Фонема: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
п робот хушрĕ: cu:Фѡни́ма |
п робот хушрĕ: ur:صوتیہ; косметические изменения |
||
10-мĕш йĕрке: | 10-мĕш йĕрке: | ||
Фонема хăй çынсен ăс-тăнĕнче упранакан абстрактлă единица шутланать. Фонемăсене чĕлхе наукин [[фонологи]] тата [[морфонологи]] пайĕсем тишкерсе тĕпчеççĕ. |
Фонема хăй çынсен ăс-тăнĕнче упранакан абстрактлă единица шутланать. Фонемăсене чĕлхе наукин [[фонологи]] тата [[морфонологи]] пайĕсем тишкерсе тĕпчеççĕ. |
||
[[ |
[[Категори:Лингвистика]] |
||
[[af:Foneem]] |
[[af:Foneem]] |
||
65-мĕш йĕрке: | 65-мĕш йĕрке: | ||
[[tr:Fonem]] |
[[tr:Fonem]] |
||
[[uk:Фонема]] |
[[uk:Фонема]] |
||
[[ur:صوتیہ]] |
|||
[[wa:Oyon (linwince)]] |
[[wa:Oyon (linwince)]] |
||
[[zh:音位]] |
[[zh:音位]] |
11:17, 22 Утӑ уйӑхӗн 2009 вӑхӑтри верси
Фонема (гр. phonema «сасă») — чĕлхери сасăсен тытăмĕн тĕп единици. Фонема — сăмахра е морфемăра кăна палăракан чĕлхе единици, вăл хăйне тĕллĕн, уйрăм çӳремест.
Фонемăсен виçĕ тĕрлĕ функци пур:
- сăмахсемпе морфемăсем тумалли (калăпламалли) хатĕр шутланаççĕ. Тĕслĕхрен, пар сăмах виçĕ фонемăран тăрать. Вĕсен çакăн пек вырнаçнă йĕрки пирĕн ăс-тăнра уйрăм пĕлтерĕше (вырăсла «дать») кăтартать;
- сăмахсене тата морфемăсене палласа илме пулăшаççĕ. Пар сăмахри виçĕ фонема çирĕп йĕрки ăна ытти сăмахсемпе (тĕслĕхрен, пур, пыр, пăр) хутăштарма май памасть;
- сăмахсене, морфемăсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме пулăшаççĕ. Пар сăмах варринче а уçă фонема пур пирки пыр, пур, пăр сăмахсенчен уйрăлса тăрать. Сăмахсен асăннă ретĕнче (пар, пыр, пур, пăр) варринчи а, ы, у, ă кашниех уйрăм фонема пулать, вĕсен уйăру функцине тăваççĕ.
Пуплевре фонемăсем мар, вĕсен конкретлă представителĕсем — уйрăм сасăсем — палăраççĕ. Пуплевре пĕр-пĕр фонема шутне кĕрекен сасăсем, мĕнле сасăсемпе юнашар тăнине пула, кăшт та пулин урăхларах илтĕнеççĕ. Унашкал сасăсене аллофонсем, е фонемăсен варианчĕсем теççĕ. Танлаштарăр: уба — эбĕ, агă — игĕ, хужă— хӳжĕ. Ку тĕслĕхсенчи б, г, д хупă сасăсем хытă б, г, д фонема варианчĕсем е аллофонĕсем пулса тăраççĕ.
Фонема хăй çынсен ăс-тăнĕнче упранакан абстрактлă единица шутланать. Фонемăсене чĕлхе наукин фонологи тата морфонологи пайĕсем тишкерсе тĕпчеççĕ.