Ахаль пăчăр: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.6.4) (робот хушрĕ: ba:Сел
RedBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.2) (робот хушрĕ: eu:Tetrastes bonasia
46-мĕш йĕрке: 46-мĕш йĕрке:
[[eo:Bonazio]]
[[eo:Bonazio]]
[[es:Bonasa bonasia]]
[[es:Bonasa bonasia]]
[[eu:Tetrastes bonasia]]
[[fi:Pyy]]
[[fi:Pyy]]
[[fr:Gélinotte des bois]]
[[fr:Gélinotte des bois]]

10:52, 8 Ҫу уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Ахаль пăчăр - зоопаркра (Opelzoo-Königstein/Kronstein Германи)
Tetrastes bonasia

Пăчăр (Tetrastes bonasia, syn. Bonasa bonasia) - куракран пĕчĕкрех кайăк. Чăх йышне кĕрет.

Пăчăр вăрман кайăкĕ, анчах пурнăçĕ çĕр çинче иртет. Лăсăллă вăрмансене, хурăнлăхпа ăвăслăхсене килĕштерет, уйрăмах унта çырмасем пур пулсан. Çăмартисем (5-9) сарă сăрăрах, хăмăр пăнчăллă. Йăвине йывăç тымаррисем патнех, типĕрех вырăна тăвать. Мăшăрлану вăхăчĕ юр кайса пĕтсен пуçланать. Вăл вăхăтра вĕсем тинех шăхăрса, юрласа, вăхăт-вăхăт ташласа илеççĕ. Юрланă чухне пĕтĕм кĕлеткипе чĕтрет, енчен енне сулланкалать, хӳри тĕкĕсене сарать, тĕпекине сарса çĕклет. Автан пăчăр чăхха хăваласа çитсе ун тавра ташлама пуçлать. Пăчăр çемйи, ытти чăх йышрисемпе танлаштарсан, автанпа чăхран кăна тăрать. Чĕпписем тухнă вăхăтра автанĕ тĕк тăкать, çавăнпа та çемйинчен уйрăлса вĕтлĕхре пытанать. Тĕк пыйттисене кăткă тĕмĕ çине тăрса е хăйăр ăшĕнче чаваланса пĕтерет.

Хĕл каçма вĕçсе каймаççĕ. Каçхине юр ăшне пытанса выртаççĕ. Пăчăр какайĕ питĕ тутлă. Ăна тытма этем кăна мар, çăткăн чĕр чунсем çӳреççĕ. Вĕсен йышĕ пирĕн тăрăхра юлашки çулсенче чаксах пырать.

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем