Ясукуни храмĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 30 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q242803 (translate me)
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 1 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q242803 (translate me)
53-мĕш йĕрке: 53-мĕш йĕрке:
[[Категори:Астăвăм комплексĕсем]]
[[Категори:Астăвăм комплексĕсем]]
[[Категори:Синто таса вырăнĕсем]]
[[Категори:Синто таса вырăнĕсем]]

[[sh:Yasukuni hram]]

13:01, 10 Пуш уйӑхӗн 2013 вӑхӑтри верси

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Ясукунире вĕренекенсем
Ясукуни тĕп çурчĕ

Ясукуни (яп. 靖國神社 Ясукуни-дзиндзя?) — Токио хулинчи синто тĕнĕн таса вырăнĕ («патшалăх лăпкăлăхĕн храмĕ»). Синто тĕнĕн церемонисене ирттермелли центр. Ясукуни уйрăмлă пайăрĕ — чылай синто храмĕсенче камине пуç çапаççĕ, кунта вара Японишĕн пуç хунă тĕкĕрçĕсене тата императора чыслаççĕ. Храмăн çӳлти турри — Япони императорĕ. Кунта кăмăлласа килекенсен хушшинче — Японин премьер-министрĕ пулнă Дзюнъитиро Коидзуми.

Храм кун-çулĕ

Храма 1869 çулта туса лартнă, ытти таса вырăнсемпе танлаштарсан, патшалăхăн вăрçă ертӳлĕхĕн аллинче шутланать.

Уявсенче генералсемпе адмиралсем йĕркелесе пынă. Ясукуни храмĕнче вăрçăсенче пуç хунисен ят-йышĕсем пур. Çак таса вырăнтах император влаçĕн атрибучĕсем — тĕкĕр (куçкĕски) тата хĕç упраннă.

1874 çулта Мэйдзи император Ясукунине çитнĕ, çак кунчен пулман ĕç пулнă, мĕншĕн тесен кунта турăсене мар — паттăрсен чунĕсене, пуççапнă. Çапла ĕнтĕ, императоршăн хăйсен пурнăçне панă салтаксене турăсемпе тан ларnнă.

Турăсем

Синто йăлипе килĕшӳллĕ, Японин мĕнле те пулин вăрçинче пуç хунă япун гражданĕсене пуç çапмалла. Çак ят-йыш кашни вăрçăра таса сăн ят-йышне кĕртнисене палăртать:

Ясукуни тата политика

Синто тĕнĕн церемонисенче таса çынсен шутĕнче Ясукуни храмĕнче чысланăскерсем — вăрçăра киревсĕр ĕçсене тунăшăн Хидэки Тодзио (Тодзё), Сэйсиро Итагаки, Хэйтаро Кимура, Кэндзи Доихара, Иванэ Мацуи, Акира Муто, Коки Хирота тата урăххисем. Çакна пула япун оккупацинче XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче, çав шутра Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче, асапланнă Китайра тата Кăнтăр Корейра храм япун милитаризмĕн символĕ шутланать, Японин официаллă пайăр çыннисем ăна чыслани милитаризм рецидивĕ тата япун агрессине лекнĕ çынсен астăвăмне хур туни пулать.

2001 çултанпа çулсерен Япони премьер-министрĕ Дзюнъитиро Коидзуми Ясукуни храмне пырса çӳрени Китайпа Корейăна кӳрентернĕ, вĕсем çак пулăм пирки официаллă хирĕçлевсем кăларнă. Пекинăн официаллă каланинче, сăмахран, çакăн пек юратса пырса çӳрени «Нюрнберг трибуналĕпе айăпласа çакнă нацистсене чысланипе пĕрех» тенĕ. Хирĕçлевсене вырăна хуманнипе патшалăхсем хушшинче хирĕçлĕхсем ӳссе пынипе Японипе Китай тата Кăнтăр Корейпа Япони калаçăвĕсене чарса хунă.[1]

Коидзуми хыççăн премьер-министрĕн ĕç вырăнĕнче пулнă Синдзо Абэ харкашу ан тухтăр тесе Ясукунине пыман. Вăл храма паллă парне — бонсайа — çитернĕ. Çапла вара тĕнчери лару-тăрăва лăплăхра хăварса, çав вăхăтрах, вăрçăсенче паттăрла вилнĕ япунсене астунине кăтартнă.[2]

Çавăн пекех пăхăр

Асăрхавсем

Каçăсем