Ӳкĕм: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни) Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
|
(уйрӑмлӑхсем ҫук)
|
16:24, 9 Чӳк уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси
Ӳкĕм (выр. Падеж), — япала ячĕн, хăш-пĕр ылмаш ячĕсемпе хисеп ячĕсен сăмаха улăштаракан морфологи категорийĕ. Шкулсенче вырăс терминĕпе усă кураççĕ. Унчен пĕр тапхăр «вĕçлев» терминпа усă курнă.
Чăваш чĕлхинче
Чăваш чĕлхинче пурĕ 8 ӳкĕм палăртма йышăннă. Вĕсен йĕрки, ыйтăвĕсем тата ӳкĕм системине тăвакан аффикссем çакнашкал:
Ӳкĕм | Латтин ячӗ | Ыйтăвĕсем | Аффиксем |
Тĕп | Nominativ | кам? мĕн? | — |
Камăнлăх | Genitiv | камăн? мĕнĕн? | -ăн (-ĕн) |
Пару | Dativ | кама? мĕне? | -а (-е) |
Вырăн | Locativ | камра? мĕнре? | -та (-те), -ра (-ре), -че |
Туху | Ablativ | камран? мĕнрен? | -тан (-тен), -ран (-рен), -чен |
Пĕрлелĕх | Commitativ | кампа? мĕнпе? | -па (-пе), -пала (-пеле), -палан (-пелен) |
Çуклăх | Caritiv | камсăр? мĕнсĕр | -сăр (-сĕр) |
Пирке | Causativ | камшăн? мĕншĕн? | -шăн (-шĕн) |
Юлашки виççĕ ӳкĕмĕ хальтерех пулса кайнă, ыттисем — авалах пулса кайнăскерсем, вĕсем кашни тĕрĕк чĕлхинчех пур.
Кашни ӳкĕм нумай пĕлтерĕшлĕ, вĕсем контекстра палăраççĕ. Пĕр пĕлтерĕшех темиçе падеж кăтартма пултарать. Тĕслĕхрен, вырăн пĕлтерĕшĕ пару (вăрмана), вырăн (вăрманта), туху (вăрмантан), пĕрлелĕх (вăрманпа) ӳкĕмсен пур.
Япала ячĕсен ӳкĕмĕ — чăваш чĕлхин морфологи тытăмĕнчи кăткăс категори. Япала ячĕ ӳкĕм тăрăх улшăннине вĕçленӳ теççĕ. Чăваш чĕлхинче пĕр вĕçленӳ çеç, мĕншĕн тесен кашни ӳкемĕн пĕр аффикс çеç. Кирек мĕнле сăмахран та ӳкĕм форми çав аффикс хушăннипе пулать. Сингармонизм сакунне пула аффикссем икĕ вариантлă (хытă тата çемçе).
Япала ячĕ вĕçленнĕ чухне камăнлăхпа пару ӳкĕмĕнче чăваш фонетикин тĕп законне (икĕ уçă сасă юнашар тăма юратманни) пула морфемăсен чиккинче фонетика улшăнăвĕсем пулаççĕ:
- икĕ уçă сасса уйăрма н хупă сасă кĕрсе ларать (лаша + а > ла-шана, ĕне + е > ĕнене);
- пĕр уçă сасси тухса ӳкет (пахчаçă + ăн > пахчаçăн, пахчаçă + а > пахчаçа);
- пĕр уçă сасси тухса ӳкет, ун умĕнчи хупă сасă вăрăмланать (пулă + ăн > пуллăн, пулă + а > пулла);
- сăмах у (ӳ) сасăсемпе пĕтет пулсан, çав cасăсем ă (ĕ) сасăсемпе ылмашаççĕ, сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине в хупă сасă кĕрсе ларать (кĕрӳ + ĕн > кĕрĕвĕн, кĕрӳ + е > кĕрĕве);
- и сасăпа пĕтекен сăмахсенче уçă сасăсене уйăрма сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине й хупă сасă кĕрсе ларать (шăши + е > шăшие, пăри + ĕн > пăрийĕн). Хальхи чĕлхере йĕ сыпăк тухса ӳкнипе шăшин, пăрин, тăрин тесе каласси çирĕпленнĕ.
Урăх чĕлхесенче
Вырăс чĕлхинче 6 ӳкĕм. нимĕç чĕлхинче 4 ӳкӗм. Удмурт чĕлхинче 15 ӳкӗм. Тапассарансен чӗлхинче хĕрĕх виççĕ[1].
Вуламалли
- Иванов А.И. К вопросу о падежах в чувашском языке в связи с изучением специфики его // Учен зап ЧНИИ. Вып. 8. Ч., 1953;
- Андреев Н.А. Имя существительное // Материалы по грамматике чувашского языка. Ч., 1957;
- Павлов И.П. Чăваш чĕлхинчи падежсем çинчен// Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 22. Ч., 1963;
- Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965.
- Ларионов Н. Падежсем, падежсем... — Хыпар, 243 №, 2005, раштав, 21.
Асăрхавсем
- ^ Чи хитре чĕлхе, Э.В. Фомин, стр. 42
Каçăсем
Морфологи |
|
---|---|
Тĕп ăнлавсем |
Морфема • Тымар • Аффикс: суффикс, префикс, циркумфикс, инфикс, трансфикс, интерфикс, дисфикс, флекси • Нулле аффикс • Форматив • Морфемика • Сăмах пулăвĕ • Сăмах улшăнăвĕ • Формăтăвăм • Грамматикăлла форма • Грамматикăлла пĕлтерĕш • Таксис • Грамматика категорийĕ • Актантлă дериваци • Майлашăнулла класс • Граммема • Парадигма • Лексема • Сăмах-форма • Пуплев пайĕ |
Пайăр çынсем | |
Çыхăннă темăсем | |
Грамматикăлла категорисем |
Агенс • Камлăх-мĕнлĕх • Аспект • Ӳкĕм • Инклюзив • Танлаштару капашĕсем • Шаблон:Куçармалла 2 • Эвиденциаллăх • Шаблон:Куçармалла 2 • Несĕл • Адмиративлăх • Модаллĕх • Тайăм • Ят сăмахĕсен класĕ • Сăпат • Хисеп • Шаблон:Куçармалла 2 • Вăхăт • Актуаллăх • Куçăмлăх • Валентлăх • Салук • Шаблон:Куçармалла 2 |
Фонетика тата фонологи • Синтаксис • Портал:Лингвистика |