Девон (утрав): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот улăштарчĕ: sr:Девон (острво)
п робот хушрĕ: uk:Девон (острів)
38-мĕш йĕрке: 38-мĕш йĕрке:
[[sv:Devon Island]]
[[sv:Devon Island]]
[[tr:Devon Adası]]
[[tr:Devon Adası]]
[[uk:Девон (острів)]]
[[zh:德文島]]
[[zh:德文島]]

08:54, 26 Раштав уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Девон, — Канадăн Арктика архипелагĕнчи пысăк утрав. Пысăкăшĕпе Канадăра 6-мĕш вырăн йышăнать, тĕнчипе — 27-мĕш. Лаптăкĕ 55 247 км2. Çын пурăнман утравсенчен чи пысăкки. Тинĕс шайĕнчен питĕ çӳллĕ пулнăран, тата ытла çурçĕрелле вырнаçнă пирки кунта сурăхмăкăрсен пĕчĕк ушкăнĕ, пĕчĕк чĕрчунсемпе вĕсен кайăксем çеç пурăнаççĕ. Вĕсем ытларах енĕпе Трулав айлăмĕнче (Truelove Lowland) пурăнаççĕ — унта кăштах арктика ӳсентăранĕсем пур. Кĕске çу вăхăтĕнче (вăл 40-55 кун тăсăлать) сывлăш температури сайра хут кăна 10°С çӳлерех хăпарать. Хĕлле вара -50°С ытла анать. Утрав çине юр-çумăр сахал çăвать.

Утрав çинче Хотон кратерĕ вырнаçнă. Вăл 39 миллион каялла Çĕр çине 2 км диаметрлă метеорит ӳкнĕ хыççăн пулнă. Ӳкнĕ хыççăн 23 çухрăм сарлакăш кратер пулса юлнă, унта шыв тулнă хыççăн вăл темиçе миллион çул кӳлĕ пек тăнă.

Çынсем

Пĕр хушă кунта çынсем пурăннă. 1924 çулта Дандас Харбор вырăнĕнче Канадăра китсене пĕтерессипе кĕрешес енĕпе правительство программипе килĕшӳллĕн станци уçнă пулнă. 1934 çулта кунта Бафинов Çĕрĕнче инуитсен 53 çемьи куçнă, анчах та кунта ытлашши сивĕ пулнă пирки вĕсем 1936 çулта ку вырăна пăрахса кайнă.

1940-мĕш çулсенче кунта чикĕ гарнизонне уçнă пулнă, анчах та 1951 çулта ăна тĕппипех хупнă.

2004 çулхи утă уйăхĕнче кунта темиçе ăсчах пурăнма куçнă. Вĕсем Марс çинчи пурнăçа модельленĕ.

Паянхи кун Девон çинче çуртсен юлашкисем кăна тăрса юлнă.