Пушкăртсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
39-мĕш йĕрке: 39-мĕш йĕрке:
|align=right| 1 673 389
|align=right| 1 673 389
|-
|-
|[[Башкортостан]] ([[БАССР]])
|[[Пушкăртстан]] ([[БАССР]])
|align=right| 625 845
|align=right| 625 845
|align=right| 671 188
|align=right| 671 188

07:42, 24 Ака уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Пушкăрт, Çĕпĕр витĕр магистралĕн ĕçтĕшĕ. С. М. Прокудин-Горский фотоӳкерчĕкĕ, 1909—1915 ç.ç.

Пушкăртсем, — ытларах енĕпе Пушкăрт Республикинче пурăнакан тĕрĕк халăхĕ. Пушкăрт чĕлхипе калаçаççĕ.

Халăх пурăнакан вырăнсем

Пушкăрт Респуликисĕр пуçсăр тата Челябинск, Оренбург, Курган, Свердловск, Самар тата Саратăв облаçĕсенче, Пермь Енĕнче пурăнаççĕ.

Малтан пушкăртсем выльăх тытнă, кĕтӳпе çӳренĕ. Çавăн пекех сунара çӳренĕ, пирпе кавирсем тĕртнĕ, тир тунă. XVII-XIX ĕмĕрсенче пушкăртсем куçса çӳреме пăрахнă, çĕр ĕçĕпе пурăнма пуçланă.

1897 çулта Раççейре 1 321 363 çын хăйĕн тăван чĕлхи шутĕнче пушкăрт чĕлхине палăртнă. 1926 çулта пушкăртсен шучĕ Раççейре 712 366 çын, 1939 çулта — 843 648 çын (СССР шутĕнче), 1970 çулта — 1 239 681 çын (СССР шутĕнче), 1989 çулта — 1 449 157 çын (СССР шутĕнче) пулнă. 2002 çулхи халăх çыравĕ тăрăх пушкăртсен шучĕ Раççейре 1 673 389 çын таран çитнĕ. Нумайăшĕ ку çыравра пĕтĕмлетнĕ хисепсене суя вырăнне хураççĕ.

Пушкăртсен йышĕ (çын)
1926 1939 1959 1970 1979 1989 2002
СССР - 843 648 989 040 1 239 681 1 371 452 1 449 157 -
Раççей (РСФСР) 712 366 824 679 953 801 1 180 913 1 290 994 1 345 273 1 673 389
Пушкăртстан (БАССР) 625 845 671 188 737 711 892 248 935 880 863 808 1 221 302

Истори

Пушкăрт халăхен этногенезĕ çав тери кăткăс. Кăнтăр Урал тата çум çеçенхирсем, ăçта халах чăмăртанса тĕрекленнĕ, авалах тĕрлĕ чĕлхе-этеплĕхсен хастар хутшăну вырăнĕ шутланнă.

Авалхи истори

Пирĕн эрăчччен 1 пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче Пушкăртăн кăнтăр çĕрĕсенче иран чĕлхиллĕ выльăх-чĕрлĕх усракан сарматсем, çурçĕр енче — анань культурин çĕр ĕçлекен тата сунара çӳрекен финн-укăр йăхĕсем пурăннă.

Пушкăрт çĕрĕсенче авалхи тапхăрăн йĕрĕсем чылай: Кап чул хăвăлĕ, Бишаул-Ункăр хули

Пирĕн эрăччен 1 пинçуллăхра Кăнтăр Урала тĕрĕк чĕлхиллĕ куçса çӳрекен йăхсем çитеççĕ, I пинçуллăх тĕлне вĕсем çакăнти пĕтĕм çĕрсене йышăнаççĕ. Вырăнти хăш йăхĕсене хăваласа ярса, теприсемпе хутăшса, тĕрĕк йăхĕсем пушкăрт халăхĕн чĕлхи, этеплĕхĕ тата сăнĕ-пичĕн аталанăвĕнче пысăк ӳсĕм хăвараççĕ.

VI ĕмĕрĕн варринче Кантăр Урал — пушкăртсен ареалĕ — Тĕрĕк хаканлăхĕнче пулнă.

Урал çине авалхи пушкăрт йăхĕсем, çул çӳревçĕсен çырăвĕсене вуласан, IX ĕмĕрте килсе тухнă.

Ылтăн Урта тапхăрĕ

Чингисхан тапăниччен пушкăртсене венгр миссионерĕ монах - доминикан Юлиан вĕсен чĕлхи венгăрсен евĕр тесе асăнать.

Ылтăн Урта тапхăрĕнче пушкăрт нумай ăрачĕсем, казахсем Нохай Уртине кĕнĕ.

Ылтăн Урта арканса кайсан хальхи Пушкăрт республикин территорийĕ Хусан, Нохай тата Çĕпĕр ханлăхĕсен айне пулать.

Раççей империне кĕртни

Пушкăрт-Мишар Çарĕ

Пушкăрт патшалăхлăхĕ çурални

Авалхи этеплĕхĕ

Тĕнĕ

Чылай пушкăрт халăхĕ —мăсăльман-суннитсем, çаплах православи йĕркипе пурăнакансем те пур.

Чаплă пушкăртсем

Çаплах пăхăр

Каçăсем