Пифагор: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
58-мĕш йĕрке: | 58-мĕш йĕрке: | ||
[[Категори:Пирĕн эрăччен VI ĕмĕр]] |
[[Категори:Пирĕн эрăччен VI ĕмĕр]] |
||
[[Категори:Пифагорейсем]] |
[[Категори:Пифагорейсем]] |
||
[[Категори: |
[[Категори:Астрономсем, алфавитпа]] |
||
[[Категори:Досократиксем]] |
[[Категори:Досократиксем]] |
||
[[Категори:Натурфилософсем]] |
[[Категори:Натурфилософсем]] |
20:29, 6 Раштав уйӑхӗн 2017 вӑхӑтри верси
Пифагор | |
Çуралнă вăхăт: | п. эрч. 570 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Самос, Иона Пĕрлешĕвĕ |
Çуралнă вăхăт: | п. эрч. 495 |
Вилнĕ вырăн: | Метапонт, Лукания, Аслă Греци |
Шкул/йăла: | Пифагореизм |
Тапхăр: | Авалхи грек философийĕ |
Тĕлĕ: | Анăçри Философи |
Тĕп кăсăксем: | философи, авалхи грексен математики, мусăк гармонийĕ, этика, политика |
Витĕм кӳнĕ: | Фалес Милетсем, Анаксимандр, Зороастр[1] |
Хыççăнхисем: | Филолай, Алкмеон Кротонский, Парменид, Платон, Евклид, Эмпедокл, Гиппас, Кеплер |
Самос Пифагорĕ (ав.гр. Πυθαγόρας ὁ Σάμιος, лат. Pythagoras; пирĕн эрăччен 570—490 çç.) — авал грексен философĕ, математикаĕ, пифагорейсен тĕн философийĕ шкулне туса хураканĕ.
Кун-çулĕ
Пифагорăн ашшĕ Мнесарх, амăшĕ Партенида Самосран. Мнесарх чул касакан пулнă (Диоген Лаэртский); Порфирий сăмахĕсемпе вăл Тир пуян сутăçĕ, выçлăх çулĕнче халăха çăкăрпа тăрантарнăшăн самос гражданлăхне тивĕçнĕ. Пĕрремĕш версийĕ килĕшӳллĕрех, мĕншĕн тесен Павсаний Пифагорăн арçын йĕрĕпе пелопоннес Флиунтĕнчен Самоса тарнă Гиппас тытса пырать, вăл Пифагора ват асатте пулать.[2] Партенида (упăшки ăна Пифаида ята куçарнă) на Самосра грексен колонине йĕркеленĕ Анкей чаплă ăратĕнчен. Ача çуралассине Дельфăри пифи (юмăç) каланă , çавăнпа Пифагора çак ята тивĕçтернĕ.
Çамрăклăхра Пифагор икĕпат жрецĕсен ăсчаслăхĕпе вăрттăн ăслăлăхĕсене туянма Икĕпата тухса каять. Диоген тата Порфирий çырнипе, самос тиранĕ Поликрат Амасис фараонĕ патне Пифагора ырлă сĕнӳ çырăвĕпе ăсатнă, çавна пула ăна пытанчăклăхсене тĕпчесе вĕренме ирĕк панă.
Ямвлих çырать, 18 çулхи Пифагор тăван утравĕнчен тухса çут тĕнчен чылай кĕтесĕсенчи ăсчахсемпе тĕл пулса калаçса, Икĕпата çитет, кунта 22 çул пурăнать. Пирĕн эрăччен 525 çулта Икĕпата перси патши Камбиз çĕнсе илет, тыткăна илнĕ Пифагора Вавилона çитереççĕ. Унта вара Пифагор 12 çул ирттерет, магсемпе вăхат ирттерет. Самоса 56 çул тултарсан çеç таврăнать.
Философи вĕренĕвĕ
Каçăсем
- Ямвлих, Пифагор пурнăçĕ çинчен
- Диоген Лаэртский, Пифагор
- Порфирий, Пифагор пурнăçĕ.
- Бертран Рассел, Анăç философин историйĕ
- Pythagoras of Samos (The MacTutor History of Mathematics archive)
- Stanford Encyclopedia of Philosophy: Pythagoras
- «Золотые стихи» пифагорейцев в Библиотеке Александра Кобринского
- Бесонид, Пифагорово Слово