Этрусксем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Этрускăсем ҫинчен куҫарнӑ)
Бандитачча некрополĕнчи этруссен саркофагĕ. Тем тĕрлĕ тĕслĕ терракота, пирĕн эрăччен VI ĕмĕр, Вилла Джулиа музейĕ, Рим

Этруссем (итал. etruschi, лат. tusci, ав.гр. τυρσηνοί, τυρρηνοί, хăйне хăй ячĕ. rasna) — пирĕн эрăччен I пинçуллăхра Апеннин çурутравĕн çурçĕр-анăçĕнче (авалхи Этрури çĕрĕ — хальхи Тоскана) аталаннă тĕнче туса çитернĕ, пулас рим цивилизацийĕ çине пысăк сĕм янă авалхи йăхсем.

Этруссем ăçтан тухнă[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Геродот шучĕпе этруссем Кĕçĕн Азири Лидирен тухнă тирренсем е тирсенсем пулаççĕ. Авалхи урăх çыракансен шучĕпе, этрус этносĕн аталанăвне пеласги йăхĕсем хутшăннă. Автохтон версине йышăнакан ăслăхçăсем этруссене Италири Вилланова этеплĕхĕпе çыхăнтараççĕ. ХХ ĕмĕрĕн варрине çитиех «лиди версийĕ» çав тери тиркев айĕнче тăрать, уйрăмах лиди чул çырăвĕсене тĕпчесе уçса вуланă май — вĕсен чĕлхинче этрус чĕлхипе пĕр пĕрлĕ те тупайман. Çапах та паянкунхи ăнланусемпе, этруссене лидисемпе мар, Кĕçĕн Азин анăçĕнче, индоевропа халăхĕсенчен мал аваллăрах пурăннă «протолувисемпе» е «тинĕс халăхĕ» этносĕпе танлаштармалла.

Дионисий Галикарнасский[1] ĕçĕнче тата маларах — пирĕн эрăччен V ĕмĕрте Лесбосра пурăннă Гелланик историкĕ пĕлтернипе, пеласкисене грексем хăваласа янă хыççăн вĕсем Нан патша, Тевтамид ывăлĕ, ертсе пынипе По кӳлмекне çитсе карапĕсене пăрахаççĕ. Кайран вĕсем Италие шалалла кĕрсе, Тиррени (Этрури латтинла) патшалăхне йĕркеленĕ. Çакă Троян вăрçиччен малтанах пулнă. Дионисий хăй этруссене Итали автохтон халăхĕ вырăнне хунă.

Археологипе лингва тĕпчев ĕçĕсем этруссем кĕçĕн ази халăхĕ пулни пирки халĕ çирĕплетекен хут, япала чылай тупăнать. Этрус чĕлхине тăванлă чĕлхесен палăкĕсене Кĕçĕн Азире (Лемнос стеллипеласги) тата Кипр çинче (этеокипр чĕлхитевкăрсем) тупнă. Тирсенсене, пеласкисене, тевкăрсене (авалхи икĕпет çырăвĕсен вулав тупсăмĕсенчен пĕри) пĕрремĕш хут «тинĕс халăхĕсем» çырăвĕнче пирĕн эрăччен XII ĕмĕрте Кĕçĕн Азирен Авалхи Икĕпат тапăнса çитни пирки асăнаççĕ. Авалхи рим халапĕнчи троянсен ертӳçĕ Эней этруссемпе çыхăннă, пулас, вĕсем Италие Троя аркансан тарса килеççĕ.

2007 çулхи нарăсра итали генетикĕсен тĕпчевĕсене пичетлесе кăларнă. Çав ĕçсенче тоскана ĕне ăрачĕн (Этрури вăхăтĕнченех паллăскерĕн) кенĕсене Анатолири ĕнесен кенĕсемпе танлаштарса çывăх пулнине палăртнă (Италин урăх пайĕсенчи ĕне ăрачĕсен кенĕсем пĕрлĕ пахалăхĕсем сахал пулнине пĕлтернĕ). Çакă та Геродотăн версине аяккăн тивĕçтерет, пулас [1].

Ансат истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Этрури этеплĕхĕ пирĕн эрăчченхи VIII—VII ĕмĕрсенче çӳллĕ аталануллă Вăтаçĕр тинĕсĕ çĕрĕсенчен çынсем куçса килнипе, грек колонисем юнашар пулнипе хăвăрт ӳсме тытăннă. Пирĕн эрăччен VII ĕмĕрĕн вĕçĕнче 12 хула-патшалăх пĕрлĕхе пуçтарăнса, пирĕн эрăччен VI ĕмĕр варринче Кампани ярса илеççĕ. Пирĕн эрăччен V—III ĕмĕрсенче Этрурие Рим пăхăнтарать, халăхне империнче хутăштарса ирĕлтерет.

Топонимика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Lamine Pyrgi.jpg
Финики (тĕп таблицă) тата этрус тексчĕсем Пигри (хальхи Санта Севера, Лацио) ылтăн таблицисенче.

Этруск ячĕллĕ географи выранĕсем те пур. Тиррен тинĕсĕ «тирренсем» тытса тăнă, çавăнпа авалхи грексем тинĕсе çак ятпа итвĕçтернĕ, (грексем этрускăсене тирренсем тенĕ). Адри тинĕсĕ çинчи этрусс порт-хули Адри тинĕсĕн çурçĕр пайне тĕрĕслесе тăнă. Римра этрускăсене «тускăсем» тенĕ, çак ятпах каярах Тоскана çĕрне каланă.

Этруссем Римра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Римăн шалĕнче вĕсем триба тунă, называвшуюся Луцеры.?

Этрус чĕлхи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

этрус чĕлхине тăван чĕлхе тупасси тавлашуллă ĕç-хĕл пулса тăрать. Этрус сăмахсарне хатĕрлесси, вĕсен тексчĕсене тĕпчесе вуласси питĕ мăран пырать, паянкуна та вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Дионисий Галикарнасский, «Рим аваллăхĕсем», 1.17-30