Латинла Америка: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: arc:ܐܡܪܝܩܐ ܠܐܛܝܢܝܬܐ
п робот хушрĕ: ceb:Amerikang Latino, jbo:la'ortu'a
35-мĕш йĕрке: 35-мĕш йĕрке:
[[bs:Latinska Amerika]]
[[bs:Latinska Amerika]]
[[ca:Amèrica Llatina]]
[[ca:Amèrica Llatina]]
[[ceb:Amerikang Latino]]
[[cs:Latinská Amerika]]
[[cs:Latinská Amerika]]
[[cy:America Ladin]]
[[cy:America Ladin]]
64-мĕш йĕрке: 65-мĕш йĕрке:
[[it:America latina]]
[[it:America latina]]
[[ja:ラテンアメリカ]]
[[ja:ラテンアメリカ]]
[[jbo:la'ortu'a]]
[[jv:Amérika Latin]]
[[jv:Amérika Latin]]
[[ka:ლათინური ამერიკა]]
[[ka:ლათინური ამერიკა]]

18:27, 28 Ҫу уйӑхӗн 2009 вӑхӑтри верси

Латин Америки

Латин Америки ушкăнне АПШран кăнтăралла вырнаçнă Америка патшалăхĕсем кĕреççĕ, вĕсенче патшалăх чĕлхи шутĕнче латин чĕлхинчен çуралнă роман чĕлхисене усă кураççĕ. Лингвистика енĕпе Америкăн ытти патшалăхĕсем патшалăх чĕлхисем пирки темиçе пая уйрăлаççĕ. Пĕри Европăра ӳссе аталаннă акăлчан чĕлхиллĕ пайĕ — ăна Англипе Америка (е Акăлчанлă Америка) теççĕ. Тепĕр пайĕ — голланди чĕлхиллĕ, унăн шутне Суринам, Нидерланд Антил утравĕсем тата Аруба кĕреççĕ. Дани патшалăхне кĕрекен Гренланди çĕрĕнче те дани чĕлхипе усă кураççĕ. Çак утрава хăшпĕр чухне вăл географи енĕпе Çурçĕр Америка шутне кĕнине пăхмасăр Европа шутне кĕртеççĕ.

Латин Америкине хăш патшалахсем кĕни пирки тĕп йĕрке çук.

Политикăпа истори енĕпе Латин Америки шутне Испанипе Португали аллинче пулнă Америкăри ĕлĕкхи çĕрĕсене кĕртеççĕ: Мексика, Тĕп Америкăн чылай пайĕ, Кăнтăр Америкăн тата Анăç Индин (е Кариб районĕ) çĕрĕсем. Вĕсенче пурăнакан халăхăн ытларах пайĕ испанипе португал чĕлхисемпе калаçать. Çавăн пекех вăл çĕрсене Ибери Америки те теççĕ.

Роман чĕлхисен çĕрĕсен шутне Канадăн Квебек французсен провинцине часах Латин Америкипе çыхăнтармаççĕ, роман ушкăнне кĕрекен франци чĕлхипе усă курăççĕ пулсан та.

Хăш чухне, уйрăмах Пĕрлешнĕ Штатсенче, «Латин Америки» терминпа АПШран кăнтăр еннелле вырнаçнă çĕрсене калаççĕ. Вĕсем шутне роман чĕлхин ушкăнне кĕмен чĕлхеллĕ Белиз, Гайана, Ямайка, Барбадос тата Суринам çĕршывĕсене те кĕртеççĕ.

Бразилинче вара çак терминпа Америкăри испани чĕлхиллĕ çĕршывсене çеç асăнаççĕ.

Геополитика енĕпе пăхсан Латин Америкинче хăйсене çеç пăхăнакан 20 ирĕклĕ çĕршыв, тата темиçе пăхăнуллă çĕрсем. Бразили, паллах, вĕсенчен чи пысăкки шутланать.

Этимологи

«Латин Америки» ятне Франци императорĕ Наполеон III палăртнă, вăл Латин Америкипе Индокитай çĕрĕсене Франци сĕмне сарасшăн пулнă. Çакнашкал терминпа вăл Франци патшалăхĕн сĕмне сармалли çĕрсене кĕртесшĕн пулнă — ку вырăна XV—XVI ĕмĕрсенче Ибери çурутравĕпе Францирен нумай çын куçса килнĕ пулнă.

Пĕрлешнĕ Штатсенче çак терминпа 1890-мĕш çулсем тарин усă курман, XX ĕмĕр пуçламăшĕнче çеç хута кĕнĕ. Унчен ăна «Испани Америки» тенĕ.