Топинамбур: различия между версиями

Перейти к навигации Перейти к поиску
784 байта добавлено ,  11 лет назад
п
п (робот хушрĕ: gv:Blaa greiney)
 
== Усăллăхĕ ==
[[Ӳкерчĕк:Gewaschene-Topinambur-Knollen.jpg|thumb|left|150px|Топинамбур улмисем]]Халăх медицининче вара тĕрлĕ чирсенчен сиплеме усă кураççĕ топинамбура: [[анеми]], [[диабет]], гастрит, ӳт тата чĕре чирĕсенчен, тăвар пухăннинчен. Китайра тухтăрсем паян кун та сив чирĕнчен, энтеритран, варвиттирен, çӳхе пыршăсен лăймакаллă сийĕ шыçсан унпа сиплеççĕ. Шăмă хуçăлсан ӳсен-тăранăн симĕс çулçисемпе тунисене вĕтетсе суран çине хурса çыхаççĕ.
 
Топинамбурта В тата С витаминсем, тимĕр тăварĕсем, [[кальци]], [[натри]], [[магни]], [[кремни]], [[фосфор]], [[цинк]], [[марганец]], [[хром]], [[пăхăр]] тата ӳсен-тăран инсулинĕ пур. Çавăнпа çĕр грушине юн пусăмĕ ӳссен те, чĕрепе юн тымарĕсен системи хавшасан та, юн çаврăнăшĕ пăсăлсан та, нерв системине çирĕплетеме те усă кураççĕ.
 
Тĕслĕхрен, пысăк йӳçеклĕ апат хуранĕн суранĕ аптратсан çапла сипленмелле: 1 чей кашăкĕ симĕс çулçăсене е улмине вĕтетсе 1 стакан вĕрекен шыва ярса лартмалла, çакна кунне 4-5 хут апат умĕн 15-20 минут маларах ĕçмелле. Кĕркуннепе çуркунне топинамбурпа апатра усă курмаллах, мĕншĕн тесен вăл иммунитета çирĕплетет. Пĕрмай çĕр грушине çини инфарктран, инсультран сыхласа хăварать, хăшĕсем каланă тăрăх рак чирне те çывăха ямасть. Уйрăмах сахăр диабечĕпе аптракансене пулăшать çак ӳсен-тăран.
 
Çĕр грушин пур пайĕ те усăллă: [[улма|улми]], [[çулçă|çулçи]], [[туна|туни]], [[чечек|чечекĕ]]. Ун улмине пĕçерсе çини пирки асăнтăмăр, сипленес тесен ăна пĕçермесĕр çисен усăллăрах пулĕ. Тăвар, тутă кĕртекен ытти япаласем хушма кирлĕ мар: кунне 3 хут апат умĕн 30 минут маларах 50-шар грамм çимелле. Астăвăр, улмана шуратма кирлĕ мар, шывра щеткăпа тăрăшса çуни те çителĕклĕ.
Топинамбур улминчен компот та вĕретме пулать, ăна сахăр хушмасăрах ĕçмелле. 1-2 литр шыв çине 5-7 улма ярса 10-15 минут вĕретмелле. Çак компот юн пусăмне чакарать, юнра сахăр шайне чакарать, гемоглобин шайне ӳстерет, апат хуранĕ айĕнчи парсене лайăхрах ĕçлеттерет.
Сахăр диабетĕнчен сипленме ытларах чух çулçăсемпе усă кураççĕ. Вĕсене çуса тасатса ваклаççĕ те ӳсен-тăран çăвĕпе хутăштарса çиеççĕ.
Топинамбур сĕткенĕпе йĕпетнĕ марльăна çăпан çине хурсан суран тасалса ӳт илме пуçлать.
==Каçăсем==
* [http://moysad.net/ogorod/topinambur-chast-2.html Топинамбур сорчĕсем] {{ref-ru}}
* [http://moysad.net/ogorod/topinambur-chast-3-poleznye-svojstva.html Топинамбурăн усси]
* [http://www.ovoschevodstvo.ru/topinambur.html Топинамбур]{{ref-ru}}
* [http://insulin.az/content/topinambur-i-sakharnyi-diabet Топинамбур тата сахăр диабечĕ]{{ref-ru}}
* [http://www.gotovim.ru/subject/ovoshy/topinambur.shtml Готовим.ру çинчи рецептсем]{{ref-ru}}
* [http://www.agronationale.ru/Topinambur.html Топинамбур ӳстерни]{{ref-ru}}
 
[[Категори:Ӳсен-тăрансем]][[Категори;Астра йышшисем]]
 
[[az:Yerarmudu]]
12 882

правки

Навигаци