Мĕтри Юман: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке: 1-мĕш йĕрке:
{{Çыравçă
{{Çыравçă
| Ячĕ = Мĕтри Юман
| Ят = Мĕтри Юман
| Тăван ят = Дмитрий Петрович Петров
| Тăван ят = Дмитрий Петрович Петров
| Фото = Metri_yman_500.jpg
| Фото = Metri_yman_500.jpg

11:04, 15 Кӑрлач уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

Мĕтри Юман
Дмитрий Петрович Петров
Çуралнă вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Çуралнă вырăн: Пӳркел ялĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Вилнĕ вырăн: Гулаг, Çĕпĕр
Ĕçлев тĕсĕ: {{{Ĕçлев тĕсĕ}}}

Мĕтри Юман (чăн ячĕ Дмитрий Петрович Петров), — чăваш çыравçи, драматургĕ, политика тата пĕрлĕхлĕх ĕçлевçи. 1885 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Тăхăръял тăрăхĕнчи Пӳркел салинче (Тутарстанăн Пăва районĕ) çуралнă. 1939 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Çĕпĕрте вилнĕ.

1939 çултанпа СССР ÇП-ĕнче тăнă.

Пурнăçĕ

Ялти шкулта, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче (1899-1905) вĕреннĕ, Кăнна Кушки шкулĕнче ĕçленĕ. Социал-революционерсен (эсерсен) партине кĕрсе çĕрпе ирĕклĕхшĕн кĕрешекен хресчен пĕрлĕхне йĕркелеме тытăннă. 1906 çулта ăна шкултан кăларса янă. Тӳре-шара йĕрлесех тăнă пирки унăн ĕç вырăнне пĕрмай улăштарма тивнĕ.

1913 çулта Мĕтри Юман экстерн йĕркипе гимназире экзамен тытса аттестат илнĕ, Мускав Университечĕн историпе филологи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах юриспруденцие вĕреннĕ, нимĕç, француз, грек, латин, тĕрĕк чĕлхисене ăса илнĕ, акăлчанла калаçма хăнăхнă. Вĕренӳ çулĕсенче тĕрлĕ хаçатсене çырма тăнă. Анчах Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнипе университета вĕренсе пĕтерме май килмен: ăна патша çарĕн поручикĕ туса хунă.

1921 çулта Чăваш облаçĕн ревкомĕ чĕннипе Д.П. Юман Шупашкара, Чăваш автономиллĕ облаçне, ĕçлеме куçса килнĕ.

Ӗçĕсем

Вăл «Чăваш календарĕ», «Ӗмĕрне паллă çул» повеçсене, «Укăлчакасси» тата «Колхоз новеллисем» драмăсене çырнă. 1996 çулта «Суйласа илнисем» кĕнеке тухнă. И. Максимов-Кошкинскийпе пĕрле «Ял» чăваш кинолентти валли сценари çырнă.

Вуламалли

  • Eгоров В. Тăвăл аркатнă юман / Валерий Eгоров // Тăван Атăл.– 2003.– № 3.– С. 65–66.
  • Игнатьева E. Чăваш поэми аталанни / E.Игнатьева // Тăван Атăл.– 2003.– № 6.– С. 66–67.
  • Изоркин А.В. Дмитрий Петрович Петров (Юман) / А.В.Изоркин // Хыпар.– 1993.– 10 июнь.
  • Изоркин А.В. Эппин Метри Юман офицер пулман? / А.В.Изоркин // Хыпар.– 1998.– 16 кăрлач.
  • Родионов В.Г. Юман Мĕтри – поэт / В.Г.Родионов // Чăваш литератури: поэтикăпа стиль ыйтăвĕсем.– Шупашкар, 1989.– С. 112–127.
  • Станьял В. Аптранă кăвакал кутăн чăмать / В.Станьял // Республика.– 1998.– 19–25 пуш (№ 12).– С. 5.
  • Станьял В. Инçе çăлтăрсен çути / В.Станьял // Чăваш ен.– 1998.– 31 кăрлач (№ 3).– С. 5.
  • Станьял В. Тĕрĕслĕх юманран çирĕпрех / В.Станьял // Чăваш ен.– 1996.– 16–23 пуш (№ 12).– С. 9.
  • Уяр Х. Юман Мĕтри çинчен / Х.Уяр // Тăван Атăл.– 1989.– № 3.– С. 19–20.
  • Элли Илле. Мĕтри Юман йăнăшĕ / Илле Элли // Хыпар.– 2004.– 13 ака.
  • Ахун В. Трудная дорога к истине/ В.Ахун // Молодой коммунист.– 1988.– 11 февр.– С. 8.
  • Изоркин А.В. Невостребованный талант / А.В.Изоркин // Их имена останутся в истории: Сб. ст.– Чебоксары, 1994.– Вып. 2.– С. 63–73.
  • Неберинг В. Из серии классиков чувашской письменности / В.Неберинг // Чăваш ен.– 1997.– 19–26 апр. (№ 16).– С. 8.
  • Петрова-Тростина В.П. Горжусь своими братьями / В.П.Петрова-Тростина // Лик Чувашии.– 1996.– № 3-4.– С. 87.
  • Уяр Х. О Метрии Юмане / Х.Уяр // Лик Чувашии.– 1996.– № 3-4.– С. 14-15.
  • Юман – хроника // Лик Чувашии.– 1996. – № 3-4.– С. 10-13.
  • Яковлев Ю. Интерпретация некоторых особенностей религиозно–мистической стихии в творчестве М.Юмана/ Ю.Яковлев // Чувашская литература: Вопросы истории и теории.– Чебоксары, 1992.– С. 52–67.
  • Яковлев Ю. Юман – мисти / Ю.Яковлев // Лик Чувашии.– 1996.– № 3–4.– С. 90–95.

Каçăсем