хулана ҫӗнӗрен туса Шурӑ Чиркӳ ят панӑ[5][6][7].
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырнаҫни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула Кейӳ облаҫӗн кӑнтӑр-анӑҫӗнче вырнаҫнӑ. Унпа юнашар E95 (Санкт-Петербург – Кейӳ – Мерзифон).
Украинӑн тӗп хуличчен — Кейӳччен вӑрӑмӑш 84 км, «Борисполь» тӗнчери аэропортчен — 120 км.
Тӗп хулапа юнашар вырнаҫни, канлӗ транспорт инфраструктури, социаллӑ-экономикӑллӑ инфраструктура, таса ҫутҫанталӑк хулана инвестиципе туристсемшӗн уҫаҫҫӗ[8].
Геологиллӗ енчен пӑхсан, хула ҫӗрӗ Украина кристаллӑ хӳтлӗхӗнче вырнаҫнӑ. Зонӑллӑ енчен пӑхсан, вӑл вӑрмантан ҫеҫенхире таран хутӑш зона — вӑрман-ҫеҫенхир.
Шурӑ Чиркӳре радон шывӗсен ҫӑлкуҫӗсем пур[9].
Тӗп юханшыв — Рось, вӑл хула урлӑ 16 км юхать. Протока хула урлӑ 9,6 км юхать тата Росе кӗрет. 9,6 километрлӗ Сухой Яр ҫырми юхать. Рось юханшывӗ урлӑ хула чиккинчи тӑватӑ кӗпер пур.
Хулара нумай пӗчӗк парксемпе скверсем пур. Чи паллӑ: Тарас Шевченко ячӗллӗ Культурӑпа кану хулари паркӗ. Хула варринче Мухтав паркӗ лартнӑ.

Хулан ҫурҫӗр-анӑҫ хӗрринче «Александрия» патшалӑх дендрологиллӗ паркӗ пур[10]. Украинӑри ку чи архитектурӑллӑ ландшафтлӑ парк[11]. Вӑл Рось хӗрринчи 297 га лаптӑкра вырнаҫнӑ.

Клиническая урамӗ тӑрӑх «Строителей» парк (укр. Парк Будівельників) лартнӑ. 2000 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Сӑваплӑ Пётрпа Павел чиркӗвӗ тума пуҫланӑ[12].
Климат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Климат вӑтам-континенталлӑ, ӑшӑ, лайӑх нӳрлӗх. Хӗл ҫемҫе; кӑрлачӑн вӑтам температури –6 °C. Ҫу ӑшӑ; утӑн вӑтам температури 18-тан 20-ччен °C. Нӳрӗк ҫулталӑкри 600 мм яхӑн[13]. Ҫулталӑкри вӑтам нӳрӗк йышӗ – 500-600 мм, нӳрлӗх коэффициенчӗ 1,3. Ҫулталӑкри вӑтам температури 6,9 °C. Сивӗсӗр (вегетаци) тапхӑрӑн вӑтам вӑрӑмӑшӗ 160-170 кун. Анӑҫпа кӑнтӑр-анӑҫ енлӗ ҫилсем нумайрахӑш.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулана 1032 ҫула Кейӳ кнеҫӗ Ӑслӑ Ярослав никӗсленӗ. Никӗсленӗренпе хулан урӑхлӑ ячӗ пулнӑ: Юрьев (Гюргев), мӗншӗн тесен кнеҫӗн христиан ячӗ Юрий (Георгий) пулнӑ[14].
1240 ҫулта Юрьев хулине монгол-тутарсем пӗтернӗ. Унӑн ишӗлчӗкӗсем ҫинче вӑхӑтран ҫӗнӗ хула йӗркеленнӗ, ӑна Белая Церковь (украинлерен — Шурӑ Чиркӳ) тенӗ. Ҫак ят Кермен тӑвӗ ҫинчи сыхланса юлнӑ е ҫӗнӗрен тунӑ чиркӗвӗн шурӑ стенисемпе ҫыхӑннӑ.
1360-мӗш ҫулсенчен пуҫласа хула Аслӑ Литва кнеҫлӗхӗ, каярахпа Польша аллинче пулнӑ. Кунта 1651 ҫулта Богдан Хмельницкийпе Польша тӳре-шари хушшинче Шурӑ Чиркӳ килӗшӗвне алӑ пуснӑ.
1774 ҫулта хула Польша магначӗсен Браницкисен харпӑрлӑхне куҫать, вӗсем ӑна хӑйсен резиденцийӗ туса хураҫҫӗ те паллӑ Александрия дендропаркне йӗркелеҫҫӗ. Польшӑна пайланӑ хыҫҫӑн (XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче) хула Раҫҫей империне кӗнӗ.
1918 ҫулта Шурӑ Чиркӳ Симон Петлюра тата Владимир Винниченко ертсе пынӑ антигетман пӑлхавӗн центрӗ пулса тӑрать. Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче хулана 950 кун тытса тӑнӑ, пысӑк сиен кӳрнӗ.
Паянхи вӑхӑтра вӑл Украинӑн Кейӳ облаҫӗнчи чи пысӑк промышленноҫпа культура центрӗ шутланать, унта 200 пин ытла ҫын пурӑнать[15].
Шалти пайлану
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шурӑ Чиркӳ хулин тӗп районӗсем: Леваневский, Песчаный, Таращанский массивӗсем, Пионерская микрорайон, ДНС массивӗ, Заречье, чукунҫул посёлокӗн районӗ, Роток, Вокзальная, Центр, Павличенко массивӗ (Штабная), Гаёк ӗлӗкхи ҫар посёлокӗ[16][15].
Пурӑнан халӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1897—2015 ҫҫ. хулари пурӑнан халӑхӑн йышӗн динамики рр.[17].
Шурӑ Чиркӗвӗн пурӑнан халӑхӗ 196 пин ҫын[18].
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пӗтӗмӗшле регион продукчӗпе хула экономики облаҫри администраци субъекчӗсем хушшинче чи пысӑкки шутланать. Ӑна хӑватлӑ промышленноҫ комплексӗ кӑтартать, унта тӗрлӗ отрасльпе секторти 57 предприяти кӗрет. Хулан экономикӑн малта пыракан секторӗсем шутне хими тата нефтехими промышленноҫӗ, машиностроени, тупӑш кӑларни, ҫӑмӑл промышленноҫ, апат-ҫимӗҫ тирпейлени, фармацевтика, сӗтел-пукан туса кӑларни тата ыттисем кӗреҫҫӗ[19].
Тӑванлӑ хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шурӑ Чиркӳ 16 хуласемпе тӑванлӑ:[20][21]
Ҫакӑн пек пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Государственная служба статистики Украины Чисельність наявного населення України на 1 січня 2022 року — Кейӳ.
- ↑ https://bc-rada.gov.ua/node/1918
- ↑ https://vilnius.lt/lt/tarptautinis-bendradarbiavimas/
- ↑ Біла Церква. Україна Інкогніта. çăлкуçран архивланă 7 квітня 2016. Тĕрĕсленĕ 22 липня 2015.
- ↑ Як виглядала Біла Церква 100 років тому. Новини з України. çăлкуçран архивланă 14 липня 2015. Тĕрĕсленĕ 13 липня 2015.
- ↑ Никонов В.А. Краткий топонимический словарь. — М.: Мысль, 1966. — 509 с. — 32000 экз.
- ↑ Поспелов Е. М. Географические названия мира. Топонимический словарь / отв. ред. Р. А. Агеева. — 2-е изд., стереотип. — М.: Русские словари, Астрель, АСТ, 2002. — 512 с. — 3000 экз. — ISBN 5-17-001389-2
- ↑ Інвестиційний паспорт міста Біла Церква (укр.) (PDF). Інвестиційний портал Київської області. Тĕрĕсленĕ 13 липня 2015.(ĕçлемен каçă)
- ↑ Біла Церква: Шлях крізь віки: Іст. нарис./ П. І. Юхименко, А. І. Гай, Е. В. Репрінцев та ін. — Біла Церква: Буква, 1994 — С. 324—325. — ISBN 5-7707-5246-7.
- ↑ Білоцерківському Парку культури 80 років. Бліц-новин: «Майдан-Брок», «ТЕМА», «Наш Городок». çăлкуçран архивланă 13 липня 2015. Тĕрĕсленĕ 13 липня 2015.
- ↑ Вирський Д. С. Біла Церква 15 грудня 2013 архивланӑ. // Енциклопедія історії України : у 10 т. / редкол.: В. А. Смолій (голова) та ін. ; Інститут історії України НАН України. — Київ : Наукова думка, 2003. — Т. 1 : А — В. — 688 с. : іл. — с. 273
- ↑ Білоцерківське благочиння. Білоцерківська єпархія. Українська Православна Церква. çăлкуçран архивланă 23 липня 2015. Тĕрĕсленĕ 22 липня 2015.
- ↑ Туризм по регионам: Белая Церковь. УкрТуризм. çăлкуçран архивланă 7 липня 2015. Тĕрĕсленĕ 13 липня 2015.
- ↑ Історія Білої Церкви. Мандруємо Україною. çăлкуçран архивланă 22 липня 2015. Тĕрĕсленĕ 22 липня 2015.
- 1 2 Перейменування вулиць Білоцерківської міської територіальної громади на офіційному сайті Білоцерківської міської ради.
- ↑ Статут територіальної громади міста Біла Церква. Bilatserkva.info. çăлкуçран архивланă 10 серпня 2015. Тĕрĕсленĕ 22 липня 2015.
- ↑ Ukraine. Historical demographical data of the urban centers. Populstat.info. çăлкуçран архивланă 25 жовтня 2018. Тĕрĕсленĕ 13 липня 2015.
- ↑ Біла Церква сайт міста 🏠 | Київська область | Україна (укр.) (2019-11-16).
- ↑ Біла Церква: Галузева структура промисловості. Bilatserkva.info. çăлкуçран архивланă 22 жовтня 2020. Тĕрĕсленĕ 13 липня 2015.
- ↑ Муніципалітети-партнери — Управління економіки Білоцерківської міської ради (uk-ua). Тĕрĕсленĕ 10 Ҫу уйӑхӗн 2023.
- ↑ пӗкӗри статус илнин дати
- ↑ Договір «Про основних напрямах співпраці між м. Сіньчжоу, провінція Хубей, КНР і містом Біла Церква, Київська область України»
- ↑ Договір «Про співробітництво між мерією м. Сенакі (Грузія) та Білоцерківською міською радою (Україна)»
- ↑ Угода «Про співробітництво між містами Островець Свентокшискі (Польща) та Білою Церквою (Україна, Київської області»
- ↑ Угода «Про співробітництво адміністрації міської ради м. Кременчука та Білоцерківської міської ради»
- ↑ Договір «Про співпрацю і партнерство між містами Біла Церква (Україна) та м. Пухов (Словаччина)»
- ↑ Договір «Про партнерську співпрацю між Гміною міста Тарнів у Республіці Польща та міською радою міста Біла Церква в Україні»
- ↑ Договір «Про співробітництво між Солом'янською районною у м. Києві державною адміністрацією та Білоцерківською міською радою»
- ↑ Декларація «Про партнерство між містами Біла Церква (Україна) та Бієло Полє (Чорногорія)»
- ↑ Протокол про наміри між містами Вільнюс (Литовська республіка) та Біла Церква (Україна)
- ↑ Угода про партнерську співпрацю між містами Біла Церква та Ітеа (муніципалітет міста Дельфи, Фокіда, Греція)
- ↑ Угода про партнерську співпрацю між містами Біла Церква та общиною міста Стара-Загора (Болгарія)
- ↑ Біла Церква розширює кордони партнерства (укр.). Тĕрĕсленĕ 10 Ҫу уйӑхӗн 2023.
- ↑ Авіаційний комплекс Білої Церкви відвідала делегація з Китаю. Тĕрĕсленĕ 10 Ҫу уйӑхӗн 2023.
- ↑ Біла Церква та Брауншвейг - поріднені міста. Тĕрĕсленĕ 10 Ҫу уйӑхӗн 2023.
- ↑ Біла Церква та Бурос (Швеція) підписали лист про наміри партнерства (укр.).
- ↑ Підписано Меморандум про співпрацю між Білоцерківською та Павлоградською громадами | Біла Церква - офіційний сайт.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Олексій Стародуб [та ін.] // Будівельна історія Білої Церкви XI—XXI століть. — Біла Церква: Пшонківський О. В. [вид.], 2017. — ISBN 978-617-604-119-1 (повне зібрання).
- Т. 1 : Від середньовічного граду до сучасного міста. — 2017. — 345, [1] с. : іл., фот. — ISBN 978-617-604-120-7 (т. 1): Т. 2 : Сучасне місто: розбудова. — 2017. — [351]-727 с. : іл., фот. — ISBN 978-617-604-121-4 (т. 2): Т. 3 : Сучасне місто: будівельні організації. — 2017. — [733]-1029, [1] с. : іл., фот. — ISBN 978-617-604-122-1 (т. 3): Т. 4 : Науково-довідковий апарат. — 2017. — [1033]-1363, [2] с. — Бібліогр.: с. 1045—1270. — ISBN 978-617-604-123-8 (т. 4)
- Белая Церковь // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
- Никонов В.А. Краткий топонимический словарь. — М.: Мысль, 1966. — 509 с. — 32000 экз.
- Поспелов Е. М. Географические названия мира. Топонимический словарь / отв. ред. Р. А. Агеева. — 2-е изд., стереотип. — М.: Русские словари, Астрель, АСТ, 2002. — 512 с. — 3000 экз. — ISBN 5-17-001389-2
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Біла Церква - довідник міста
- Офіційний сайт Білоцерківської міської ради та її виконавчих комітетів 9 квітня 2015 архивланӑ. (укр.)
- Офіційний сайт Дендрологічного парку «Олександрія» 21 березня 2017 архивланӑ. (укр.)
- Всеукраїнський проект міських інформаційних ресурсів. Біла Церква online (укр.)
- Сайт міста: історія, сьогодення, майбутнє 20 січня 2021 архивланӑ. (укр.)
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- «Хисеп палли» орденĕн кавалерĕсем
- Универсаллӑ карточкӑпа усӑ курнӑ статьясем
- Википедия:Карточки без параметров
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Страницы, использующие расширение EasyTimeline
- Киев облаçĕ
- Страницы, использующие расширение Kartographer