Юрату сăмсахĕ (юрă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Юрату сăмсахĕ (пĕлтерĕшсем).
Юрату сăмсахĕ
Шăрантаракан Валентина Матвеева
Çырни вăхăчĕ 1970-мĕш çулсен иккĕмĕш çурри
Жанр лирикăлла юрă
Автор сăввин авторĕ те, кĕввин авторĕ те халлĕхе паллă мар
Юрату сăмсахĕнчи К.Иванов бюсчĕ

Юрату сăмсахĕ1970-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче сарăлнă лирикăлла юрă. Юрра шăрантарса чăн малтан халăх умне кăлараканĕ Валентина Матвеева пулнă пулас. Ытти авторсем кам пулнине çак статьяна çыракансем халлĕхе тупса палартайман-ха. Кĕввине çыраканĕ, хăшпĕр хыпарсем тăрăх[1], Илья Степанов композитор (1941-2016). Ку хайлава çав ятлах тата каярахпа сарăлнă ытти çавăн пек юрăсемпе пăтраштармалла мар[2].

Юррăн кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Интернетра ак мĕнле хыпар пĕлме пулать[3]:

<Куçару: 44. валера çырать: сентябрь, 22, 2011, 19:56 хуравламалла

ку юрă кивĕскер эп астăвап мĕнле ку юрра юрланă тен Трак районĕчи Яманакри чи пĕрремĕш хĕр шкул ансамблĕпе Трак вăтам шкулĕнчен вара ансаттăн каласан ватти-вĕтти пурте киленеттĕмĕр пулнă ку 70-мĕш çулсен вĕçĕнче хайхи чипер хĕре ВАЛЕНТИНА МАТВЕЕВА тетчĕç>

Илсе кăтртнă тĕслĕхре "Шăнкрав курăкĕ" юрă пирки сăмах пырать-ха. Анчах та "Юрату сăмасахĕ" юрă та унпа пĕр вăхăталлах халăх хушшинче сарăлнă, çут тĕнчене кăлараканĕсем те пĕр çынсемех пулнă пулмалла.

Хальхи вăхăтра Интернетра «Юрату сăмсахĕ» юрра Ольга Прокопьева юрлани пур (видео мар, аудио, мр3 формат)

Юррăн сăвви пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Кăтра ешĕл тумлă Юрату сăмсахĕ
Капăрлатать Атăл хĕррине.
Юрату сăмсахĕ, юрату ахахĕ
Хускатмасть-ши камăн чĕрине.

Çутă çăлтăр акнă анлă Атăл каçĕ
Юрату сăмсахĕн ытамне.
Каччăсем çут çăлтăр ăмăртса пухаççĕ
Парнелеççĕ чун савнисене.

Чун-чĕре çуначĕ — юханшыв хăвачĕ.
Иксĕлми пуласлăх сăнсенче.
Пĕр-пĕрне савмашкăн чăн сăмах параççĕ
Çамрăксем ват Атăл хĕрринче.

Кăтра ешĕл тумлă Юрату сăмсахĕ
Капăрлатать Атăл хĕррине.
Юрату сăмсахĕ, юрату ахахĕ,
Юрату пиллет чĕресене.

Янкăр кăвак пĕлĕт

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]