Шăмăршă районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
п Bot: Migrating 9 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q659391 (translate me) |
|||
27-мĕш йĕрке: | 27-мĕш йĕрке: | ||
Наци йышĕпе çакăн пек тăрăм: [[чăвашсем]] - 78%, [[тутарсем]] - 11%, [[вырăссем]] - 6,9%. |
Наци йышĕпе çакăн пек тăрăм: [[чăвашсем]] - 78%, [[тутарсем]] - 11%, [[вырăссем]] - 6,9%. |
||
== |
==Администрациллĕ пайлану== |
||
* [[Анат Чаткас ял тăрăхĕ]] |
* [[Анат Чаткас ял тăрăхĕ]] |
||
* [[Васан ял тăрăхĕ]] |
* [[Васан ял тăрăхĕ]] |
||
37-мĕш йĕрке: | 37-мĕш йĕрке: | ||
* [[Чукал ял тăрăхĕ]] |
* [[Чукал ял тăрăхĕ]] |
||
* [[Шăмăршă ял тăрăхĕ]] |
* [[Шăмăршă ял тăрăхĕ]] |
||
==Çутçанталăк== |
==Çутçанталăк== |
||
Район вăрманпа хирлĕ вăрман зонисен чиккинче вырнаçнă. Кăнтăр хĕвелтухăç пайĕнче хура çĕр çинче хирсем вырнаçнă. Çурçĕр тата хĕвеланăç пайĕсенче Сăр тăрăхĕнчи вăрман вырнаçнă. Районăн пысăк пайне (56 %) вăрман йышăнать. Унта [[хыр]] вăрманăнĕ анлă сарăлнă, хутăш [[хурăн]]па [[ăвăс]] ӳсет. Вăрмансен 54 % хыр йышăнать, 8 % - [[юман]], çĕмçĕ çулçăллă йывăçсем (ăвăс, хурăн, [[çăка]]) - 35 %. Вăрманта [[пăши]], [[сăсар]], [[путене]], [[хир чăххи]] пурăнать. Пасна хĕрринче [[Юханшыв хăнтăрĕ|хăнтăрсем]] пурăнаççĕ. Шăмăршă районĕнче [[Чăваш вăрманĕ]] наци паркĕ вырнаçнă. |
Район вăрманпа хирлĕ вăрман зонисен чиккинче вырнаçнă. Кăнтăр хĕвелтухăç пайĕнче хура çĕр çинче хирсем вырнаçнă. Çурçĕр тата хĕвеланăç пайĕсенче Сăр тăрăхĕнчи вăрман вырнаçнă. Районăн пысăк пайне (56 %) вăрман йышăнать. Унта [[хыр]] вăрманăнĕ анлă сарăлнă, хутăш [[хурăн]]па [[ăвăс]] ӳсет. Вăрмансен 54 % хыр йышăнать, 8 % - [[юман]], çĕмçĕ çулçăллă йывăçсем (ăвăс, хурăн, [[çăка]]) - 35 %. Вăрманта [[пăши]], [[сăсар]], [[путене]], [[хир чăххи]] пурăнать. Пасна хĕрринче [[Юханшыв хăнтăрĕ|хăнтăрсем]] пурăнаççĕ. Шăмăршă районĕнче [[Чăваш вăрманĕ]] наци паркĕ вырнаçнă. |
05:14, 25 Пуш уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси
Шăмăршă районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр енче вырнаçнă район. Районăн администрациĕ Шăмăршă салинче вырнаçнă.
Çӳрçĕр енче Патăрьел районĕпе, хĕвеланăç енче Улатăр районĕпе, хĕвелтухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Тутарстанăн Çĕпрел районĕпе тата Чĕмпĕр облаçĕпе, хĕвелтухăç енче Тутарстанăн Пăва районĕпе чикĕленет.
Шăмăршă районĕн территоринче Тутарстанăн виçĕ анклавĕ вырнаçнă, çавăн пекех Шăмăршă районĕн анклавĕсем Тутарстанпа Чĕмпĕр облаçĕ чиккинче (Улмаллă ял), Тутарстанăн Çĕпрел районĕнче (Канаш паççулки) тата Тутарстанăн Пăва районĕнче (Максим Горький паççулки)вырнаçнă.
Кун-çулĕ
Пĕрремеш хут Хырла тăрăхĕпе унти ялсем пирки XVI ĕмĕр варринчи, вырăс çарĕсем Хусан ханлăхĕне хирĕç çапăçма кайнă вăхăтри, хутсенче асăнаççĕ. Анчах ку вырăнсенче çынсем авалрах пурăннă. Археологсем Никишкинопа Улмаллă ялĕсем патĕнче ĕлĕкхи пурăнмалли вырăнсене тупнă. IX–XIII ĕмĕрсенче Шăмăршă тăрăхĕ Атăлçи Пăлхара кĕнĕ. 1236-мĕш çулта монгол-тутарсен çарĕ Атăлçи Пăлхара аркатнă хыççăн, нумай çынна вĕлернĕ, ыттисем вăрмансене тарнă. Вара çак вырăнта «тискер хир» пулса кайнă.
XVI ĕмĕр варринчен, Хусан ханлăхĕ Раççей патшалăхне кĕнĕ хыççăн, çынсем каллех кунта пурăнма тытăнаççĕ. Икĕ тапхăр палăртаççĕ:
- XVI-мĕш ĕмĕр вĕçĕ — XVII-мĕш ĕмĕрĕн малтанхи çурри: хырла засека йĕрне тунă хыççăн;
- 1648 çултан — Чĕмпĕр хулине никĕслесе Чĕмпĕр уесĕ тунăран.
1667-мĕш çулта Чĕмпĕр уесĕнче çак ялсене асăнаççĕ: Шимурша (Шăмăршă), Болтайка Уразлеева (Мишер Палтиел), Мордовские Тюки (Ирçе Тĕкки), Буяново, Малое Болтаево, Андреевка (Энтриел). Çак ялсене Чăваш республикин çурçĕр тата вăта районсенчи чăвашсем, Кокшайск уесĕнчи çармăссем, Хусан уесĕнчи чăвашсемпе тутарсем, Улатăр уесĕнчи ирçесем никĕсленĕ.
1797-мĕш çулта Чĕмпĕр кĕпернинче генералла çĕр виçевне пуçланă. Хресчен общинисен, улпутсен, хуласен тата ыттисен çер чиккисене палăртнă. Çак вăхăтра Шăмăрша районĕн ялĕсем Пăва уесĕн Вăрманкасси, Каракитан, Кахăрлă вулăсĕсене кĕнĕ.
1835-мĕш çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Сенат указĕпе килĕшӳллĕн Чĕмпĕр кĕпернинчи патшалăх хресченĕсене Императăр çурчĕн (картишĕн) министерствин удел Департаментне куçарнă. Вулăссем вырăнне удел прикаçĕсем туса хунă. Хальхи Шăмăршă районĕн хресченĕсене Чĕмпĕр удел кантурĕн Шăхаль, Шăмалак тата Парки приказĕсене лекнĕ.
1920-мĕш çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне (тĕп хули Шупашкар) тăвас текен йышăну тухнă. ЧАО шутне Хусан кĕпернин Шупашкар, Етĕрне тата Çĕрпӳ уесĕсем, Чĕмпĕр кĕпернин Кăрмăш тата Пăва уесчĕсен хăшпĕр вулăсĕсем, çав шутра Шамкайпа Шăмăршă вулăсĕсем, кĕнĕ.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи халăх çыравĕпе Шаблон:Çыншутласа илнĕ. Районта 33 ял. Ялĕсем йышлă, вăтамран Шаблон:Çынпурăнать.
Халăх йышлăхĕ — 1 тв. çм. 23 çын пурăнать.
Наци йышĕпе çакăн пек тăрăм: чăвашсем - 78%, тутарсем - 11%, вырăссем - 6,9%.
Администрациллĕ пайлану
- Анат Чаткас ял тăрăхĕ
- Васан ял тăрăхĕ
- Карпай-Шăмăршă ял тăрăхĕ
- Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ
- Пăчăрлă Пашъел ял тăрăхĕ
- Палтиел ял тăрăхĕ
- Пуянкасси ял тăрăхĕ
- Чукал ял тăрăхĕ
- Шăмăршă ял тăрăхĕ
Çутçанталăк
Район вăрманпа хирлĕ вăрман зонисен чиккинче вырнаçнă. Кăнтăр хĕвелтухăç пайĕнче хура çĕр çинче хирсем вырнаçнă. Çурçĕр тата хĕвеланăç пайĕсенче Сăр тăрăхĕнчи вăрман вырнаçнă. Районăн пысăк пайне (56 %) вăрман йышăнать. Унта хыр вăрманăнĕ анлă сарăлнă, хутăш хурăнпа ăвăс ӳсет. Вăрмансен 54 % хыр йышăнать, 8 % - юман, çĕмçĕ çулçăллă йывăçсем (ăвăс, хурăн, çăка) - 35 %. Вăрманта пăши, сăсар, путене, хир чăххи пурăнать. Пасна хĕрринче хăнтăрсем пурăнаççĕ. Шăмăршă районĕнче Чăваш вăрманĕ наци паркĕ вырнаçнă.
Шыв ресурсĕсем
Район тăрăх Хырлапа Пасна тата вĕсен юррисем юхаççĕ. Çĕр айĕнчи шывăн пахалăхĕ начар пулинпе Хырла юханшывĕ çинче Патирек ялĕ патĕнче 15 млн м3 калăпăшлă шывуправĕ тăваççĕ.
МИХ
Районти хаçат "Шăмăршă хыпарĕ".
Ял тăрăхĕсем
Район шутне 9 ял тăрăхĕ кĕрет:
- Пăчăрлă Пашъел ял тăрăхĕ — Пăчăрлă Пашъел ялĕ;
- Пуянкасси ял тăрăхĕ — Пуянкасси ялĕ;
- Карапай-Шăмăршă ял тăрăхĕ — Карапай-Шăмăршă ялĕ;
- Васан ял тăрăхĕ — Васан ялĕ;
- Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ — Кивĕ Чукал ялĕ;
- Палтиел ял тăрăхĕ — Палтиел ялĕ;
- Чаткас ял тăрăхĕ — Анат Чаткас ялĕ;
- Чукал ял тăрăхĕ — Вырăс Чукал ялĕ;
- Шăмăршă ял тăрăхĕ — Шăмăршă ялĕ.
Паллă çыннисем
- Бараев Владимир Васильевич, — сăвăç.
- Денисов Мефодий Иванович, - юрăç.
- Ильпек Микулай, çыравçă, — тăлмач.
- Лашман Степан Митрофанович, — прозаик, сăвăç, драматург.
- Сайкин Семён Фёдорович - ăсчах, Чăваш патшалăх университечĕн пĕрремеш ректорĕ.
- Матвеев Тимофей Матвеевич, — чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи.
- Федотов Михаил Романович, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Улатимĕр Владимир Михайлович, — сăвăç, прозаик, тăлмач.
- Уруков Виталий Иванович, Совет Союзĕн Паттăрĕ
- Яковлев Валерий Николаевич, СССР халăх артисчĕ.
Çавăн пекех пăхăр
Каçăсем
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Шăмăршă районĕнчи пурăнан вырăнсем |
||
---|---|---|
Ялсем: Анат Чаткас • Асанкасси • Баскак • Варварино • Васан • Виçпӳрт Шăмăршă • Вырăс Чукал • Ивански • Иккĕмĕш Микишĕн • Ирçе Тĕкки • Канаш • Карапай-Шăмăршă • Кахăрлă Шăхаль • Кĕçĕн Хайпăла • Кивĕ Чукал • Кивĕ Шăмăршă • Кирлистан • Кучек • Максим Горький • Мулля • Пăчăрлă Пашъел • Палтиел • Патирек • Пĕрремĕш Микишĕн • Пуянкасси • Çĕнĕ Чукал • Çĕнĕ Шăмăршă • Çĕнĕ Тăрăн • Триер • Улмаллă • Хайпăла • Хапрăк • Тури Чаткас • Хĕрлĕ Васан • Шăмăршă • Шамккай • Энтĕрел • Ярăслав |
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |