Рамстедт Густав Ион: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.7.1) (робот хушрĕ: hsb:Gustaf John Ramstedt
17-мĕш йĕрке: 17-мĕш йĕрке:
[[eo:Gustaf John Ramstedt]]
[[eo:Gustaf John Ramstedt]]
[[fi:Gustaf Ramstedt]]
[[fi:Gustaf Ramstedt]]
[[hsb:Gustaf John Ramstedt]]
[[ja:グスターフ・ラムステッド]]
[[ja:グスターフ・ラムステッド]]
[[mrj:Рамстедт, Густав Йон]]
[[mrj:Рамстедт, Густав Йон]]

16:35, 30 Ака уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

Рамстедт Густав Ион (финн. Gustaf John Ramstedt), — паллă финн чĕлхеçи, алтай чĕлхе верентĕвĕн никĕсне хываканĕсенчен пĕри. 1873 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Таммисаринче çуралнă. 1950 çулхи чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хельсинки хулинче вилнĕ.

Пурнăçĕ

Нумай çул хушши (1917-1941) Хельсинки университетĕнче профессорта ĕçленĕ. 1930 çулччен дипломати ĕçĕнче тăнă. Финлянди Эсперанто Пĕрлĕхĕве хутшăннă. Рамстедт алтай чĕлхе ăслăлăхĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене тĕпченĕ, чăваш чĕлхипе те хытă кăткăсланнă. Чăваш чĕлхине тĕпчесе 1922 çулта «Zur Frage nach der Stellung des Tschuwassischen» ятпа пысăк пĕлтерĕшлĕ статья пичетлесе кăларнă. Унта тĕпчевçĕ чăваш чĕлхин алтай чĕлхисен йышĕнчи вырăнне, чăваш чĕлхинчи ротацизмпа ламбдаизм монгол чĕлхисенчен çавнашкал пулăмсемпе мĕнле шайлашура тăнине, ротацизм ытти тĕрĕк чĕлхисенче зетацизма, ламбдаизм сигматизма куçнине çирĕп фактсем çине таянса çырса кăтартнă. Чăваш сăмахĕсен сасă тытăмĕнче сĕм авалхи тĕрĕк-монгол чĕлхисен уйрăмлăхĕсем упранса юлнине палăртнă. Çавăнпа та, ун шухăшĕпе, тĕрĕк-алтай чĕлхисен ăшлăхне чăваш чĕлхине пĕлмесĕр ăнлантарса пама май çук. Рамстедт чăваш чĕлхине чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри тесе шутланă. Çак шухăша халĕ чылай тюрколог йышăннă.

1957 çулта тĕпчевçĕн «Введение в алтайское языкознание» ятлă пысăк ĕçĕ вырăсла пичетленсе тухнă. Ку вăл алтай чĕлхисен танлаштаруллă морфологийĕ. Унта чăваш тĕслĕхĕсемпе туллин, пур енлĕн усă курнă, чăваш чĕлхипе монгол, тунгус тата корей чĕлхисен сĕм авалхи çыхăнăвĕсене палăртнă.

Литература

  • Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
  • Хусанкай А.П. Пĕтĕм тĕнчипе паллă тĕпчевçĕ // Ком. ялавĕ. Д983. Окт. 23-мĕшĕ.
  • Сергеева, Л.П. Чăваш чĕлхи, справочник пайĕ.