Йăлăм: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
п «Атăллешъен» «Атăллешьен» çине куçарнă: çĕнĕ йĕркесем
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

21:59, 15 Ака уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

АтăллешъенАтăл, Урал, Çурçĕр Увал тата Каспиçумĕнчи айлăм хушшинче вырнаçнă çĕрсем. Тухăçра Çӳллĕ Атăллешъене (чи çӳллĕ вырăн — 418 м), анăçри Лутра Атăллешъене уйăраççĕ. Çӳллĕ Атăллешъен шутне Тури Чулман Атăл (çӳллĕшĕ — 337 м), Вятка Увалĕ (284 м), Пĕкĕлмепе Пелепей (418 м таран), Тĕп Сăрт (405 м) сăртлăхсем кĕреççĕ. Çӳллĕ Атăллешъен никĕсĕ пермь породисенчен (хăйăр, сланец, тăм, мергель, акшар, доломитсем, гипс, кăнтăрта — мезозой тăмĕпе хăйăрĕ) тăрать. Çĕр питне чылай вырăнта çырма-çатра çурса пĕтернĕ; çӳлти ярусĕнче останцовые возвышенности — шиханы, аялтинче — эрозиллĕ лаптаклă айлăмсем. Карст анлă сарăлнă.

Лутра Атăллешъен — айлăмлă (çӳллĕшĕ 125—150 м çитет) Атăлăн сулахай çыранĕ Хусантан Камышина çитиччен. Хăй вăл авалхи Каспийĕн кайнозойлă хăйăр-тăмлă тĕпĕллĕ тектоника авăнăвĕ пулать.

Атăл тăрăхĕпе — террасăсем, тухăç еннелле вĕсем айлăма куçаççĕ. Юханшывăн анлăшĕпе террассăсен пайĕ халĕ Куйбышев шывуправĕн шывĕнче.

Атăллешъен çĕр пичĕ вăрманлă, вăрман-çеçенхирлĕ тата çеçенхирлĕ. Климачĕ континентлă.

Атăллешъен Атăл-Урал нефтьпе газ çĕрĕнче вырнаçнă.