Чарли Чаплин: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: hy:Չարլի Չապլին
RedBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот улăштарчĕ: lt:Charlie Chaplin
128-мĕш йĕрке: 128-мĕш йĕрке:
[[li:Charlie Chaplin]]
[[li:Charlie Chaplin]]
[[lmo:Charlie Chaplin]]
[[lmo:Charlie Chaplin]]
[[lt:Čarlis Čaplinas]]
[[lt:Charlie Chaplin]]
[[lv:Čārlijs Čaplins]]
[[lv:Čārlijs Čaplins]]
[[mk:Чарли Чаплин]]
[[mk:Чарли Чаплин]]

16:29, 18 Чӳк уйӑхӗн 2010 вӑхӑтри верси

Ча́рли Ча́плин (Чарльз Спенсер Чаплин акăл. Charles Spencer Chaplin; ака, 16 1889раштав, 25 1977) — акăлчан киноартисчĕ, сценарист, композитор тата режиссёр, синематографăн тем тĕрлĕ ăсти, тĕнчери кино чаплă сăнарне — Чарли çапкаланчăк ӳнер сăнарне тăваканĕ. Унăн пиччĕшĕ — Сидни Чаплин. Америка Киноакадеми парнине икĕ хут (1929, 1972) тивĕç пулнă.

Кун-çулĕ

Чарли Чаплин 1889 çулхи ака, 16 Лондонра, мюзик-холл артисчĕсен çемйинче çуралнă.

Чарли çуралсанах ашшĕпе амăшĕ уйрăлаççĕ; ачисем амăш —Ханна Хэрриетт Хилл — çумне юлаççĕ, вăл варьеттере ĕçлет. Темиçе çултан унăн сасси çĕтет, 1896 çулта сценăна хăварать. Сидпа Чарли чухăн та тăлăх ача-пăча шкулĕнче веренеççĕ.

Чарли пĕрремĕш хут сценăри пултарулăхне 1894 çулта кăтартать, ун чух вăл пиллĕк çулта çеç пулнă. 1898 çул вĕçĕнче вăл «Саккăр ланкашир каччи» ачасен ташă ушкăнне хутшăнать. Каярах ăна тиркевçĕсем Чаплин фильмĕсене «фильм-балет» тесе палăртаççĕ. 1900 çулхи раштава «Ланкашир каччисем» «Золушка» пантомимине кăтартаççĕ; Чаплин кушак тумĕпе куракансене кулăштарать. 1901 çулхи çуркунне Чаплин «Ланкашир каччисен» уйрăлса тухать. 1901 çулхи çу, 9 Чаплинăн 37 çулхи ашшĕ вилет. Чарли шкула сиктерсе çӳрет, хаçат суткалать, типографире те, тухтăра пулăшса та ĕçлет, анчах пĕчĕк пулнипе ниçта та ăна чылай вăхăт тытмаççĕ.

1903 çулта (14 çул ӳсĕмĕнче) театрта пĕрмайхи ĕçе тупать, «Шерлок Холмс» пьесинче Билли хушу ача рольне хевтелет. Çакăн чух Чаплин вулама та пĕлмен. Текста вĕренме Сидни пиччĕшĕ пулăшать.

Темиçе çул хушши Чарли çаплах варьетере те вылять. 16 çултанпа пĕрмаях сĕрме купăса кунне 4—16 сехет хушши сĕрет, театр дирижёрĕнчен, унăн юлташĕсенчен урок илет.

1908 çулхи нарăс, 21 Фред Карно театăрĕнче артиста вырнаçать, часах пьесăсенче кирлĕ артистсенчен пĕри пулса тăрать, мюзик-холлсем вали скетчсемпе пантомимăсем хатĕрлет, вĕсенчен чылайăшне каярах кинора чĕртет.

Карно ушкăнĕпе Чаплин 1910, авăн —1912, çĕртме вăхăтĕнче АПШ-ра гастрольре ĕçлет. 1912 çулта вăл пиллĕк уйăхлăха Англие таврăнать, 1912, юпа, 2 Карно ушкăнĕпе АПШ-на каять те унтах юлать. Унăн пултарулăхне кинопродюсер Мак Сеннет асăрхать. Ăна Чарли вылявĕ килĕшет, вара вăл артиста хăйĕн «Кистоун Филм» (Keystone Film) студине чĕнет. 1913 çулхи авăн, 23 Чаплин «Кистоун Филм» студипе ĕç хучĕ çырса ал пусать, эрнине $150 шалупа килĕшет.

Чарли Чаплин и Джеки Куган «Пĕчĕкçĕ»

Чарли хĕрарăмĕсем

Хетти Келли

Эдна Первиэнс

Эдна Первиэнс: «Автомобильпе тарни», 1915, ака.

Милдред Харрис

Ӳкерчĕк:MildredPrivatecolletion2.JPG
Милдред Харрис, 1918-1920 çç. ӳкернĕ.

Лита Грей

Полетт Годдар

Уна О’Нил

Фильмографи

Вуламалли

  • Чаплин Ч. С. Моя биография. Акăлчанран З. Гинзбург куçарнă. — М.: «Вагриус», 2000. — 520 с. ISBN 5-264-00127-8.
  • Кукаркин А. В. Чарли Чаплин. 2-е изд., дораб. и доп. — М.: «Искусство», 1988. — 287 с.
  • Садуль Ж. Чарли Чаплин. Франци челхинчен куçарнă. — М.: «Искусство», 1981. — 209 с.

Каçăсем

Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link GA Шаблон:Link GA