Фёдоров Георгий Иосифович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
69-мĕш йĕрке: 69-мĕш йĕрке:
[[Категори:Нарăсăн 10-мĕшĕнче çуралнисем]]
[[Категори:Нарăсăн 10-мĕшĕнче çуралнисем]]
[[Категори:1942 çулта çуралнисем]]
[[Категори:1942 çулта çуралнисем]]
<!--Interwikis-->

17:37, 12 Ҫӗртме уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

Фёдоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Георгий Иосифович Фёдоров
Çуралнă вăхăт: 1942, нарăс, 10
Çуралнă вырăн: Тăванкасси, Çĕмĕрле районĕ Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: Филологи, культорологи
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: Чăваш патшалăх педагогика университечĕ

Федоров Георгий Иосифович (1942 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕ, Çĕмĕрле районĕ, Патаккасси (халĕ Тăванкасси) ялĕ çур.) — литература тĕпчевçи, çыравçă, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор[1].

Раççей ÇП пайташĕ (1992).

Пурнăçĕ

Тăванкассинчи çиччĕ çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. 1971 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ.

1967-1971 çулсенче республикăри тĕрлĕ шкулсенче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентӳçи пулса тăрăшнă.

1971-1974 çулсенче Георгий Иосифович Чăваш АССР чĕлхен, литературăн, историн тата экономикин ăслăх-тĕпчев институтĕнче ăслăх ĕçтешĕ вырăнĕнче вăй хунă, 1974-1989 çулсенче Шупашкар хулин шкулĕсенче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентӳçи пулса ĕçленĕ.

1994–1998 çулсенче - Чăваш АССР чĕлхен, литературăн, историн тата экономикин ăслăх-тĕпчев институтĕнче литература тĕпчевĕпе фольклористика уйрăмĕн ертӳçи.

1998–2001 çулсенче Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн стилистикăпа библиотека пĕлĕвĕн кафедрин ертӳçи. 2001-2011 çулсенче çав университетрах культурологи кафедрине ертсе пынă.

Тухтăр диссертацине («Своеобразие художественного мира чувашской прозы 1950-1990-х годов») 1997 çулта хӳтĕленĕ.

Халĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн культорологи кафедрине ертсе пырать.

Федоров ытларах критикăпа литература пĕлĕвĕнче палăрнă. Вăл 9 кĕнеке çырнă.

Пултарулăх тата ăслăх ĕçĕсем

"Сăнарлă сăмах шыравĕ", "Художественный мир чувашской прозы", "Художественный мир Федора Ухсая", "Иван Мучи пултарулăхĕ". "Ай, мăнтарăн хир мулкачи", "Вăр-вăр кайăк, вăр кайăк" "Туй ачи, пуса ачи" повеçсем.

250 яхăн ăслăх ĕçне хатĕрлесе пичетленĕ, вĕсен шутĕнче чăваш литературипе, историпе тата теорипе 3 монографи, литературăна вĕрентес теорипе тата методологипе 3 монографи, 5 вĕренӳ тата пулăшав кĕнеки.

Чыславсем

  • Раççей Федерацин Çутĕç министерствин Хисеп хучĕ (2005).

Асăрхавсем

Каçăсем