Ольга Кириллова
Курӑнакан калӑплав
Кириллова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Ольга Кириллова | |
Çуралнă вырăн | Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
---|---|
Патшалăх |
ССРП РФ |
Профессисем | юрăç |
Жанрсем | эстрада мусăкĕ, халăх мусăкĕ, классик мусăкĕ |
Ушкăнсем | ЧПЮТАА |
Ольга Кириллова (Чăваш АССР, РСФСР, ССРП çур.) — раççей/чăваш классик/эстрада юрăçи[1].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2010 çулта Чăваш Енĕн юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ пулса тăнă.
Унăн репертуарĕнче раççей тата чăваш авторĕсен 60 ытла юрри. Çаплах юрăç хальхи чăваш эстрадин юррисене шăрантарть, темиçе хутчен те «Кайри- мала» хит-парадсенче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.
Ансамбльпе пĕрле Раççей хулисене гастрольсене çӳрет, тĕнчери фестивальсене (Швейцари, КР Тайвань, Мексика, АПШ, Греци) хутшăннă.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕнчери М. Д. Михайлов ячĕллĕ çамрăк юрăçсен конкурсĕн дипломанчĕ (2013)
- Пĕтĕм Чăваш «Кĕмĕл сасă» конкурсĕн лауреачĕ (2013)
- 1-мĕш тĕнчери опера вокалисчĕсен «Шедевр» конкурсĕн лауреачĕ (2014)
- Чăваш Республики Президенчĕн/Пуçлăхĕн çамрăксем валли преми стипендиачĕ (темиçе хутчен).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку юрăç пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |