Шотланди: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
MerlIwBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: pa:ਸਕਾਟਲੈਂਡ
п r2.7.2+) (бот изменил: ku:Skotland на ku:Skotlenda
204-мĕш йĕрке: 204-мĕш йĕрке:
[[krc:Шотландия]]
[[krc:Шотландия]]
[[ksh:Schottland]]
[[ksh:Schottland]]
[[ku:Skotland]]
[[ku:Skotlenda]]
[[kv:Шотландия]]
[[kv:Шотландия]]
[[kw:Alban]]
[[kw:Alban]]

00:24, 3 Пуш уйӑхӗн 2013 вӑхӑтри верси

Шотла́нди (акăл. и акăлч.-шотл. Scotland, гэл. Alba) — малтан (1707 çулчен) çурçĕр Европăри никама пăхăнман патшалăх, халĕ — Аслă Британи тата Çурçĕр Ирланди Пĕрлешӳллĕ Патшалăхĕн çӳллĕ шайлă автономлă пайĕ (хăйĕн парламент тытăмĕ, право йĕрки тата патшалăх чиркĕвĕ тата урăх атрибут пур).

Тĕп хулаЭдинбург.

Шотланди Аслă Британин çурçĕр çĕрне йышăнать, Англипе юнашар.

Кун-çулĕ


Ăсчахсем шухăшланипе, пĕрремĕш этем Шотландие 8 пин çул май каялла килнĕ. Пĕрремĕш пурăну вырăнĕсен вăхăчĕ 6 пинçуллăхпа тан пулать. Шотландин кун-çулне Британие римсем ярса илнĕренпе çырма пуçланă, кунти çĕрсене — хальхи Англипе Уэльс территорине — рим провинцийĕ статусне, Британи ятне панă территории. Кăнтăр Шотланди пайĕ кĕске тапхăрта Римăн тӳрех мар пăхăнăвĕнче пулнă. Çурçĕрелле Рима парăнман пиктăпа гэл йăхĕсен çĕрĕсем — Каледони пулнă. Римсем тухса кайсан вырăнти ăрусем темиçе патшалăх, çав шутра Ирландипе Аслă Британи утравĕсен пайĕсенчи Дал Риада йĕркеленĕ. Шотланди пайĕ хальхи Аргайлăн территоринче шутланнă. Пикти çĕрĕ Фортриуне кĕнĕ, çапах та Шотланди патшалăхĕн кун-çулне йăлипех 843 çултанпа, Кеннет Макальпин скоттсемпе пиктсен пĕрлешӳллĕ патшалăхĕн патши пулнăранпа шутлаççĕ.

Малашнехи çĕрçуллăхсенче Шотланди патшалăхĕн территорийĕ хальхи Шотландин лаптăкне çитиччен саралнă. Çак тапхăрта Англин уэссекс тăрамĕсемпе килĕшӳллĕ пурăннă, питĕ сапаланчăклă çĕр-шывĕ пулсан та экспансиллĕ политикăна пурнăçа кĕртме пултарнă. Тепĕртакран, 945 çулта акăлчансен патши Эдмунд I Стратклайда в тапăнса кĕрсен, провинцие Малкольм I-не панă. Индульф патша тытăмĕнче (954-62) шотландсем карман йышăнаççĕ, каярах ăна Эдинбург теççĕ, — вăл ĕнтĕ вĕсен Лотианри пĕрремĕш тĕрек вырăнĕ пулса тăрать. Малкольм II тытăмĕнче шотланди çĕрĕсен пĕрлĕхĕ çирĕпленет. 1018 çулта Нортумбрири Карем патĕнчи çапăçура Малкольм II çĕнтерет.

1066 çулта норманнсем Англие çĕнсе илни Шотландие те питĕ улшăнтарать. Малкольм III анкăл-сакс астулĕнчен хăтарнă Эдгар Этлингăн йăмăкне Маргаритăна качча илет. Маргарита кельт христианлăхĕн сĕмне чакарас ĕçре паллă роле вылять. Унăн ывăлĕ, Давид I, авлансан, вăйлă элтепер (патшалăх тытакан) пулса тăрать.

Политика тытăмĕ


Административлă пайланăвĕ

Тĕп статья: Шотланди çĕрĕсем


1996 çулта Аслă Британи парламĕнчĕ йышăнăвĕпе Шотландие 32 облаçе пайланă.

Тавралăхĕ


Климат

Тĕп статья: Шотланди климачĕ


Халăхĕ

Тĕп статья: Шотланди халăхĕ

2001çулхи халăх çыравĕпе Шотландире 5 062 011 çын пурăннă. Малтанхи шутлавпа (2005) танлаштарсан, йышĕ 5 094 800 çынна çити ӳснĕ.

Чĕлхе

Халĕ Аслă Британире официаллă йышăннă патшалăх чĕлхине палăртман, анчах та Шотланди территоринче виçĕ чĕлхепе — акăлчан (который де-факто является главным), шотланд гэл тата акăлчан –шотланд чĕлхи (скотс) чĕлхисемпе усă кураççĕ. Шотланд гэл тата акăлчан-шотланд чĕлхисене официаллă 1992 çулта çирĕплетнĕ. Çак 2001 çулта Аслă Британи правительстви ратифициленĕ Регионсен тата сахалрахăшсен чĕлхисен Европа Хартипе килĕшӳллĕ пулать.

Тĕн

Шотланди наци чиркĕвне, ăна Шотланди чиркĕвĕ теççĕ — пресвитери тĕсĕпе йĕркеленĕ.

2001 çулхи халăх çыравĕ.:
Тĕн Халăх шучĕ
Шотланди чиркĕвĕ 42 %
Атеистсем 28 %
Католици тĕнĕ 16 %
Христос урăх чиркĕвĕсем 7 %
Хуравламан 5 %
Ислам 0.8 %
Буддисăм 0.1 %
Сикхизм 0.1 %
Иуда тĕнĕ 0.1 %
Индуисăм 0.1 %
Урăх тĕнсем 0.5 %

Литература

Паллă шотланд хăш çыравçисем:

Наци символĕсем

Ӳкерчĕк:Pattersons curse flowers in australia.JPG
Чертополох чечекĕ, Шотландин символĕ


Шотландсем Раçсейре

Раçсейе пĕрремĕш шотландсем вунçиччĕмĕш ĕмĕртен каярах мар килсе вырнаçнă, анчах та паллă граждан тата çар ĕç вырăнĕсене вĕсем Аслă Петĕр тапхăрĕнче çеç тухма тытăнаççĕ.

Этеплĕхĕ


Мусăкпа ташăсем

Халăх инструментчĕсенчен чи палли — шăпăр.

Шотланд ташшисенчен палли шотланд бал ташшисем тата «хайленд» (соло).

Каçăсем

Тата пăхăр

Шаблон:Шотланди порталĕ


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link GA Шаблон:Link GA Шаблон:Link GA