Эфиопи географийӗ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Эфиопи Тухӑҫ Африкӑра вырнаҫнӑ.

Унӑн лаптӑкӗ 1,12 млн. ҫх² (1 127 127 ҫх²) танлашать. Чи ҫӳллӗ вырӑн Рас-Дашен (Ras Dashen Terara) ту ҫинче — 4.620 м.

Чикӗсен тӑршшӗ: Джибутипе — 337 ҫх, Эритреяпа — 912 ҫх, Кенипе — 830 ҫх, Сомалипе — 1.626 ҫх, Кӑнтӑр Суданпа — 883 ҫх, Суданпа — 723 ҫх.

Ҫӗр пичӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эфиопи — Африка континентӗнчи чи ҫӳллӗ ту-сӑртлӑ ҫӗршыв. Унӑн территорийӗн чылай пайне Эфиопи сӑртлӑхӗ йышӑнать, вӑл Эфиопире ҫурҫӗртен кӑнтӑралла тӑсӑлса выртать. Сӑртлӑхӑн чи ҫӳллӗ пайӗ — ҫурҫӗр енче. Кунта ҫӗршывӑн чи ҫӳллӗ вырӑнӗсем — Рас-Дашен (4620 м) тата Тало (4413 м) вырнаҫнӑ. Хӗвелтухӑҫӗнче сӑртлӑх Африкӑн чи айлӑм вырӑнӗсенчен пӗрине — Афар шӑтӑкне — сасартӑк татӑлса анать.

Эфиопи сӑртлӑхӗн анӑҫ пайӗнчи ҫӗр пичӗ сӗвекрех, анӑҫ еннелле вӑл, Судан чикки патнелле, пӗчӗк картлашкасемпе анать.

Эфиопи лаптӑкӗнче тӳремлӗхсем те чылай пай йышӑнаҫҫӗ. Чи калӑпӑшли ҫӗршывӑн тухӑҫ енче вырнаҫнӑ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑл 1000 метр ҫӳллӗш тӳремсӑртлӑха куҫать. Вӑл Эфиопин чи шывсӑр пайӗсенчен пӗри шутланать.

Ҫавӑн пекех ту хырҫисем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ пысӑках мар тӳремлӗхсем ҫӗршывӑн ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ.

Ҫанталӑк[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эфиопин пӗтӗм лаптӑкӗ ҫумэкваторпа экватор тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ. Анчах ҫӗршывӑн чылай пайӗ Эфиопи сӑртлӑхӗнче вырнаҫни Эфиопин ҫемҫерех те нӳрлӗрех климатне ӑнлантарса парать. Сывлӑш температури кунта ҫулталӑкӗпех +25…+30°С тӑрать, ҫумӑр та ҫителӗклӗ ҫӑвать.

Эфиопин тухӑҫри регионӗсенче пач урӑхла — ҫанталӑк кунта шӑрӑх та типӗ. Чӑннипе, Эфиопишӗн ҫулталӑк тӑршшӗпе температура выляни характерлӑ мар. Ун вырӑнне ҫӗрлехипе кӑнтӑрлахи температура хушшинчи расналӑх пысӑк: вӑл 15 градус таран вылять.

Эфиопи климачӗ чылай чухне тинӗс ҫийӗнчи ҫӳллӗшрен килет. 1830 м аяларах вырнаҫнӑ тропик тӑрӑхӗнче ҫулталӑкри вӑтам температура 27° С яхӑн, ҫумӑр ҫунин вӑтам кӑтартӑвӗ вара — 510 мм яхӑн. Ҫумтропик тӑрӑхӗнче (тинӗс шайӗнчен 1830–2440 м ҫӳллӗшӗнче) ҫулталӑкри вӑтам температура — 22° С яхӑн, ҫумӑр норми вара — 510 мм пуҫласа 1530 мм таран. Тинӗс шайӗнчен 2440 метр ҫӳлерех вырӑнта вӑтам ҫанталӑк тӑрӑхӗ сарӑлса выртать — кунта ҫулталӑкри вӑтам температура 16° С яхӑн тӑрать, ҫумӑрӑн вӑтам норми 1270 мм пуҫласа 1780 мм таран танлашать.

Ҫумӑрсен тапхӑрӗ ытларах чухне ҫӗртме уйӑхӗн варринчен пуҫласа авӑн уйӑхӗ ҫитиех тӑсӑлать, тепӗр чухне нарӑсра е пуш уйӑхӗнче кӗске вӑхӑтра ҫумӑр ҫуса иртме пултарать. Эфиопире хӗвелсӗр кунсем ҫуккипе пӗрех, туристсене илӗртмелли девизсенчен пӗри те вӗсен ҫапла янӑрать: «Эфиопи — 13 уйӑх хушшинче хӗвел тӑпакан ҫӗршыв» (Эфиопи кунталӑкӗнче ҫулталӑк 13 уйӑха пайланать).

Шыв ресурсӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эфиопин анӑҫ енче вырнаҫнӑ юханшывсен чылай пайӗ Нил бассейнне кӗреҫҫӗ. Вӗсенчен чи пысӑкки — Аббай е Кӑвак Нил. Эфиопин чи пысӑк кӳлли те ҫакӑнтах вырнаҫнӑ — Тана.

Хӗвелтухӑҫӗнчи юханшывсем туллиех мар, ку вара типӗ ҫанталӑк тӑнипе ҫыхӑннӑ. Чи пысӑк юханшыв — Джубба. Эфиопи Аслӑ рифт тӑрӑхӗнче пысӑках мар кӳлӗсем вырнаҫнипе паллӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр[тӳрлет | кодне тӳрлет]