Финн чĕлхи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.7.1) (робот хушрĕ: sw:Kifini
MerlIwBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот кăларса пăрахрĕ: lez:Финн чlал (missing)
96-мĕш йĕрке: 96-мĕш йĕрке:
[[kw:Finnek]]
[[kw:Finnek]]
[[la:Lingua Finnica]]
[[la:Lingua Finnica]]
[[lez:Финн чlал]]
[[li:Fins]]
[[li:Fins]]
[[lmo:Lengua finlandesa]]
[[lmo:Lengua finlandesa]]

04:06, 1 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Финн чĕлхи (финла - suomen kieli [суомен киели]) — финн-угор ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Финн сыпăкне тытăмлать. Финляндире швед чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутланать. Калаçакан хисепĕ - 5 млн яхăн. Финн чĕлхи нумай вырăнти калаçуран тăрать. Диалект хисепĕ вунна яхăн. Вĕсем икĕ тĕп пая пайланаççĕ: анăç тата тухăç калаçăвĕсем.

Хальхи литература чĕлхи XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ. Фонетика тĕлĕшĕнчен уçă сасă тĕрлĕлĕхĕпе тата тăтăшлăхĕпе палăрса тăрать: 8 монофтонг, 8 вăрăм монофтонг тата 16 дифтонг. Янравлă хупă сасăсем тĕпрен илсен ют чĕлхерен йышăннă лексикăра тĕл пулаççĕ. Сибилянтран [с] фонема кăна тĕл пулать. Пусăм пуçламăш сыпăка туртăнать. Грамматика енчен несĕл категорийĕ çуккине палăртмалла. Пĕтĕмпе 15 падеж. Подлежащипе определени килĕшĕвĕ аталаннă. Камăнлăх категорийĕ уйăраççĕ. Синтаксисĕ нимĕç-акăлчан чĕлхинни евĕр. Çав вăхăтрах хабио-глагол çуккипе палăрса тăрать.

ISO 639 стандартĕнче ку чĕлхен кочĕсем: fi, fin.

Чăваш чĕлхипе çыхăнăвĕ

Чăваш чĕлхипе çыхăнура пулман. Çавах вăл е ку пĕр пеклĕх пуррине асăнмалла. Тĕслĕхрен,

  • ыйту парасси ятарлă татăк пулăшнипе пулса пырать.
  • Кам ыйтупа çын кăна ыйтăнать, чĕр чун таврашĕн ыйтăвĕ - мĕн.
  • Сайра-хутра пĕр пек сăмах тĕл пулать: humala [хумала] хăмла, jumala [йумала] юмăç (финла: турă), voima [войма] вăй, "pirtti" [пиртти] пӳрт т. ыт. те. Ахăртнех, ку чăвашпа юнашар пурăнакан ирçе-çармăс витĕмĕпе пулăннă пĕр пеклĕх.
  • Сăмахăн пĕрремĕш сасă хупă пулсан, янравлă пулаймасть: panki банк (чăвашсем те "панк" теççĕ).
  • Иккĕшĕн ф сасси çукччĕ. ун вырăнне халăх в каланă.

Тĕпчекенсем

Чăваш чĕлхине тĕпченĕ тата хальхи вăхăтра тĕпчекен финн чĕлхеçисем: М. А. Кастрен, А. Альквист, Х. Паасонен, Ю. Вихманн, М. Рясянен, Г. И. Рамстедт, Й. Луутонен, А. Мойсио тата ыттисем

Финла-чăвашла сăмахсар

2007 çулта Турку хулинче финла-чăвашла сăмахсар (Tshuvassilais-suomalainen sanakirja, ISBN 951-29-3349-7)тухрĕ. [1] [2]Авторĕсем: Арто Мойсио (Финлянди чĕлхисене тĕпчекен центрĕн пуçлăхĕ), Йорма Луутонен (Атăлçи чĕлхисене тĕпчевçи), Эдуард Фомин (ЧПУн чăваш чĕлхин кафедринчи вĕрентекенĕ). Сăмахсарта 8 пин чи кирлĕ сăмах. Хатĕрленĕ май, Г.А. Дегтярев, М.И. Скворцов, А.А. Алексеев, И.П. Павлов ĕçĕсене усă курнă.

Каçăсем

Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA