Трофимов Захар Трофимович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
10-мĕш йĕрке: 10-мĕш йĕрке:


[[Категори:Чăваш Ен паллă çыннисем]]
[[Категори:Чăваш Ен паллă çыннисем]]

[[ru:Трофимов, Захар Трофимович]]

17:29, 5 Ҫурла уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Трофимов Захар Трофимович, — генерал-майор. 1897 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш ялĕнче çуралнă. 1961 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.

Пурнăçĕ

Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Пĕрремĕш тĕнче, Граждан тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. 1916 çулта прапорщиксен шкулĕнчен, 1927 çулта – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинчен вĕренсе тухнă. 1927-1943 çулсенче – çар училищисемпе академисенче вĕрентнĕ, вăл вăхăтрах 1933 çултанпа – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинче. Вăрçă вăхăтĕнче 58-мĕш тата 120-мĕш стрелк. корпуссен штаб ертӳçи, 329-мĕш, кайран 106-мĕш стрелк. тата 78-мĕш гвард. стрелк. дивизисен командирĕ.

1946-1957 çулсенче – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академийĕнчи курссен ертӳçи.

Хисепĕсем

Ленин, Хĕрлĕ Ялав (виçĕ хут), Суворовăн 1-мĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, «Шурă Арăслан» (Чехословаки), Грюнвальд (Польша) орденĕсемпе тата медальсене тивĕçнĕ.