Контент патне куҫ

Ягодная Поляна (Сарӑту облаҫӗ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Ягодная Поляна пӑхӑр.
Ягодная-Поляна
Тӗп пӗлӗмсем
Статус: Сала
Патшалӑх: Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ: Сарӑту облаҫӗ Сарӑту облаҫӗ
Муниципаллӑ район: Татищево районӗ
Муниципаллӑ йӗркеленӳ: Ягодная Поляна муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ
Никӗсленӳ вӑхӑчӗ: 1767
Халӑх йышӗ: 954[1] (2010)
Хушнӑ пӗлӗмсем
Малтанхи ятсем: Бееренфельд (ним. Beerenfeld),
Баум (ним. Baum),
Старый Колонок
Почта индексӗ: 412185
ОКАТО кочӗ: 63 246 870 001
Сехет тӑрӑхӗ: Самар вӑхӑчӗ

Ягодная-Поляна (ним. Beerenfeld, выр. Ягодная Поляна) — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи сала, Ягодная Поляна муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн администрациллӗ центрӗ.

1767 ҫулта Бееренфельд (ним. Beerenfeld) нимӗҫ колонийӗ пек никӗсленӗ. Совет вӑхӑтӗнче Атӑлҫи нимӗҫӗсен АССРЯгодная Поляна кантонӗ йӗркеленӗ, сала унӑн центрӗ пулса тӑнӑ[2]. Анчах кантона хӑвӑрт пӑрахӑҫланӑ.

Пурӑнан халӑх — 954[1] (2010).

Ягодная Поляна хир-вӑрман тӑрӑхӗнче, Атӑл сӑртлӑхӗнче ларать. Сала балкӑри Сокурка юханшывӗн хӗрринче выртать. Унран ҫурҫӗрелле Лесничество вырӑнӗ пур, кӑнтӑралла Побочная Дача (ӗлӗкхи Побочное нимӗҫ ялӗ)[3]. Сарӑтуран автоҫулпа 67 километр кӑнтӑр-тухӑҫалла, Татищевӑран 48 километр ҫурҫӗр-анӑҫалла вырнаҫнӑ.

Ягодная Полянӑпа юнашар ялсем: Озерки, Песчанка, Сокур, Беседка, Козий Лоб.

Вырӑн, ӑҫта Ягодная Поляна сали никӗсленӗ, ҫакӑнпа ятпа пулса тӑнӑ мӗншӗн тесен унта тавра нумай хурӑн ҫырли ӳсет. Иккӗмӗш Екатеринӑн указӗпе, 1764 ҫултан пуҫласа ҫак ҫӗрсенче нимӗҫ колонисчӗсем пурӑнса каяҫҫӗ.

1767 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче официаллӑ никӗсленӗ. Гессентен тата Пфальцран пӗрремӗш 80 ҫемье пурӑнса кайнӑ[4]. 1871 ҫулччен Сарӑту кӗпӗрнин Сарӑту уесӗн Ягодная Поляна колонист округӗн центрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн Ягодная Поляна вулӑсӗн центрӗ.

1785 ҫулта лютеран прихучӗ уҫнӑ. 1857 ҫулта ҫӗр наделӗ — 7959 пилӗк, 1910 ҫулта — 8959 пилӗк. XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче ялта арман (1912 ҫултан), крахмал-патока савучӗ, ярмӑрккасем ирттернӗ, фельдшер-акушер вырӑнӗ, земство шкулӗ пулнӑ. 1909 ҫулта 198 ҫын Ҫӗпӗрӗн Степь крайне тухса кайнӑ[4]. 1926 ҫулта коопераци лавкки, пуҫламӑш шкулӗ, халӑх ҫурчӗ, ҫурт-вулавӑш, ликбез вырӑнӗ, ял канашӗ пулнӑ. 1930 ҫулта ремонт мастер-ҫурчӗ уҫнӑ[4]. Коллективизаци вӑхӑтӗнче кунта пӗрремӗш колхоз туса хунӑ, унтан икӗ колхоз ҫине пайланӑ — «Квелие» («Пӗчӗк ҫӑлкуҫ») тата Роза Люксембург ячӗллӗ[5]. 1928—1932 ҫулсенче Анат-Атӑл крайӗн Сарӑту округӗн Ягодная Поляна кантонӗн центрӗ.

1932—1935 ҫулта Атӑлҫи Нимӗҫӗсен Автономиллӗ Совет Социализм Республикин Ягодная Поляна кантонӗн центрӗ[6]. 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче кантона пӑрахӑҫланӑ та унӑн территорине Сарӑту облаҫӗн йышне кӗнӗ, тата 1941 ҫулччен ял малалла районсенче кӗнӗ — Вязовка районӗ, Пасарлӑ Карапулак районӗ, Ҫӗнӗ Пурас районӗ[5]. Унтан Татищево районӗ йышне кӗртнӗ.

1935 ҫултан Сарӑту крайӗн йышӗнче (1936 ҫултан — Сарӑту облаҫӗнче).

1941 ҫулта нимӗҫ халӑхӗ Казахстана депортациленӗ. Кивӗ нимӗҫсен ҫурчӗсенче вырӑссем, белоруссем, украинсем, поляксем пурӑнса кайнӑ. Ял халӑх йышӗ питӗ пӗчӗклетнӗ[5].

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халӑх йышӗ[4]
176717731788179818161834185018541859188318971905191119261959[5]
269402592153715962922450545245520603064599351909565971355
Халăх йышĕ
2002[7]2010[1]
1011954

Паллӑ вырӑнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Гайер кил-йышӗн арманӗ[8].

Фотогалерей

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫакӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]