Брежнев Леонид Ильич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: el:Λεονίντ Μπρέζνιεφ
56-мĕш йĕрке: 56-мĕш йĕрке:
[[da:Leonid Bresjnev]]
[[da:Leonid Bresjnev]]
[[de:Leonid Iljitsch Breschnew]]
[[de:Leonid Iljitsch Breschnew]]
[[el:Λεονίντ Μπρέζνιεφ]]
[[en:Leonid Brezhnev]]
[[en:Leonid Brezhnev]]
[[eo:Leonid Breĵnev]]
[[eo:Leonid Breĵnev]]

05:26, 11 Ҫу уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Леонид Ильич Брежнев — Каменское хули, халĕ Днепродзержинск, Днепропетровск облаçĕ (Украина) — чӳк, 10 1982, Мускав) — ССКП ТК пĕрремĕш Секретарĕ — 1964 (1966 çултанпа Генераллă Секретарь) тата СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Ертӳçи 19601964 тата 19771982 çулсенче. Тăватă хут Совет Союзĕн Паттăрĕ, Социаллă Ĕç Паттăрĕ.

Парти ĕçĕ-хĕлĕ

Л. И. Брежнев (чи сылтăмри) 1942 çулта
Л. И. Брежнев 1973 çулта

Л. Брежнев Илья Яковлевич Брежнев (1874—1930) çемйинче çуралнă. 1921 çултанпа Курск сĕт-çу заводĕнче ĕçленĕ. Курскри çĕре тивĕçтерекен техникумран (1927) тата Днепродзержинскри металлурги институтĕнчен (малтан Каменскри промăçлă ĕçченĕсен техникумĕ) (1935) вĕренсе тухнă. 1929-30 ç.ç. Свердловск облаçĕн Бисерск райисполкомĕн ертӳçин çумĕ, 1936-37 Днепродзержинскри металлурги техникумĕн директорĕ пулса вăй хунă . ВКП(б) юлташĕ 1931 çултанпа. 1935-36 çулсенче хĕсмет хисепне пурнăçланă. 1938çулта — Украинăн компартийĕн Днепропетровск обкомĕн уйрăм ертӳçи, 1939 – обком секретарĕ [1]. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, халăха Хĕрлĕ Çара мобилизацилес ĕçе йĕркелесе пырать, промăçлăха эвакуацилес ĕçе ертсе, кайран вăрçакан çарта политика ĕç вырăнĕсенче: Кăнтăр фрончĕн политика тытăмĕн пуçлăхĕн çумĕ, 1943 çултанпа —18-мĕш çарĕн начальником политуйрăмĕн пуçлăхĕ. Генерал-майор (1943)[2] [[3]. 1945, çĕртме — 4-мĕш Украина фрончĕн политика тытăмĕн пуçлăхĕ. Брежнев 1946—1950 çулсенче — Запорож, кайарах Днепропетровск обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ. С 1950 çултанпа Молдави КП ТК пĕрремĕш секретарĕ. Партин XIX съезчĕнче (1952) Сталин шантарса сĕннипе Брежнева партин ТК президиумĕн юлташĕ пулма ĕçлеттерсе тĕрĕслеме суйланă. 1953—1954 çулсенче Совет Çарĕн тата Тинĕс çар флочĕн Тĕп политика тытăмĕн пуçлăхĕн çумĕ. [1] 1954 год çулта Н. С. Хрущёв сĕннипе Брежнева Казахстана куçараççĕ, унта вăл малтан иккĕмĕш, 1955 çултанпа — Казахстанăн КП ТК пĕрремĕш секретарĕ пулса тăрăшать. 1957 çултанпа Президиум юлташĕ тата ССКП ТК секретарĕ. Хрущев ăна питĕ шаннипе, 1960çулта Президиума Верховного Совета СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн ертӳçи пулма çирĕплетеççĕ. 1964 çулта Брежнев Хрущёва хирĕç вăрттăн килĕшĕве ертсе пырать, ăна ĕç вырăнĕнчен кăларса ярать те хăй ССКП ТК пĕрремĕш секретарĕ пулса тăрть.

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем

  1. ^ Л. И. Брежнев: Материалы к биографии. М., 1991.