Ют Николай Яковлевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.7.1) (робот хушрĕ: simple:Nikolai Yut
п r2.7.1) (робот хушрĕ: nah:Nikolai Yut
87-мĕш йĕрке: 87-мĕш йĕрке:


[[en:Nikolai Yut]]
[[en:Nikolai Yut]]
[[nah:Nikolai Yut]]
[[ru:Ют, Николай Яковлевич]]
[[ru:Ют, Николай Яковлевич]]
[[simple:Nikolai Yut]]
[[simple:Nikolai Yut]]

17:40, 30 Чӳк уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

{{{Ят}}}
Çуралнă вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Çуралнă вырăн: Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен
Вилнĕ вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Вилнĕ вырăн: Çĕмĕрле хули, Чăваш Ен
Ĕçлев тĕсĕ: {{{Ĕçлев тĕсĕ}}}

Ют Николай Яковлевич (паспортри хушамачĕ Золотов), — литература тиркевçи, халăх пултарулăхне пухакан, публицист. 1898 çулхи утă уйăхĕн 30 халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районне кĕрекен Синер ялĕнче çуралнă. 1967 çулхи пуш уйăхĕн 27 Çĕмĕрле хулинче вилнĕ.

1934 çултанпа СССР ÇП пайташĕ шутланать.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, СССР ăслăлăх академиĕн материаллă культурăн истори институчĕн çумĕнчи Тухăç халăхĕсен коммунистла университечĕнче пĕлӳ илнĕ.

Чĕмпĕрте Совет влаçĕ çирĕпленсен чăваш шкулĕнче чăвашсен «Çĕнĕ пурнăç» хаçат тухма пуçланă. Николай Ют унпа çыхăну тытса тăнă. Хăйĕн ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă. Чĕмпĕре таврăнсан — Хĕвел тухăç фрончĕн реввоенсовечĕн политпайĕн Чăваш уйрăмĕн аппаратĕнче, «Чухăнсен сасси» хаçат ĕçтешĕ. Кăнтăр фронтĕнче çивĕч лару-тăру сиксе тухсан иккĕмĕш Чĕмпĕр полкĕпе унта тухса кайнă. Аманнă. Сипленнĕ хыççăн Хусана таврăннă.

«Канаш» хаçат редакциĕнче секретарь вырăнĕнче ĕçлеме тытăннă. 1923 çултанпа «Канаш» хаçатăн редакторĕ. «Канаш» ятлă çыравçăсемпе журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ пулнă.

«Сунтал» тата «Капкăн» журналсен пĕрремеш редакторĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

1937 çулта репрессине лекнĕ. Таса ятне тавăрнă хыççăн Çĕмĕрлере пурăннă.

Ӗçĕсем

Тиркевлĕ тишкерӳсене хайланă. Чăваш халăх юррисене тĕпченĕ.

Уйрăм кăларăмсем

  • «Краткий очерк народной поэзии чуваш», Шупашкар, 1928.
  • "Материалы по чувашскому фольклору" (чăвашла, вырăсла), Шупашкар, 1930.
  • "Тĕне хирĕç кĕрешессине вăйлатар", Шупашкар, 1931.

Статьисем

  • Чĕлхеçе хирĕç пыракан М. П. П-ва, "Канаш", 1919, çурла, 26.
  • К. Ивановпа унăн Нарспийĕ, //Атăл юрри", "Канаш", 1920, çу, 19-21, 23.
  • Çыру чĕлхине çирĕплетес умĕн, "Канаш", 1920, çурла, 1, 3.
  • Литература ĕçĕ, "Канаш", 1920, юпа, 6.
  • Чăнах-ши?, "Канаш", 1920, чӳк, 13.
  • Чăваш чĕлхин çулне уçса паракан майсем, "Канаш", 1920, раштав, 10.
  • Чăваш чĕлхин паттăрĕсем, "Канаш", 1921, кăрлач, 4.
  • Стаканри çил-тăвăл шавлать, "Канаш", 1921, кăрлач, 26.
  • Чуралăх пылакĕпе "ирĕклĕх" сиенĕ, "Канаш", 1921, пуш, 11, 17, 21, 30.
  • Чăваш чĕлхи, "Канаш", 1922, нарăс, 26, 28.
  • Юман тĕлĕкĕсем (М. Юман тунă йынăшсем çинчен), "Канаш", 1922, ака, 6.
  • Хирĕçле юрă, (Вандер çырнă "Национализмпа интернационализм" статьи çинчен) ?, 1922, ?.
  • Ӗçлекенсен сасси, "Канаш", 1924, çĕртме, 13.
  • Чăваш сăмахлăхĕсемпе чăваш пултарăвĕ, "Сунтал", 1924, №1.
  • Чăваш сăмахĕ, 1924.
  • Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ çинчен, 1924.
  • Поэт пултарулăхĕ çинчен // Алендей Г. Пирĕн сăвă. Шупашкар, Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1925.
  • Калавçăсем // Сунтал, 1925.
  • «Юрлама вĕрентекен çинчен» // «Сунтал», 1926, №12.
  • С. Малинниковăн «Хисеплĕ вилĕм» («Сунтал», 1925, №5 пьеси çинчен) // «Сунтал», №2.
  • Академик Н. Я. Марр о культурной работе: Несколько слов о Н. Я. Марр // «Сунтал», 1926, №2.
  • Хамăрăн вăйсене папăртатпăр // «Сунтал», 1926, №7.
  • «Укăлча кассии» кăмăлне… // Юман Д. 1927.,
  • Чăваш çĕршывне, чăваш çырнине вĕренес ĕç // «Канаш», 1927, пуш, 5.
  • Месарошăн чăваш сăмахлăхĕ çинчен çырса кăларнă кĕнеки // «Канаш», 1927, çĕртме, 19.
  • Эпир камсем // «Сунтал», 1927, №11.
  • Ахах (Ундрицов) Иванĕ çинчен пĕр-ик сăмах // «Сунтал», 1927, №12.
  • Хамăр çине çаврăнса пăхни те кирлĕ пире. // Хусанкай П. 1928.
  • Шелепи // Полоруссов (Шелепи) Н. Çырнисен пуххи. Шупашкар, 1928.
  • Элкер сăвăçпа унăн критикĕсем çинчен // «Канаш», 1928, авăн, 11,13, 18.
  • И. Я. Яковлевпа чăваш шкулĕн юбилейĕсем пирки // ?, 1928, ?
  • Чăваш хĕрарăмĕ, 1928.
  • Поведем решительную борьбу с юманизмом и эльменевщиной. О конрреволюционной сущности юманизма // Красная Чувашия, 1930, кăрлач, 11.
  • Пĕр критикăлла статья пирки // «Канаш», 1930, çурла, 7.
  • Усилить борьбу на идеологическом фронте // Красная Чувашия, 1934, çурла, 17.
  • Н. И. Шелепи, «Сунтал», 1935, №12.

Вуламалли

  • Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.
  • Золотов Анатолий Арсентьевич, Золотов Виталий Арсентьевич, Золотов Вениамин Тимофеевич, "Николалай Яковлевич Золотов. К 110-летию со дня рождения, к 85-летию со дня организации Союза писателей "Канаш", Чебоксары, "Новое время", 2008.

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.