Ылмаш (пуплев пайĕ): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Пĕр сăмахĕ те тĕрĕс мар
Тэг: тасатасси
1-мĕш йĕрке: 1-мĕш йĕрке:
'''Ят вырăнĕ''', — ят сăмахсен ([[япала ячĕ]]сен, [[паллă ячĕ]]сен, [[хисеп ячĕ]]сен) пĕлтерĕшĕсене пĕтĕмĕшле палăртакан, анчах вĕсен ячĕсене кăтартман [[пуплев пайĕсем|пуплев пайĕ]] (''эпĕ, эсĕ, вăл, хам, хăй, ку, çак, леш, кам, мĕн, мĕнпе''). Ят вырăнĕ ячĕ конкретлă пĕлтерĕшĕ [[пуплев]]ре çеç палăрать. [[1920-мĕш çулсем|1920]]-[[1930-мĕш çулсем|1930]] çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче '''ылмаш''' терминпа усă курнă. Кампа? Манпа, Санпа, Викторпа, Кам пек? Ман пек, Сан пек, Виктор пек ят вырăнне тенине пĕлтереть.

Пĕлтерĕшĕпе грамматика паллисем тăрăх ят вырăнĕ ячĕсем тĕрлĕ пуплев пайĕсем евĕрлĕ:
* япала ячĕ пек (''кам, мĕн, эпĕ, эсĕ, вĕсем'')
* паллă ячĕ пек (''мĕнле, леш, нимĕнле, ку, çак'')
* хисеп ячĕ евĕрлĕ ([[миçе, мĕн чухле]])

Чăваш чĕлхинче ят вырăнĕ ячĕсем çичĕ ушкăна уйрăлаççĕ:
* сăпат (''эпĕ, эсĕ, вăл'')
* таврăну (''хам, ху, хăй'')
* кăтарту (''ку, çакă, çавă, лешĕ, хайхи'')
* ыйту (''кам? мĕн? мĕнле? еппе? миçе? хăш?'')
* çуклăх (''никам, нимĕн, нимĕнле, ниепле, нихăш'')
* паллă мар (''такам, темĕн, темĕнпе, тепле, тахăш, темиçе'')
* паллă (''пур, пурте, пĕтĕм, мĕнпур, ытти, кашни, харпăр, урăх, тепĕр'')

Япала ячĕ евĕрлĕ ят вырăнĕ ячĕсем пурте вĕçленеççĕ, нумай хисепре пулаççĕ (''эпе — эпир, вăл — вĕсем, хам — хамăр, кам — камсем, çав — çавсем'').

Сăпат местоименийĕн пуçламăш форми вĕçленӳ [[парадигма|парадигминче]] тĕп [[ӳкĕм]]ре çеç сыхланса юлать, ытти ӳкĕмсенче сăмах тĕпĕ улшăнать (эпĕ — манăн, мана, эсĕ — санăн, сана...).

Таврăну ят вырăнĕ ячĕсем сăпат тата хисеп тăрăх улшăнаççĕ (1 с. хам — хамăр, 2 с. ху — хăвăр, 3 с. хăй — хăйсем); япала ячĕсем пекех вĕçленеççĕ.

Çуклăх тата паллă мар ят вырăнĕ ячĕсем — пулăвĕ тĕлĕшĕнчен иккĕмĕшле сăмахсем:
* çуклăх местоимени ыйту ят вырăнĕ ячĕ умне '''ни''' [[префикс]] кĕрсе ларнипе пулнă (''никам, нимĕн, ниепле'');
* паллă мар местоимени те ыйту ят вырăнĕ ятĕнчен пулнă, анчах кунта '''та (те)''' [[префикс]] кĕрсе ларать (''такам, темĕн, тепле'').

Ыйту ылмаш ячĕсем пуплеври [[хутсăр сĕнӳ]]сене ыйтуллă тăваççĕ (''Кам калас тет? Кам пĕлет?''). [[Хутлă сĕнӳ]]ре вĕсем пăхăнуллă сĕнӳре тĕп [[сĕнӳ]]пе çыхăнтарма пулăшаççĕ (''Кам ĕçлемест, çав çимест'').

Хăш-пĕр ятсен хыççăн '''пек''' вырăнне '''-ашкал (-ешкел)''' [[аффикс]]ĕ пулма пултарать (''ман пек, сан пек, пирĕн пек''), ун пек формăна ылмаш ячĕ евĕрлĕх форми теççĕ. Вăл сăпат, таврăну тата кăтарту местоименисенчен пулать (''сан пек, хăвăн пек, çавăн пек''). Кун пек формăри ылмаш ячĕ ытларах япала ятне ăнлантарать, [[глагол]]па та çыхăнма пултарать.
[[Синтаксис]] тĕлĕшĕнчен ылмаш ячĕсем сĕнӳн пур пайташĕсем те пулма пултараççĕ.

== Вуламалли ==
* Андреев Н.А. Местоимение // Материалы по грамматике современного чувашского языка Ч., 1957;
* Павлов И.П. Хальхи чăваш чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
* Сергеев Л.П , Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи Ш., 1988.

{{Пуплев пайĕсем}}
{{ling-stub}}
[[Категори:Пуплев пайĕсем]]

06:28, 19 Раштав уйӑхӗн 2018 вӑхӑтри верси