Эпĕ юлатăп

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Эпĕ юлатăп (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Эпĕ юлатăп
Я остаюсь
Фильм постерĕ
Жанр камит
драма
фэнтези
мистика
Режиссёр Карен Оганесян
Продюсер Рубен Дишдишян
Армен Григорян
Сергей Даниелян
Юрий Мороз
Арам Мовсесян
Сценари
авторĕ
Дмитрий Константинов, Алёна Званцова
Оператор Евгений Привин
Композитор Артем Ерзинкян
Гарик Сарибекян
Кинокомпани MG Media
Тăсăлу 112 мин
Бюджет 1 млн долл.
Патшалăх РФ
Çул 2007
IMDb ID 1046198

«Эпĕ юлатăп»раççей ӳнерлĕ фильмĕ, экран çине 2007 çулхи акан 19-мĕшĕнче тухнă. Карен Оганесян режиссёрăн пĕрремĕш ĕçĕ. Андрей Краско раççей актёрĕн кинори юлашки ĕçĕ.

Карен Оганесян çак фильмшăн кашни çул Ереванра (Эрмени) иртекен «Ылтăн абрикос» кинематографи фестивалĕнче «Кĕмĕл абрикос» ятарлă приза тивĕçнĕ[1][2].

Сюжет[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тырса тухтăр çынсене медицинăри ахаль меслетсемпе сиплет, леш тĕнчери тата вилнисемпе калаçни пирки сăмах пуçласан тарăхать. Унăн чĕрине ĕçри пуçлăхне юратса пăрахнă пĕртен-пĕр хĕрĕн шăпи кăна чăннипех хумхантарать.

Ăна пула ĕнтĕ тухтăр инкеке лекет: боулинг чăмăркки пуçран çапсан тăн çухатать, пурнăçпа вилĕм хушшинче выртать. Çак самантран вăл тĕнчене урăхла туйма тытăнать. Леш тĕнчере комăри урăх çынсене тĕлпулсан, вăл этемлĕрех те чăтăмлă ăчах пулса каять. Çакă вара ăна пурнăçа таврăнма май парать, хăйĕн хĕрне чăн юрату тупма пулăшать.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

IMDb хыпарĕпе килĕшӳллĕ кăтартнă ят-йыш[3].

Чыславсем тата номинацисем
Чыслав Категори Номинант Результат
Ереванри «Ылтăн абрикос» кинофестиваль
«„Эрмен панорамин“ чи лайăх фильмĕ» Номинаци
MTV Russia Movie Awards 2008
«Чи лайăх саундтрек» «Мана пула» — «Би-2» тата Диана Арбенина Çĕнтерӳ
«Арçын чи лайăх ролĕ» Фёдор Бондарчук Номинаци
«Жорж»
«Çĕршыври чи лайăх фильм» Номинаци

Рольсенче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Телесериал[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010 çулта экран çине «Тырса тухтăр» телесериал тухнă, унта Тырса рольне Андрей Краско тусĕ Михаил Пореченков актёр вылянă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]