Сергеев Леонид Павлович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
63-мĕш йĕрке: 63-мĕш йĕрке:
== Каçăсем ==
== Каçăсем ==
* [http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=2451 Чувашская энциклопедия]
* [http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=2451 Чувашская энциклопедия]
* [http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchy_0_0000123.pdf Л.П. Сергеев. Чăваш чĕлхи 5. 5-мĕш класри чăваш чĕлхи урокĕсем]
* [http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchy_0_0000123.pdf Сергеев Л.П. Чăваш чĕлхи 5. 5-мĕш класри чăваш чĕлхи урокĕсем]


{{Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕсем}}
{{Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕсем}}

18:01, 21 Раштав уйӑхӗн 2018 вӑхӑтри верси

Фёдоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Сергеев Леонид Павлович
Çуралнă вăхăт: 1929, çĕртме, 3
Çуралнă вырăн: Çурлатăри ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: Филологи, диалектологи
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: Чăваш патшалăх педагогика университечĕ

Сергеев Леонид Павлович (1929, çĕртме, 3, Çурлатăри ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ. Раççей Федерацийĕн (2002) тата Чăваш Республикин (1990) тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ. Чăваш Енĕн Патшалăх парнин лауреачĕ (1992), Чăваш Енĕн Ăслăхпа ӳнер наци академийĕн Н. И. Ашмарин ячĕллĕ парне лауреачĕ (2002). 2000 çулта Раççей Федерацийĕн профессиллĕ аслă пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ ятне панă[1]

Пурнăçĕ

1929 çулхи çĕртме уйăхĕн 3 Муркаш районĕнчи Çурлатăри ялĕнче çуралнă.

1950 çулта Чăваш патшалăх пединститучĕн филологи факультетне, 1964 çулта чăваш чăлхипе литература кафедрин аспирантурине пĕтернĕ. Вĕрентекен, шкул директорĕ, районти çутĕç пайĕн пуçлăхĕ, ăслăлăх сотрудникĕ пулнă. Пĕр вăхăт Ăслăлăх тĕпчевĕсен институчĕн (халĕ ЧПГĂИ) чĕлхе пайне, вун икĕ çул (1972-1984) РСФСР Çутĕç министерствин Наци шкулĕсен ăслăлăх тĕпчев институчĕн Шупашкарти лабораторине ертсе пынă.

1984—1991 çулсенче педагогика институчĕн пуçламăш вĕрентӳ кафедрин тата чăвашпа вырăс чĕлхисен кафедрин пуçлăхĕ пулнă. Халĕ — педуниверситетăн чăваш чĕлхи кафедрин профессорĕ.

«Чăваш чĕлхин Вăрмар калаçăвĕ» темăпа кандидат диссертацине (1965), «Чăваш чĕлхин диалект системи (Диалектологи атласĕ)» темăпа доктор диссертацине (1973) хӳтĕленĕ. 300 ытла ăслăлăх, вĕренӳ, вĕрентӳпе меслетлĕх ĕçĕсен авторĕ. Наука шыравĕсен тĕп теми — тĕрлĕ вырăнти чăвашсен калаçу уйрăмлăхĕсем. Унăн ĕçĕсене В.М. Жирмунский, М.Ш. Ширалиев (Баку) академиксем, Ш.Ш. Сарыбаев профессор (Алма-Ата) тата ытти паллă ученăй-диалектологсем пысăк хак панă.

Леонид Павлович чăваш лексикографине те чылай пуянлатрĕ: «Чăваш чĕлхин тӳнтер словарьне», «Чĕлхе терминĕсен ăнлантаруллă словарьне», тĕрлĕ йышши фразеологи, синонимсемпе антонимсен тата орфографи словарĕсене пичетлесе кăларчĕ.

Ача сачĕнчен пуçласа аслă шкул таранах Леонид Сергеев ăсталанă вĕренӳ кĕнекисемпе усă кураççĕ. Аслă шкулсем валли кăна 9 вĕренӳ кĕнеки пичетлесе кăларнă, вĕсенчен пĕри — «Чăваш чĕлхи» (ăна çырма В.И.Котлеев хутшăннă) Чăваш Республикин Патшалăх премине илме тивĕç пулнă.

Леонид Сергеев гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх канашĕн йышне кĕрет, аспирантсене ертсе пырать.

Ăслăх ĕçĕсем

  • Чăваш чĕлхин диалектологи словарĕ. Ш., 1968;
  • Чăваш диалектологийĕ. Аслă шкулсен вĕренӳ кĕнеки. Ш., 1992;
  • Чăваш чĕлхи. Аслă шкулсен чăваш филологи факультечĕссм валли. Ш., 1993;
  • Кивĕ чăваш çырулăхĕ. Вĕренӳ кĕнеки. Ш., 1988;
  • Чăваш чĕлхи методики. Пуçламăш шкул учителĕсемпе вĕсене хатĕрлекен факультет студенчĕсем валли. Ш., 2002 (ытти авторсемпе пĕрле);
  • Моргаушский район. Краткая энциклопедия. Ч., 2002.

Вуламалли

  • Тепляшина Т.И. Л.П. Сергеев. Диалектологический словарь чувашского языка. Ч., 1968. // Советское финноугроведение. Уфа, 1969;
  • Чернов М.Ф. Чăвашсен паллă диалектологĕ // Ялав. 1979. 6 №;
  • Павлов И.П. Чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи // Тăван Атăл. 1979. 6 №;
  • Петров Н.П. Первое вузовское//Сов. Чувашия. 18.1.1989;
  • Горшков А.Е. Паллă профессорăн çĕнĕ кĕнекисем // Хыпар. 27.1.1996;
  • Федотов М.Р. Пурсăмăра та кирлĕ грамматика // Ком. ялавĕ. 14.1.1989.

Асăрхавсем

Каçăсем