Париж: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
SuperKirik (Сӳтсе яв | хушни) Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
п робот хушрĕ: mi:Parī |
||
427-мĕш йĕрке: | 427-мĕш йĕрке: | ||
[[mg:Paris]] |
[[mg:Paris]] |
||
[[mhr:Париж]] |
[[mhr:Париж]] |
||
[[mi:Parī]] |
|||
[[mk:Париз]] |
[[mk:Париз]] |
||
[[ml:പാരിസ്]] |
[[ml:പാരിസ്]] |
13:26, 11 Ҫу уйӑхӗн 2010 вӑхӑтри верси
Парис | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Франци |
---|---|
Регион: | Иль-де-Франс |
Никĕсленĕ: | 1147 |
Хула, çултан: | |
Халăх йышĕ, пин çын: | 2100 (1999) |
Хула лаптăкĕ: | 86 928 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 48°52′00″ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 2°19′59″ х.т.д. |
Парис (франц. Paris), — Францин тĕп хули, патшалăх хуçалăхĕпе этеплĕхĕн тĕплĕ вырăнĕ. Сена юханшыв хĕрринче ларать.
Парис çаплах тĕнче шайĕ палăртуллă — кунта ЮНЕСКО, ОЭСР тата Тĕнче сутă-илу палатти штаб-хваттерĕсем вырнаçнă.
Тавралăхĕ
Хула ентре Парис шыв-çĕрĕн варринче, тинĕс шайĕнчен 65 м çӳллĕрех вырнаçнă. Парисăн пурăну кварталĕсен чиккине35 çм тăсăлăвлĕ ункăллă автоçулĕ йĕрлет. Парис çумне çаплах анăçалла вырнаçнă Булон вăрманĕ тата тухăç енчи Венсен вăрманĕ те кĕрет. Хула лаптăкĕ — 105 çм², çак парксен лаптăкĕпе, 87 см² — вĕсемсĕр пуçне.
Парис меридианĕ франци карттисенче нуль меридианĕ шутланнă. Прис меридианĕ халĕ те чуллă çул, тротуарсенче тата çуртсем çинче бронза паллисемпе кăтартнă.
Климачĕ
Парис вăтам климат ярăмĕнче вырнаçнă.Çулти вăтам температура 10,9 °C, çулти вăтам нӳрĕклĕх — 585 мм. Парисăн микроклимачĕ, тăвăрлăхĕпе тасамарлăхне пула, сывлăш температурипе регионра 2 °C çӳллĕрех, нӳрĕкрех, кăнтăрлари çутăлăхĕ сахалтарах, каçĕсем çутăрах.
Чи шăрăх уйăхĕ — утă — вăтам температури 19,0 °C, чи сивви — кăрлач —вăтам температури 3,1 °C. Çурла уйăхĕ чи çумăрли, вăтамран 62 мм; чи сахалли — пуш уйăхĕнче, вăтамран 32 мм.
Уйăх | Кăрлач | Нарăс | Пуш | Ака | Çу | Çĕртме | Утă | Çурла | Авăн | Юпа | Чӳк | Раштав | Çул |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Вăтам çӳлли °C | 7 | 9 | 13 | 16 | 20 | 23 | 24 | 25 | 21 | 15 | 9 | 8 | 15 |
Вăтам аялти °C | 4 | 4 | 6 | 9 | 12 | 15 | 16 | 16 | 12 | 8 | 4 | 4 | 7 |
Çăлкуçĕ: MSN Weather |
Халăхĕ
Демографи хыпарĕсем
Авал вăхăтра, вăтам ĕмĕрсенче вĕçĕ-хĕррисĕр вăрçăсене, мур амакне тата выçлăха пула пурăнакансен йышĕ чылаях ӳкет. Теслĕхрен, 1832 çулхи холера эпидеми инкекĕнче 20 000 яхăн çын çĕре кĕрет.
XIX ĕмĕрти индустриализаци тапхăрĕнче этем питĕ хăвăрт ӳсет. 1921 çулта йыш 3 миллиона çитет, çак цифра халиччен Парисăн историнче чи йышли шутланать. Халĕ Парисра икĕ миллионран кăшт ытларах çын пурăнать.
Парис
халăхĕн улшăнăвĕ
1150 | 50 000 | |
1200 | 120 000 | |
1328 | 200 000 | |
1365 | 275 000 | |
1422 | 100 000 | |
1500 | 150 000 | |
1565 | 294 000 | |
1590 | 300 000 | |
1637 | 415 000 | |
1680 | 515 000 | |
1750 | 576 000 | |
1789 | 650 000 | |
1801 | 547 800 | |
1810 | 714 600 | |
1851 | 1 053 000 | |
1872 | 1 851 702[1] | |
1881 | 2 240 000 | |
1901 | 2 714 000 | |
1926 | 2 871 000 | |
1954 | 2 850 000 | |
1975 | 2 300 000 | |
1999 | 2 125 000 | |
2007 | 2 143 000 |
Франци тĕп хулин территории çинче Иль-де-Франс регионĕн 19,3 % тата çĕршывăн 3,6 % халахĕ пурăнать. Çапла вара, Парис Францин чи йышлă çĕрĕ — 20 433 çын/çм² — пулать. Халăх йышлăхĕ кашни тăрăхăн тĕрлĕ. Сайрарах халăх тăрăхсем — 12-мĕш (8 370 çын/çм²) çак территорие Венсен вăрманĕпе 1-мĕш (9 228 çын/çм²) тăрăхсен çĕрĕсене кĕртнипе пулаççĕ. Чи йышли —40000 çын/çм²[2]. ытла 11-мĕш тăрăхĕ
Этнос йышĕ
Халĕ Парисра 310 000 яхăн ют çĕр çынни пурăнать, ку хулан 14,5 % шутланать[3]. Чылай енĕпе иммигрантсем Португали, Алжир, Марокко çĕршывĕсенчен тата Европăпа Африкăран тухнă çынсем.
Тĕнĕ
80 % халахĕ христиансем, 75 % хăйсене католиксем теççĕ, вĕсенчен чылайăшĕ —латтин мешехиллĕ католикĕсем, тепĕррисем — эрменпе висанти мешехиллĕ.
Административлă пайĕсем
Уйăраççĕ: Paris intra-muros (тĕплĕн куçарсан: «хӳтлĕх ăшĕнче») — харпăр Парисĕ, тата Grand Paris («Мăн Парис») — хулапа хулаçум пурăну вырăнĕсем, Парис агломерацийĕ.
Парис официаллă 20 муниципаллă тăрăхран тытăнса тăрать, вĕсене варринчен тулашнелле тата сехет сăнни куçнă май нумĕрленĕ. Кашни тăрăх тăватă квартала пайланать, кашнин хăйĕн полици уйрăмĕ пур.
Политика
Тăванлă хуласем
Тăванлă хуласем[4]:
- Рим, Итали (1956) — Парисăн пĕртен-пĕр тăванлă хула, мĕншĕн тесен «Парис çеç Рима тивĕçлĕ; Рим кăна Париса тивĕç» (фр. Seule Paris est digne de Rome; seule Rome est digne de Paris).
Франци тĕп хули туслăхпа пĕрлĕ ĕçлĕх килĕшӳ хучĕсене çак хуласемпе ал пусса çирĕплетнĕ:
- 1958: Киото
- 1982: Токио
- 1985: Каир
- 1987: Шаблон:Иордани ялавĕ Амман, Шаблон:Йемен ялавĕ Сана, Берлин
- 1991: Сеул
- 1992: Мускав, Бейрут
- 1995: Джакарта
- 1996: Чикаго, Сан-Франциско
- 1997: Сантьяго, Шаблон:Сауд Арави ялавĕ Эр-Рияд, Пекин, Прага, Тбилиси, Санкт-Петербург
- 1998: Лиссабон, Софи, Сидней, Ереван
- 1999: Мехико, Варшава, Буэнос Айрес
- 2000: Вашингтон, Мадрид, Афина
- 2001: Лондон, Порту-Алегри
- 2002: Женева
- 2003: Алжир, Квебек
- 2004 : Сан-Паулу, Рабат, Касабланка, Тунис
- 2005: Копенгаген
- 2006: Монреаль
- 2007: Танжер
Хуçалăхĕ
Истори
Хула никĕсне хуни
Хула пирĕн эрăччен III ĕмĕрте кельтсен паризи йăхĕ йышăннă хальхи Сите утравĕнчи Лютеци пурăну вырăнĕнче никĕсленĕ. Хулан хальхи ячĕ çак йăхран сыхланса юлнă. Лютеци пирки пĕрремĕш пирĕн эрăччен 53-мĕш çулхи Юлий Цезарь Галлипе вăрçнин 6-мĕш кĕнекинче çырнă.
Пирĕн эрăччен 52 çулта римсен хулана тӳрех туртса илесси ăнăçлă пулман, иккĕмĕш хут тапăнсан, паризисем Лютецие çулăма кĕртеççĕ, кĕперсене ишĕлтереççĕ. Римсем вара вĕсен утравне тĕкĕнмесĕрех, Сенăн сулахай çыранĕнче çĕнĕ хула туса лартаççĕ. Унта термсем, форум тата амфитеатр çĕкленĕ. Рим Империнче хула ытла палах улман.
Вăтам ĕмĕрсем
Римсем хуçаланни 508 çулта франксем килсе кĕнипе вĕçленет.
Филипп II Август тапхăрĕнче хулан хӳтлĕхне çирĕплетеççĕ: 1190 çулта Сенăн сылтăм хĕрринче, 1210 çулта — сулахай енче те хула хӳтлевне хăпартаççĕ. Çав вăхăтрах Парисăн анăç тулашĕнче Лувр карманне туса лартаççĕ.
XI ĕмĕртен пуçласа Парис — европа çутĕçĕн, пирваях, тĕнĕн, тĕпĕ пулса тăрать. XIII ĕмĕрте, вĕретӳçĕсем хушшинчи тавлашусене пула, сулахай çыранĕнче (хальхи Латтин кварталĕ) «никама пăхăнман» колледж йĕркеленет, каярах вĕсенчен паякунхи Сорбонна çуралать.
XIV ĕмĕрте хулана юханшывăн сылтăм çыранĕнчен тепĕр хӳтлĕхпе хупăрлаççĕ, халĕ çак вырăнта Мăн Бульварсем.
Çĕнĕ самана
Людовик XIV вăхăтĕнче патша кил вырăнĕ Версале куçса каять, анчах та Парис хуçалăхĕ аталанса пынă,çын йышĕ ӳснине май çавах Францин политика тĕпĕ шайне алран ямасть.
1844 çулта хула тавра виççĕмĕш карман хӳтлĕхне хăпартаççĕ, халĕ çав тĕлте хулан çавра ункă çулĕ выртать. Çывăх тавралăхĕнче 39 çухрăм тăршшĕллĕ çирĕплетӳ йĕрĕсене туса хунă. 16-фортлăскер, хăй вăхăтĕнче чи хăват хӳтĕлев çурт-йĕрĕ шутланнă.
XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Парисра 21 Пур тĕнче куравĕсенчен 5-шĕ иртет, çакă ĕнтĕ хулан этеплĕх тата политиса сĕмне палăртать.
Иккĕмĕш импери сӳнсен тата Париса нимĕç çарĕсем кĕрсе Парис коммунине çĕмĕреççĕ, состоящая из рабочих, ремесленников и мелких буржуа, выступила против временного консервативного правительства республики.
XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тата XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш вунçуллăхĕнче («Паха тапхăр»), Франци хуçалăхĕн кунчен пулман аталану тапхăрĕ пулать.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче хулана нимĕç вермахчĕ оккупацилет, çак намăс-хĕнлĕхрен хула 1944 çулхи çурла уйăхĕнче çеç хăтăлать.
1968 çулхи çу уйăхĕнче Парисра йышлă пăтранчăксем тапранаççĕ, çавсене пула ертӳлĕхе çеç мар, этем пĕрлĕхĕн тĕплĕхне, франци çыннисен чун-чĕмлĕхне те улăштарать.
Транспорчĕ
Чукун çул транспорчĕ
Чукун çулăн йĕрĕсем парис вокзалĕсене Францин пур çĕрĕсемпе тата куршĕ çĕршывсемпе çыхăнтараççĕ. Хула вокзалĕсенене пĕрлĕ усă куракан çĕр çинчи транспортпа çитме пулать.
- Сен-Лазар вокзалĕ — Норманди еннелле.
- Çурçĕр вокзалĕ — çурçĕр тĕлĕ (TGV), Аслă Британи (Eurostar), Бельги тата Голланди (Thalys).
- Тухăç вокзалĕ — тухăç тĕлĕ, Германи, Швейцари, Австри.
- Лион вокзалĕ — регионы Центр и юго-восток (TGV), Альпы, Италия.
- Берси вокзалĕ — Альп, Итали (каçхи пуйăссем).
- Аустерлиц вокзалĕ — кăнтăр-анăç тĕлĕ (TGV), Испани, Португали.
- Монпарнас вокзалĕ — Бретаньпе Францин анăçĕ (TGV).
Япала турттарма Лё Бурже вокзалĕпе ус кураççĕ.
Пĕрлĕ халăх транспорчĕ
Çутĕçпе ăслăлăх
Францин чи чаплă аслă пĕлӳ керменĕсем унăн теп хулинче вырнаçнă.
Чи папаллă Парис университечĕ — Сорбонна, ăна 1257 çулта Робер де Сорбон чухăн çынсене Турă пĕлуне парас тĕллевпе йĕркелесе янă[5]. Питĕ хăвăрт Сорбонна (хăйĕн ятне университет XIV ĕмĕрте çеç тивĕçнĕ) Парисăн та, Францин та чи чаплă пĕлӳ вырăнĕ пулса тăрать. Сорбонна тавра Латтин кварталĕ чăмăртанать, çак ят каярах урăх хулари студентсен кварталĕсене те куçать. 1968 çулта Парис университетне улăштарнă та 13 ирĕклĕ аслă пĕлӳ керменĕ туса хураççĕ, вĕсенчен 5 халĕ Парис çумĕнче вырнаçаççĕ[6].
Парисрах Франци институчĕ (Institut de France) вырнаçнă, унăн 5 академи, вĕсенчен чи мăнни та чи чапли Институт шутне 1803 çулта кĕнĕ Франци Академийĕ шутланать. Франци Академийĕ Валентэн Конрар 1629 çулта йĕркеленĕ парис литература кĕтесĕнчен çуралать. Патшалăх ăслăлăх тĕпĕн статусне Академи 1635 çулта тивĕç пулать[7].
Урăх чаплă пĕлӳ керменĕсен шутне Коллеж де Франс, Политехника шкулĕ, Аслă виçе-йĕрке шкулĕ, Католици институчĕ, Ту ĕç институчĕ тата Наци тытăмлăх институчĕ кĕрет.
Хула тăвасси
Архитектура
Этеплĕх, вăхăт ирттересси
Музейсем
Франци патшисен пулнă кил йăвинче 1793 çулта уçнă Лувр музейĕнче тĕнчери паллă пухăвĕсенчен пĕри упранать. Коллекци шутĕнче аваллăхран пуçласа XIX ĕмĕрĕн вĕçне çити тапхăрне кĕрекен 30 000 экспонат.
Орсе музейĕ малтан чукун çул Орсе вокзалĕ пулнă çуртĕнче, Сена çыранĕнче вырнаçнă. Вокзал çуртне Париспа Орлеана çыхăнтарас тĕллевпе Виктор Лалу ĕç тăвăмĕпе 1900 çулта туса лартнă, анчах та 1939 çулта хупнă. 1980-мĕш çулсенче Гае Ауленте ертсе пынипе çурта çĕнетсе улăштарса çĕнĕ музей турĕç.Орсе музейĕнче франци импресионисчĕсен коллекцийĕпе паха. Вĕсемпе пĕрле кунта 1848—1914 çç. тапхăрти ӳкерчĕксене, скульптурăсене, фотографисене тата сĕтел-пукана кăтартаççĕ.
Жоржа Помпиду этеплĕх тĕпĕ
Театăрсем
Парис опери опера ӳнерлĕхаталанăвне нумай ӳсĕм панă. Паян Парисра опера икĕ театăрĕ: Гарнье оперипе Бастили опери. 1875 çулта уçăлнă, архитектор ячĕллĕ Гарнье опери, лаптăкĕпе 11 237 м², тĕнчипе те чи пысăкки шутланать. Çĕнни — Бастилия опери — 1989 çултанапа ĕçлет. Уçăлнăранпах унта балет тата классика опера спектакăлĕсене лартаççĕ.
Чаплă Комеди Франсез 1680 çулта малтанхи Мольерăн темиçе ушкăнлă Illustre Théâtre театăрĕнчен çуралать. Комеди Франсез сценинче Сара Бернар тата Жан-Луи Барро пеккисем вылянă. Халĕ театр классика репертуарĕпе куракансене хавхалантарать.
Варьете кăмăллакансем валли Парисра темĕн чуль кабаре. Чи астăвăмрисем — Мулен Руж, Лидо тата Латтин кварталĕнчи Парадиз Латтин.
Синематограф
Синематограф курăм ӳнерлĕхĕ шайĕпе Парисра 1895 çулхи раштав, 28 çуралать. Капуцинок бульварĕнчи «Гран-кафере» «Люмьерсен синематографне» пĕрремĕш хут кăтартаççĕ.
Çавăн пекех вулăр Франци синематеки.
Гастрономи
Асăрхаттарусем
- ^ 1856 — 1861 çç. Парис çумне таврари çывăх пурăну вырăнĕсене хушнă, çакна пула тĕп хулан çын йышĕ тӳрех çур миллиона ӳснĕ
- ^ Халăх йышлăхĕ (акăлч.)
- ^ INSEE: Иль-де-Франс регионĕнчи ют çĕр çын калăпăшĕ, 1999 (фр.)
- ^ Тăванлă хуласем
- ^ История Сорбонны на официальном сайте (фр.)
- ^ Культура и система образования
- ^ Официальный сайт Французской академии (фр.)
Каçăсем
- Парисăн оффициаллă сайчĕ
- Эйфель мăн турулне хирĕç вырнаçнă веб-камера
- «Афишăн» Парис тăрăх çулçӳревĕ
Европăри тĕп хуласем | |
---|---|
ПНО пайташ-патшалăхĕсен тĕп хулисем: Амстердам • Андорра-ла-Велья • Анкара • Астана • Афин • Белград • Берлин • Берн • Братислава • Брӳссел • Будапешт • Бухарест • Вадуц • Валлетта • Варшава • Вена • Вильнюс • Дублин • Загреб • Киев • Кишинёв • Копенгаген • Лиссабон • Лондон • Любляна • Люксембург • Мадрид • Минск • Монако • Мускав • Никосия • Осло • Парис • Подгорица • Прага • Рейкьявик • Рига • Рим • Сан-Марино • Сараево • Скопье • Софи • Стокгольм • Таллин • Тирана • Хельсинки |
Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA