Топинамбур: различия между версиями

Перейти к навигации Перейти к поиску
42 байта добавлено ,  8 лет назад
Нет описания правки
'''Топинамбур''' — ӳсен-тăран.
 
==Пĕрлехи хыпарсем ==
 
Чечекĕсем пĕчĕк хĕвел çаврăнăшне аса илтереççĕ, ĕрчеме вара вăл çĕр айĕнче улмапа ĕрчет. Ăна çавăн пекех çĕр айĕнчи груша та (улмисен формине кура çапла каланă-тăр), паранкăллă хĕвел çаврăнăшĕ те теççĕ. Çурçĕр Америкăра топинамбур çумкурăк пекех, никам лартмасăр, пăхмасăр ӳсет. Унăн улмисемпе апат хатĕрлеме те юрать.
 
Топинамбур улми хими составĕпе пăхсан çĕр улмирен кăшт та кая мар. Унри усăллă япаласем енчен илсен вара нумай пахча çимĕçрен ирттерет çĕр груши.
 
== ИсториКун-çулĕ ==
Унăн тăван çĕршывĕ [[Çурçĕр Америка]], 1610 çулта ăна Англине илсе килнĕ. Кĕçех вăл Францине çитнĕ, вĕсемех çĕр грушине топинамбур (Бразилири индеецсен ăрăвĕн ячĕпе) теме пуçланă. Топинамбура [[Европа|Европăна]] илсе килнĕренпе 20 çул та иртмен – ун улмисене Англире пасарта сутма тытăннă, анчах унран апат хатĕрлеме пĕлменнипе чылайăшĕ туянма васкаман ăна. [[Голланди]]пе [[Бельги]]ре вара топинамбур улмине питĕ килĕштернĕ. Ăна ĕне çăвĕпе эрехре пĕçерсе çинĕ, [[артишок]]па пĕр тутах калать тесе мухтанă. Анчах [[XVIII ĕмĕр]]те çĕр улми сарăлма пуçласан топинамбур вăхăтлăха манăçать, [[Раççей]]ре паян кунччен те ăна хитре чечек вырăнне кăна лартаççĕ. Унран тутлă апат хатĕрлесси пирки те, унпа сипленме пулнине те сахалăшĕ пĕлет.
 
Çĕр грушин пур пайĕ те усăллă: [[улма|улми]], [[çулçă|çулçи]], [[туна|туни]], [[чечек|чечекĕ]]. Ун улмине пĕçерсе çини пирки асăнтăмăр, сипленес тесен ăна пĕçермесĕр çисен усăллăрах пулĕ. Тăвар, тутă кĕртекен ытти япаласем хушма кирлĕ мар: кунне 3 хут апат умĕн 30 минут маларах 50-шар грамм çимелле. Астăвăр, улмана шуратма кирлĕ мар, шывра щеткăпа тăрăшса çуни те çителĕклĕ.
Топинамбур улминчен компот та вĕретме пулать, ăна сахăр хушмасăрах ĕçмелле. 1-2 литр шыв çине 5-7 улма ярса 10-15 минут вĕретмелле. Çак компот юн пусăмне чакарать, юнра сахăр шайне чакарать, гемоглобин шайне ӳстерет, апат хуранĕ айĕнчи парсене лайăхрах ĕçлеттерет.
 
Сахăр диабетĕнчен сипленме ытларах чух çулçăсемпе усă кураççĕ. Вĕсене çуса тасатса ваклаççĕ те ӳсен-тăран çăвĕпе хутăштарса çиеççĕ.
 
Топинамбур сĕткенĕпе йĕпетнĕ марльăна çăпан çине хурсан суран тасалса ӳт илме пуçлать.
 
==Асăрхавсем==
{{асăрхавсем}}

Навигаци