Асламас Анисим Васильевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
|||
55-мĕш йĕрке: | 55-мĕш йĕрке: | ||
* [http://www.youtube.com/watch?v=QfdJpBeuTa4 Анисим Асламас "Космосри туссен вальсě " Anisim Aslamas] |
* [http://www.youtube.com/watch?v=QfdJpBeuTa4 Анисим Асламас "Космосри туссен вальсě " Anisim Aslamas] |
||
[[Категори:Чăваш композиторĕсем]] |
[[Категори:Чăваш Енĕн композиторĕсем]] |
||
[[Категори:СССР композиторĕсем]] |
[[Категори:СССР композиторĕсем]] |
||
[[Категори:Раççей композиторĕсем]] |
[[Категори:Раççей композиторĕсем]] |
19:23, 30 Кӑрлач уйӑхӗн 2015 вӑхӑтри верси
Анисим Асламас | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Тулли ят | Васильев Анисим Васильевич |
Çуралнă вăхăт | 1913 çулхи акан 28-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | Вăрманкас Асламас ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АО, СССР |
Вилнĕ вăхăт | 2000 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн | Шупашкар, Чăваш Республики |
Патшалăх | СССР |
Профессисем | композитор |
Жанрсем | юрă |
http://www.aslamas.com/hp.html |
Асламас Анисим Васильевич (1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕ, Вăрманкас Асламас ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР — 2000 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш кĕвĕçи [1].
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1976). 2-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывăн вăрçин орденне, медальсене панă.
Пурнăçĕ
1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Вăрманкас Асламас ялĕнче çуралнă.
Чăваш кĕвĕ училищинче, Кейӳ консерваторийĕнче (Б.Н.Лятошинский класĕ), Мускав консерваторийĕнче (В.Г.Фере класĕ, 1960 çулта вĕренсе пĕтернĕ) вĕреннĕ. 1942-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
2000 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă
Хайлавсем
Оперăсем:
- "Священная дубрава" (1960);
- "Прерванный вальс" (1962);
- "Сеспель" (Чăваш кĕвĕ театрĕнче 1971 çулта лартнă);
- "Вера Сарьялова" (1970);
- "Салампи" (1976).
Ораторисем:
- "Ленин" (1951);
- "Спасибо Ленину";
- "Сказ о Чувашии" (1976).
Вăл çавăн пекех "Нарспи и Сетнер" (Нарспипе Сетнер, 1976) балета, "Памяти поэта" (1956), "Космическая симфония" (1975) вокалпа симфониллĕ поэмăсене çырнă.
Çавăн пекех вăл юрăсем кĕвелени çинчен, хорсем валли, романссем çырни çинчен каласа хăвармалла.