Явлăк


Явлăк тесе, чи анлă пĕлтерĕшпе, пасартан туяннă тата хапрăкра (мануфатурăра) тунă тутăрсене каланă. Ансăртарах пĕлтерĕшпе вăл виçĕ кĕтеслĕ тутăра (косынкăна) пĕлтерет.
Арçын тумтирĕн пайĕ пулса тăракан çулăка явлăк темеççĕ.
Сăмахсарсенче ку çапла палăрăннă. Н. И. Ашмарин словарĕнче[1].
Явлăк. (jавлы̆к), платок. См. çулăк. Образцы 103. Ачи маттур, хĕрĕ сатур, явлăк парса выляççĕ-çке. Хыпар № 15, 1907. Пуçĕнче тĕссĕр явлăк. На голове полинялый платок. Янтик. † Пурçăн явлăк пур, тетĕр, пĕрте çыхса тухмастăр. Говорите, что у вас есть шелковый платок, а никогда не выходите (на улицу), повязавшись им. Юрк. Мускавран виççĕр тенкĕлĕх пурçăн явлăксем илсе таврăнаттăм (возвращался), вĕсене пурне те çав чуматан ăшне хурсаттăм (положил). IЬ. † Кӳрĕр, кӳрĕр явлăка. Трхбл. † Шур пĕрленттин явлăкпа пĕркенсе. Накрывшись белым брильянтиновым платком. Альш. † Пурçăн явлăк сыхаймăп, ярăнтарса (распустив) çӳреймĕп.
Хальхи словарьте[2].
Явлăк. Тутăр. Вăл хĕрĕсем тата пуçри явлăкĕсене (вырăс тутрисене) пирĕн енчи пек çыхмасчĕç: темĕскерле, çамка çине антарса каялла кăшт хăлха евĕрлĕ тăратса çыхатчĕç [Тимофеев 2002:16–17].
Тутăр пирки[1].
Тутăр. тотăр, (тулы̆р, тоды̆р), платок. N. Çавăнпа та вĕрентекен тутăр пек шуралса каять. Н. Седяк. Пĕкĕ çумне сурпан çинчен çыхакан тутăра çакаççĕ. N. Пур салтак та ăна çĕлĕк илеççĕ, тет. Ку, вилнĕ çын тутăрĕ, тăнă, тет те, пĕр чĕнмесĕр тăрать, тет. N. Тутăр. Когда чуваши не покупали базарных платков, то и девочки повязывались „тутăр“ Так как для девочек не так зазорно показывать волосы, то для них достаточно и „тутăр“. Альш. Тутăр тесе кунта чăваш тĕртсе тăваканнине калаççĕ, а платок — явлăк. || Иногда означает скатерть.
Сăмахсарсем, тĕпрен илсен, явлăк вăл пасар тутри иккенне палăртаççĕ, виçĕ кĕтеслĕ тутăр иккенне палăртни вара халлĕхе курăнсах каймасть темелле.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Н. Гаген-Торн. Женская одежда народов Поволжья (Материалы к этногенезу). Чебоксары, 1960;
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1 2 Тезаурус Лингве Чувашорум
- ↑ Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ