Ылтăн çĕмĕ
Перейти к навигации
Перейти к поиску
Ылтăн çĕмĕ - Вăтам Раççейри çулçӳреçĕсен паллă маршручĕ. Тăршшĕ - 1 пинрен ытла çухрăм. Ылтăн çĕмĕне виççĕ пая уйăраççĕ:
- Атăл : Калязин - Углич - Рыбинск - Тутаев - Ярославль - Кострома;
- Хĕвеланăç : Сергиев Посад - Александров - Переславль-Залесский - Юрьев-Польский - Ростов;
- Тĕп: Улатимĕр - Боголюбово - Мурăм - Суздаль - Иваново - Шуя - Плёс.
Ылтăн çĕмĕ çул йышне кĕрекен хуласен шучĕ сарăлса пырать. Паян ку çулăн "тĕп хули", "карти" - Улатимĕр.
Никĕслени кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1960-мĕш çулсемче Пĕтĕм Раççейри культура тата истори палăкĕсен управ пĕрлĕхĕн ( ВООПИК ) çулçӳревçĕсен çĕнĕ çулне йĕркелеме шутланă. Вăтам Раççейре кивелнĕ çуртсемпе палăксене çĕнĕлетми пысăк ĕçĕ пуçланă.
Паллă вырăнсем, палăксем, çурт-йĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Улатимĕр : Успени соборĕ ( 1158 ), Дмитриевски собор ( 1194 ), Ылтăн хапха (1158), Улатимĕр хулана никĕслени 850 çул тултарни палăкĕ (1960), Троица чиркĕвĕ
(1740), А. Невскин палăкĕ;
- Суздаль: Турă Амăшĕн Çуралнин Соборĕ (1222), Архиерей керменĕ (15 ĕмĕр);
- Сергий Посачĕ: Троица Сергий лаври;
- Ростов: Кремль;
- Углич: Дмитри "юн çинче" чиркӳ (1683), Алекçей манастăрĕ (1371);
- Ярославль: Иоанн Златоуст чиркĕвĕ (1649), Турă Çуралнин чиркĕвĕ, Н.А.Некрасов палăкĕ (1958);
- Кострома : Ипати манастăрĕ ( 1435 ), Илья Пӳлĕхçĕн чиркĕвĕ, Иван Сусанин палăкĕ (1967).