Ӳкĕм: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п Bot: Migrating 1 interwiki links, now provided by Wikidata on d:Q128234
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
2-мĕш йĕрке: 2-мĕш йĕрке:
== Чăваш чĕлхинче ==
== Чăваш чĕлхинче ==
[[Чăваш чĕлхи]]нче пурĕ 8 ӳкĕм. Вĕсен йĕрки, ыйтăвĕсем тата ӳкĕм системине тăвакан [[аффикс]]сем çакнашкал:
[[Чăваш чĕлхи]]нче пурĕ 8 ӳкĕм палăртма йышăннă. Вĕсен йĕрки, ыйтăвĕсем тата ӳкĕм системине тăвакан [[аффикс]]сем çакнашкал:


{| border=1
{| border=1
72-мĕш йĕрке: 72-мĕш йĕрке:
* Павлов И.П. Чăваш чĕлхинчи падежсем çинчен// Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 22. Ч., 1963;
* Павлов И.П. Чăваш чĕлхинчи падежсем çинчен// Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 22. Ч., 1963;
* Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965.
* Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965.
* Ларионов Н. [http://chuvash.org/wiki/Падежсем,%20падежсем... Падежсем, падежсем...] — Хыпар, 243 №, 2005, раштав, 21.

== Асăрхавсем ==
== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}
{{асăрхавсем}}

16:59, 4 Юпа уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

Ӳкĕм (выр. Падеж), — япала ячĕн, хăш-пĕр ылмаш ячĕсемпе хисеп ячĕсен сăмаха улăштаракан морфологи категорийĕ. Шкулсенче вырăс терминĕпе усă кураççĕ. Унчен пĕр тапхăр «вĕçлев» терминпа усă курнă.

Чăваш чĕлхинче

Чăваш чĕлхинче пурĕ 8 ӳкĕм палăртма йышăннă. Вĕсен йĕрки, ыйтăвĕсем тата ӳкĕм системине тăвакан аффикссем çакнашкал:

Ӳкĕм Латтин ячӗ Ыйтăвĕсем Аффиксем
Тĕп Nominativ кам? мĕн?
Камăнлăх Genitiv камăн? мĕнĕн? -ăн (-ĕн)
Пару Dativ кама? мĕне? -а (-е)
Вырăн Locativ камра? мĕнре? -та (-те), -ра (-ре), -че
Туху Ablativ камран? мĕнрен? -тан (-тен), -ран (-рен), -чен
Пĕрлелĕх Commitativ кампа? мĕнпе? -па (-пе), -пала (-пеле), -палан (-пелен)
Çуклăх Caritiv камсăр? мĕнсĕр -сăр (-сĕр)
Пирке Causativ камшăн? мĕншĕн? -шăн (-шĕн)

Юлашки виççĕ ӳкĕмĕ хальтерех пулса кайнă, ыттисем — авалах пулса кайнăскерсем, вĕсем кашни тĕрĕк чĕлхинчех пур.

Кашни ӳкĕм нумай пĕлтерĕшлĕ, вĕсем контекстра палăраççĕ. Пĕр пĕлтерĕшех темиçе падеж кăтартма пултарать. Тĕслĕхрен, вырăн пĕлтерĕшĕ пару (вăрмана), вырăн (вăрманта), туху (вăрмантан), пĕрлелĕх (вăрманпа) ӳкĕмсен пур.

Япала ячĕсен ӳкĕмĕ — чăваш чĕлхин морфологи тытăмĕнчи кăткăс категори. Япала ячĕ ӳкĕм тăрăх улшăннине вĕçленӳ теççĕ. Чăваш чĕлхинче пĕр вĕçленӳ çеç, мĕншĕн тесен кашни ӳкемĕн пĕр аффикс çеç. Кирек мĕнле сăмахран та ӳкĕм форми çав аффикс хушăннипе пулать. Сингармонизм сакунне пула аффикссем икĕ вариантлă (хытă тата çемçе).

Япала ячĕ вĕçленнĕ чухне камăнлăхпа пару ӳкĕмĕнче чăваш фонетикин тĕп законне (икĕ уçă сасă юнашар тăма юратманни) пула морфемăсен чиккинче фонетика улшăнăвĕсем пулаççĕ:

  1. икĕ уçă сасса уйăрма н хупă сасă кĕрсе ларать (лаша + а > ла-шана, ĕне + е > ĕнене);
  2. пĕр уçă сасси тухса ӳкет (пахчаçă + ăн > пахчаçăн, пахчаçă + а > пахчаçа);
  3. пĕр уçă сасси тухса ӳкет, ун умĕнчи хупă сасă вăрăмланать (пулă + ăн > пуллăн, пулă + а > пулла);
  4. сăмах у (ӳ) сасăсемпе пĕтет пулсан, çав cасăсем ă (ĕ) сасăсемпе ылмашаççĕ, сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине в хупă сасă кĕрсе ларать (кĕрӳ + ĕн > кĕрĕвĕн, кĕрӳ + е > кĕрĕве);
  5. и сасăпа пĕтекен сăмахсенче уçă сасăсене уйăрма сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине й хупă сасă кĕрсе ларать (шăши + е > шăшие, пăри + ĕн > пăрийĕн). Хальхи чĕлхере йĕ сыпăк тухса ӳкнипе шăшин, пăрин, тăрин тесе каласси çирĕпленнĕ.

Урăх чĕлхесенче

Вырăс чĕлхинче 6 ӳкĕм. нимĕç чĕлхинче 4 ӳкӗм. Удмурт чĕлхинче 15 ӳкӗм. Тапассарансен чӗлхинче хĕрĕх виççĕ[1].

Вуламалли

  • Иванов А.И. К вопросу о падежах в чувашском языке в связи с изучением специфики его // Учен зап ЧНИИ. Вып. 8. Ч., 1953;
  • Андреев Н.А. Имя существительное // Материалы по грамматике чувашского языка. Ч., 1957;
  • Павлов И.П. Чăваш чĕлхинчи падежсем çинчен// Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 22. Ч., 1963;
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965.
  • Ларионов Н. Падежсем, падежсем... — Хыпар, 243 №, 2005, раштав, 21.

Асăрхавсем

Каçăсем