Маринин Виктор Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Santăr (Сӳтсе яв | хушни)
Çĕнни: {{Çар ĕçченĕ |ят = Маринин Виктор Иванович |çуралнă вăхăт = 1923 -мĕш çулхи çурла, 5|çурла уйăхĕн 5-мĕ…
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

13:20, 10 Чӳк уйӑхӗн 2013 вӑхӑтри верси

Маринин Виктор Иванович
Çуралнă вăхăт 1923 -мĕш çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Чистай районе Тутарстан РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1943–мĕш çулхи нарăсăн 20-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Сергеевка Славянка районĕ Донецк облаçĕ Украина
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ танк
Хĕсмет çулĕсем 1941-1943
Хисеп Шаблон:СССР, сержант
Чаç 50-мĕш танк бригадин 50-мĕш танк батальонĕ
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ

МАРИНИН Виктор Иванович (1923-1943)—сержант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Тутарстанăн Чистай хулинче çуралнă. Чăваш.

Кун-çулĕ

9 класс пĕтернĕ. Чистайри автогараж хатĕрĕсен заводĕнче токарь пулса ĕçленĕ. Мотоцикл спорчĕпе кăсăкланнă, 1-мĕш разряд илнĕ. 1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче Чисатй военкомачĕ урлă хĕсмете чĕннĕ.

Фронтра 1943-мĕш çулхи январтен. Донецк облаçĕнчи Славянка районĕн Сергеевка сали патĕнчи çапăçусенче палăрнă. Мотоциклистсен отделенин командирĕ Маринин сержант Краматорск хули патĕнчи çапăçусенче виçĕ хутчен разведкăна кайса кашнинчех хаклă данныйсем пуçтарса килнĕ.

Песчаное сали патне çитеспе Маринин саспа транспорт группи килнине сисет. Отделенине хирте вырнаçтарать, тăшман çывхарсан пеме пуçлать. Икĕ мотоцикл арканать, вĕсем хыççăн пынă вездеход çаврăнса каялла тарать. Маринин отделенийĕ хыççăн хăвалать. Ял варринче офицер автомашинăна чарса пӳрте чупса кĕрет. Маринин темиçе граната персе ку çуртри батальон штабне пĕтерет. яЛ тăрăх куçса отделени урама чупса тухакан нимĕçсемпе техникăна пĕтернĕ. Çак çапăçура разведка группи 2 мотоцикл, вездеход, 3 тиев тата 1 çăмăл автомобиль, 50 салтак таран пĕтернĕ.

1943-мĕш çулхи нарăсăн 4-мĕш каçхине Маринин отделенине разведкăна яраççĕ. Вĕсем пехотăна хирĕç лартнă минăсене тупаççĕ. Краматорскăн çурçĕр хĕрринче танксене хирĕç тупăсен тата минометсен батарене тупаççĕ. Марининăн харсăр шухăш çурăлать: вăл пĕр картишре пытанса, кайран малти отряд тапăнсан нимĕçсен тылран тапăнса паника çĕклеме шутлать.

50-мĕш танк батальонĕн танкĕсем мотострелок батальонĕпе пĕрле юрлă хирпе хула енне ыткăннă. Гитлеровецсен оборони чĕрĕлнĕ, танка хирĕç кĕрешекен батареясем пеме тытăннă. Сасартăк тылран автоматсем пеме, гранатăсем ывăтма тытăннă. Оборона вăйĕ чакнă, танксемпе мотопехота хулана пырса кĕнĕ. Нимĕçсем васкаса Дружковки хули енне каялла чакнă. Чукун çул станцинче склад ĕçченĕсене плена илнĕ.

50-мĕш танк бригади хаклă трофейсем илнĕ: апат-çимĕç, çар пурлăхĕ.

1943-мĕш çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Сергеевкăна нимĕçсен 12 танкĕпе автомашинисем пырса кĕреççĕ. Маринин, вилнĕ салтакăн тарк пăшалне илсе тăшман танкĕсене пеме тытăнать, темиçе минут хушшинче икĕ танка аркатать. Виççĕмĕщ танкĕ Маринин сержанта йывăр амантать, анчах вăл вилес умĕн те пеме пăрахмасть.

Донецк облаçĕн Славянка районĕн Сергеевка лĕнче пытарнă. Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 1943 çулхи пушăн 30-мĕшĕнче вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ.

Чысĕсем

  • Ленин орденĕ
  • Чистайра ун ятне пĕр урама панă, 1-мĕш шкул çинче асăну хăми вырнаçтарнă.

Асăрхавсем


Вуламалли

Каçăсем

 Маринин Виктор Иванович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

.