Пушкăртсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: tr:Başkurtlar
193-мĕш йĕрке: 193-мĕш йĕрке:
[[sr:Башкири]]
[[sr:Башкири]]
[[sv:Basjkirer]]
[[sv:Basjkirer]]
[[tr:Başkurtlar]]
[[tt:Başqort xalqı]]
[[tt:Başqort xalqı]]
[[uk:Башкири]]
[[uk:Башкири]]

16:37, 3 Раштав уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Пушкăрт, Çĕпĕр витĕр магистралĕн ĕçтĕшĕ. С. М. Прокудин-Горский фотоӳкерчĕкĕ, 1909—1915 ç.ç.

Пушкăртсем, — ытларах енĕпе Пушкăрт Республикинче пурăнакан тĕрĕк халăхĕ. Пушкăрт чĕлхипе калаçаççĕ.

Халăх пурăнакан вырăнсем

Пушкăрт Респуликисĕр пуçсăр тата Челябинск, Оренбург, Курган, Свердловск, Самар тата Саратăв облаçĕсенче, Пермь Енĕнче пурăнаççĕ.

Малтан пушкăртсем выльăх тытнă, кĕтӳпе çӳренĕ. Çавăн пекех сунара çӳренĕ, пирпе кавирсем тĕртнĕ, тир тунă. XVII-XIX ĕмĕрсенче пушкăртсем куçса çӳреме пăрахнă, çĕр ĕçĕпе пурăнма пуçланă.

1897 çулта Раççейре 1 321 363 çын хăйĕн тăван чĕлхи шутĕнче пушкăрт чĕлхине палăртнă. 1926 çулта пушкăртсен шучĕ Раççейре 712 366 çын, 1939 çулта — 843 648 çын (СССР шутĕнче), 1970 çулта — 1 239 681 çын (СССР шутĕнче), 1989 çулта — 1 449 157 çын (СССР шутĕнче) пулнă. 2002 çулхи халăх çыравĕ тăрăх пушкăртсен шучĕ Раççейре 1 673 389 çын таран çитнĕ. Нумайăшĕ ку çыравра пĕтĕмлетнĕ хисепсене суя вырăнне хураççĕ.

Пушкăртсен йышĕ (çын)
1926 1939 1959 1970 1979 1989 2002
СССР - 843 648 989 040 1 239 681 1 371 452 1 449 157 -
Раççей (РСФСР) 712 366 824 679 953 801 1 180 913 1 290 994 1 345 273 1 673 389
Пушкăртстан (БАССР) 625 845 671 188 737 711 892 248 935 880 863 808 1 221 302

Истори

Пушкăрт халăхен этногенезĕ çав тери кăткăс. Кăнтăр Урал тата çум çеçенхирсем, ăçта халах чăмăртанса тĕрекленнĕ, авалах тĕрлĕ чĕлхе-этеплĕхсен хастар хутшăну вырăнĕ шутланнă.

Авалхи истори

Пирĕн эрăчччен 1 пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче Пушкăртăн кăнтăр çĕрĕсенче иран чĕлхиллĕ выльăх-чĕрлĕх усракан сарматсем, çурçĕр енче — анань культурин çĕр ĕçлекен тата сунара çӳрекен финн-укăр йăхĕсем пурăннă.

Пушкăрт çĕрĕсенче авалхи тапхăрăн йĕрĕсем чылай: Кап чул хăвăлĕ, Бишаул-Ункăр хули

Пирĕн эрăччен 1 пинçуллăхра Кăнтăр Урала тĕрĕк чĕлхиллĕ куçса çӳрекен йăхсем çитеççĕ, I пинçуллăх тĕлне вĕсем çакăнти пĕтĕм çĕрсене йышăнаççĕ. Вырăнти хăш йăхĕсене хăваласа ярса, теприсемпе хутăшса, тĕрĕк йăхĕсем пушкăрт халăхĕн чĕлхи, этеплĕхĕ тата сăнĕ-пичĕн аталанăвĕнче пысăк ӳсĕм хăвараççĕ.

VI ĕмĕрĕн варринче Кантăр Урал — пушкăртсен ареалĕ — Тĕрĕк хаканлăхĕнче пулнă.

Урал çине авалхи пушкăрт йăхĕсем, çул çӳревçĕсен çырăвĕсене вуласан, IX ĕмĕрте килсе тухнă.

IX-X ĕмĕрсем тĕлнелле пушкăртсем çинчен çырнисем тĕл пулаççĕ. 840 çул тĕлне пушкăртсен çĕрĕсене арап çулçӳревçи Саллам ат-Тарджуман пушкăртсем пурăннă ареалне кăтартнă. Тепĕр арап çыравçи — ал-Масуди (956 çулта çĕре кĕрет), Арал тинĕсĕ çумĕнчи вăрçăсенче пушкăртсем пулнине палăртать. Пушкăрт йăхĕсем кăнтăр Уралăн вырăнти халăхĕ пулнине урăх авторсем те çыраççĕ. Ибн-Руст (903 ç.) çырнипе, пушкăртсем — «Урал ту хырçин икĕ енĕпе, Чулман Атăлпа, Тобол тата Яикăн çӳлти юхăмĕсен айлăмĕсенче пурăнакан хăй тăрăмлă халăх».

Пушкăртсем пирки тĕп-тĕрĕс хыпарсем Ахмед ибн-Фадлан кĕнекинче пичетленсе тухнă. Вăл 922 çулта Багдад халифĕн элчисемпе Атăлçи Пăлхара çитсе курать. Вăл çырнипе çак хастар тĕрĕк халăхĕ çутçанталăкăн тĕрлĕ тĕслĕ хăвачĕсене, кайăксене чысласа пурăнать. Çав вăхăтрах, тĕпчевçĕ кăтартнипе, пушкăрт тепĕр йăхĕсем Танкăр турăпа пантеона кĕрекен вуникĕ чун-чĕмлĕ турăсене этепленĕ.

Çак саманта, ахăртнех, халăхăн тĕшши чăмăртанать. Пушкăрт этносĕн шăранăвĕнче огуз-печенег йăхĕсем, АтăлЧулман Атăл пăлхарĕсем, каярахпа — кăпчаксем (XI-XIII ĕмĕрсем) хутшăннă.

Ылтăн Урта тапхăрĕ

Чингисхан тапăниччен пушкăртсене венгр миссионерĕ монах - доминикан Юлиан вĕсен чĕлхи венгăрсен евĕр тесе асăнать.

Ылтăн Урта тапхăрĕнче пушкăрт нумай ăрачĕсем, казахсем Нохай Уртине кĕнĕ.

Ылтăн Урта арканса кайсан хальхи Пушкăрт республикин территорийĕ Хусан, Нохай тата Çĕпĕр ханлăхĕсен айне пулать.

Раççей империне кĕртни

Мускав патшалăхĕпе пĕрлешĕнсе (1552-57), пушкăрт йăхĕсене халăх пĕрлĕхне чăмăртанма пулăшать.

Пушкăртсем Вырăс патшалăхне кĕни пĕр самантра пулса иртмен. Чи малтан (1554 çулхи хĕлле) вырăс пăхăнăвне унччен Хусан ханлăхĕнчи анăç тата çурçĕр-анăç пушкăрчĕсем куçаççĕ. Вĕсем хыççăн (1554—1557 çç.) Нухай Уртине кĕнĕ пушкăрт çĕрĕсен варринче, кăнтăрта тата кăнтăр-тухăçра пурăнакан йăхсем те Мускав çумне куçаççĕ. Çĕпĕр ханлăхĕ аркансан, XVI ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче Урал леш енчи пушкăртсем те вырăс кнеçлĕхне кĕреççĕ.

Пушкăрт-Мишар Çарĕ

Пушкăрт патшалăхлăхĕ çурални

Авалхи этеплĕхĕ

Тĕнĕ

Чылай пушкăрт халăхĕ —мăсăльман-суннитсем, çаплах православи йĕркипе пурăнакансем те пур.

Чаплă пушкăртсем

Çаплах пăхăр

Каçăсем