Левитан Исаак Ильич: различия между версиями

Перейти к навигации Перейти к поиску
Нет описания правки
Левитанăн юлашки ĕçĕсем черчен те тарăн. Вăл çутçанталăкăн хăвăрт иртсе улшăнакан саманчĕсене тытса чарма ăмсанать: "Уйăх.Каç ĕнтрĕкĕ" (1899,Вырăс музейĕ), "Хĕвел юлашки пайăркисем" (1899,Третьяков курав речĕ),"Каç ĕнтрĕкĕнчи утă капанĕсем" (1899, çавăнтах), "Каç ĕнтрĕкĕ" (1900, çавăнтах). Шыв сăррипе тата пастельпа ÿкернĕ "Кĕрхи тĕтре" (1899, Вырăс музейĕ) тата "Вăрман хĕрринчи çаран" (1898, çавăнтах) та çав тĕллевех пурнăçлаççĕ.
 
1898-мĕш çулта Левитан çутçанталăк сăнарĕн ÿнер Академикĕ ятне илме тивĕçет, унăн ĕçĕсене пĕтĕм Раççей хулисенче те, Мюнхенпа Парижра та кăтартаççĕ. Анчах унăн чĕре чирĕ шалаллах кĕрет, тухтăрсем сиплени пулăшмипе пĕрех.{{Цитата пуçламăшĕ}}<blockquote>"Левитан вилет, ку куçа курăнать" {{Цитата вĕçĕ}}</blockquote>, — тесе çырнă Чехов.
 
"Кÿлĕ" (1899-1900, Вырăс музейĕ) — ÿнерçĕн юлашки, вĕçлесе ĕлкĕреймен ĕçĕ; çутçанталăкăн илемлĕ кĕтесĕ, Раççей, тăван çĕр-шыв — пулнă унăн юлашки шухăшĕсемпе туйăмĕсем.
6879

правок

Навигаци