Такана: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
198-мĕш йĕрке: 198-мĕш йĕрке:
{{Çĕрпӳ районĕ}}
{{Çĕрпӳ районĕ}}


[[Категори:Чăваш Енри Çĕрпӳ районĕн ялĕсем]]
[[Категори:Çĕрпӳ районĕн ялĕсем]]

16:03, 18 Пуш уйӑхӗн 2019 вӑхӑтри верси

Такана
Takana
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Çĕрпӳ
Ял тăрăхĕ Паваркасси
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 429914
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001

Такана, Takana(выр. Таганы) — Чăваш Республикин Çĕрпӳ районĕнчи ял. Ялти 103 ҫуртра 153 ҫын пурӑнать.[1]

Тавралăхĕ

Кĕçĕн Çавалăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Шупашкар - Канаш трассăран асфальт çулĕ кĕрет.

Топонимика

Такана ял пулăвне ăслăхра çапла ăнлантарма май пур.

  • Такана<др.-чув.tдhдnдj,совр.чув.такана «ночва, корыта - для купания детей(Ашм.VIII,156)»
  • Такан< такан «подкова».

Ӗлĕк ялта 150 кил патнех пулнă, халĕ вара ял ватă: пурĕ 120 кил-çурт пулсан, пурăнаканни 80 кил анчах...

Мĕнле çынсем пурăннă-ха ку ялта? Хальхи вăхăтра таканасене пĕлмен чăваш çук та пулĕ. Чăн-чăн кăçат йăвалакан ăстасем çакăнта пурăнаççĕ те. Çак ĕç йĕркине пĕлмен, кăçат йăваламан çемье те çук кунта. Ачисене те ирех çак ăсталăха вĕрентсе ӳстерет. Ял халăхĕн пахча-çĕрмесем хĕсĕк пулнăран çĕр тупăшĕпе укçа-тенкĕ тума май пулман, çавăнпа урăх ĕçе вĕренме тивнĕ.

1930-мĕш çулсенче таканасем кăçат йăвалас ăсталăха алла илеççĕ. Урăх ăстасем те ялта пулман мар. Акă илер-ха Филиппов Никифор Филипповича. Вăл ăсталанă çӳпçе-каткана, чĕрес-сопнине ку тăрăхри ялсенче тытса пăхман чăваш çук та пулĕ.

Кашни самантăн, вăхăчĕн хăйĕн йĕрки,çынни. Çапла пулнă Таканара та. Ӗлĕк кӳршĕре пурăнакан ялсем таканасенчен шикленнĕ, мĕншĕн тесен ку ялта хура юпа лартма шутланă. Сăлтавĕ те пулнах-тăр çав. Ялти улшуçсем, Микуçпа Уйăп, мĕн чул лаша вăрласа тутарсене сутман-ши. Вĕсен килĕнче те лаша хупмалли е пытармалли вырăнсем çĕр айĕнче пулнă теççĕ, пырса пăхсан та никам тупайман. Ял халăхĕ аса илнĕ тăрăх, çак вăрăсем кӳршĕ ялсен лашисене тĕкĕнмен, аякри ялсене вăрлама çӳренĕ. Çула тухмалли лашисене те аш çитернĕ-мĕн вĕсем. Çĕр каçа 100 çухрăм чупма пултарайман лаша-лаша-и вăл тенĕ пулать Микуç мухтанса.

Урамсем

Такана ялĕ тăватă урамран тăрать, анчах хăшĕ маларах пуçланнине калаймарĕç ватăсем.

Аслă урам < аслă «широкий»+урам «улица». Ку урам ыттисемпе танлаштарсан сарлакарах. Ӗлĕк çак урамра çамрăксем вăййа пуçтарăннă. Ӳсĕме кура икĕ тĕлте вăйă иртнĕ:айванраххисем-Ильин Германсен вырăнĕнче (ку вырăнта хушă пулнă), аслăраххисем — Гордеев Макарсен тĕлĕнче. Пĕр вăхăтрах елюкассисемпе Такана яш-кĕрĕмĕ юрласа ярсан, Кĕçĕн Çавал тăрăх каçхи юрă инçе-тнçе кайнă, хăйĕн асамлăхĕпе тыткăнланă.

Тепĕр урамĕ — Хыçалти урам. Ялăн хĕвел анăç енче вырнаçнă.

Çавал еннерех вырнаçнă урама Шалтикас теççĕ.

Çавал хĕррипе тăсăлакан тепĕр пĕчĕк урама Çырмакас теççĕ.

Çуркуннехи хĕвел Кĕçĕн Çавал хĕрринче юра ирĕлтерсен, ача-пăча кунтан татăлман. Тин çеç тухнă тăпра çинче (сăрт çамкинче ) тĕрлĕ вăйĕ йĕркеленĕ. Кив çăпатасене сĕтĕрсе лав турттармалла вылянă. Юç сăмсинчен кăвак тăм кăларса тĕрлĕ кĕлеткесем ăсталанă, лавкалла вылянă.

Такана çумĕпе Кĕçĕн Çавал юхса иртет.Çуркунне пулсан шыв самаях улăха тухса каять.

Таканасем каланă тăрăх Микула ятлă пуян çыннăн Çавал çинче 7 арман пулнă, ун патне ĕçлеме тата авăртма е çăм таптарма çӳренĕ. Микула никамран та хăраман , яланах пĕччен çӳренĕ ,анчах вăрă-хурах тапăнни те пулман мар. Апла пулин те çак чее те ăста пуян хăйне кӳрентерекенсене тавăрма яланах май тупнă. Халăхра ăна асамлă Микула тенĕ, темле вăйпа усă курма пĕлет тесе шутланă ун пирки. Хăй патĕнче ĕçлеме те тӳрĕ чунлă çынсене çеç илнĕ тет. Çырмакасран Шăхале каймалли çула Микула халăха чул кăларттарса сартарать, мĕншĕн тесен çул шурлăхлă пулнă. Чул сарса çул тунă хыççăн Микулан Шăхальти арманне халăх йышлă çӳреме тытăнать.

Вăрмансем

Такана тăрăхĕ вăрмансемпе пуян мар, анчах ватăсем каланă тăрăх хăш пĕр çырма – çатрасенче вăрмансем пулни паллă, хĕллехи сивĕ кунсенче хутма вут-шанкă кирлĕрен касса пĕтернĕ имĕш.

Чурачăкран Таканана тӳртен пырса кĕнĕ тĕлте пĕр пысăках мар вăрман пур. Раççа < рус. «роща»теççĕ ăна халăхра. Çак вăрмана вăрçă вăхăтăнче ял халăхне вутлăх касма пайласа панă. Тĕпĕ-йĕрĕпех касса пĕтернĕ ăна таканасем, анчах кайран хунавран çĕнĕ вăрман ӳснĕ. Ӗлĕк кунта шĕшкĕ йывăççи нумай пулнă теççĕ.

Раççаран хĕвел тухăçнерех вырнаçнă тепĕр пĕчĕк вăрмана Упа кати теççĕ. Хăй пысăках мар пулин те кăмпа-çырлапа пуян çак вăрман. Хăшăсем Раççапа Упа катине лартса ӳстернĕ вĕрмансем теççĕ, теприсен шухăшĕпе çак вăрман лаптăкĕсем авалхи вăрмансенченех юлнăскерсем.

Упа кати çумĕнче икĕ уйрăлса тăракан лаптăк пур: пĕри – Пĕчĕк ката, тепри – Пысăк ката.

Варсемпе сăртсем

Такана çырма-çатра хушшинче ларать. Ялăн хĕвел- анăç енче Мăн сăрт пур. Унччен тыр-пул аван туса илнĕ пулсан, халĕ вара çерем ути пусса кайнă, шарлак çăмăрсем хыççăн карта кăмпи пуçтарма çӳрет ял халăхĕ.

Чурачăкран Таканалла килнĕ çул çинче пĕр айлăклă вырăн пур. Ӗлĕк çурхи шыв çак вырăна питĕ вăйлă капланса аннă тет. Пĕррехинче çуна лавĕпе пыракан çынна та юхтарса кайнă-мĕн. Ял çыннисем çурхи шывпа кĕлет те юхса кайни çинчен калаççĕ. Çавăнтан Кĕлетлĕ вар теме тытăннă. Аслă çул тунă хыççăн çурхи шыв çулĕ питĕрĕннĕ. Халĕ ун пек шыв капланса килмест.

Упа кати çумĕнчи çырмана Палăк вар < антр. Палей [Магн., 5604]. Ку çырма Паваркасси енчен (Киремет айĕнчен) ял еннелле тăсăлакан çырма. Авал кунта вăрман кашланă тет, улмуççи тункатисем ларнине хальхи ватăсем те астăваççĕ. Çырми питĕ тарăн пулнăран ял халăхĕ анса хăпарма та шикленсе тăнă.

Аслă çул çине тухнă чух сылтăм енче çырма юлать – Киван вар: кив +ана + вар. Ку варта курăк лайăх çитĕннĕ, ял халăхĕ утă хатĕрленĕ. Йĕрĕхпе Такана хушшинче (Çавал хĕрринчи) çырмана-Аппас вар<антр. Апась [Магн.,623]+вар<<овраг>>теççĕ.

Хальхи хăмла пахчи çумĕпе тăсăлакан айлăк çырмана Рахчавар: раща <<роща>>+вар <<овраг>> теççĕ.

Ку варсенче халĕ ял кĕтĕвĕ çӳрет. Таканасен чи начар, тулăхсăр çĕрĕсем Пӳркеш сăртĕнче <антр. Буршей [Магн., 1453]+сăрт <<холм>> шутланнă. Колхоз тунă тапхăрта инхозсене çак вырăнта çĕр касса панă теççĕ. Ялти ватăсем ун чухнехи такмак йĕркисене халĕ те манмаççĕ-ха.

Инхоз сана, тав сана,
Пӳркеш сăрчĕ на сана.
Колхоз сана, тав сана,
Тислĕк ани на сана.
Тулă акса тулă ту.
Тулă пăтти çисе пур(ă)н.

Хыçалти урам хыçĕнчи чи тарăн çырма – Çурт вырăн çырми. Мĕн авалтан ял халăхĕ кăмака тума тăм илме çакăнта çӳренĕ. Ӗлĕкрех чул пӳрт тума чул та кăларатчĕç,халĕ чулĕ пĕтрĕ, - теççĕ ватăсем.

Улпут тарçине вĕлернĕ çырмана Чура сăрчĕ < чура «раб» + сăрт «холм» тенĕ.

Çăлсем

Ял çырмаллă вырăнта ларать пулин те çăлкуçсемпе пуян теме çук. Чи вăйлă та сиплĕ çăлкуç вăл – Чашлама.Аслă çарантан юхса тухса Кĕçĕн Çавала васкать. Ялтан инçерех вырнаçнă пулсан та çынсем Чашлама шывне пураксемпе ăса-ăса кайнă. Таканасем çеç мар, кӳршĕ ялсенчен те сиплĕ шыва ăсма çӳренĕ тет. Халĕ ял халăхĕ шыв ăсма кунта çӳремест. Иртсе çӳрекен çеç ăш хыпсан Чашлама шывне тăраниччен ĕçет. Карланкана хытаракан шыв мар, çемçе шыв теççĕ ватăсем. Çăлкуçĕ халĕ те ĕлĕххи пекех вăйлă тапса тăрать.

Ялта,Çырмакасси урамĕнче, Юççи çăлкуçĕ < антр. «Люся» çăл куçĕ. Çакăнтах тепĕр çăлкуç - Тимĕрç çăлĕ пур. Çынсем астăвасса Михаля ятлă тимĕрçĕн кил-çурчĕ те тимĕрç лаççипе юнашарах пулнă, çăлкуçĕ те çумра. Çак çăлкуçсенчен таканасем халĕ те шыв ăсаççĕ.

Хурнуй пуссинче ĕçлесе ăш хыпсан шыв ĕçме Юркка çăлне кайнă. Чи малтан Юркка ятлă чăваш çăл чавса кăларать, пура лартать.Çапла çăлкуç ячĕ те паянхи кунчченех ун ячĕпе çӳрет.

Кун-çулĕ

Çавал хĕрне килсе вырнаçнă ял историйĕ хăйне евĕр кăткăс. Ватăсем астăвасса Такана ялĕ халь вырнаçнă вырăнта пулман. Чи малтанах таканасем Хурнуй çумĕнчи çырма пуçĕнче (Вутлан чиккинче теççĕ ватăсем) пурăннă тет.

Анчах пĕррехинче ялта пушар тухать. Ял çумĕнче нимĕнле шыв та пулман пирки халăх вут-кăвара пусараймасть, çапла ял вырăнĕ кĕл купи çеç пулса юлать. Çуннă ял вырăнне чăваш çĕнĕрен кил-çурт çавăрмасть, урăх вырăн шырать. Кĕçех Кĕçĕн Çавал леш енчи (хевел тухăç енчи) сăрта, Йĕрĕх вăрманĕ çумнерех, куçса килеççĕ. Анчах кунта та тĕпленсех лармаççĕ, шыв инçерех пулни шутлаттарать. Сăртран аяларах, лапамра,илемлĕ вырăн асăрханă. Вăйлă çăлкуçĕ те, çумрах Кĕçĕн Çавалĕ те - халăхăн тахçанхи ĕмĕчĕ.

Çапла Чашлама çăлкуçĕ çумĕнчех ял çĕкленет. Питĕ аван, мĕнле вырăн. Савăнса пурăн çеç темелле, анчах ял халăхне инкек ку вырăна куçсан та йĕрлеме пăрахмасть-ха: ачасем шывра путса вилме пуçлаççĕ. Аптранă енне пиччĕшĕпе шăллĕ Кĕçĕн Çавал тăрăх кăшт кăнтăрарах кайса, юхан шывăн сулахай енне, кил-çурт çавăраççĕ. Ку вăл 1800-мĕш çулсенче пулнă пулмалла теççĕ ватăсем.Чашлама çумĕнчи ял çыннисем те çĕнĕ вырăна куçма тытăнаççĕ.

Этимолои

Çĕнĕ вырăнта çĕн пӳрт ĕçкисем пуçланаççĕ. Хăнана пуçтарăннă çынсем яла мĕн ят памалли çинчен тавлашсах калаçнă. Ял çыннисенчен пĕри çапла сĕннĕ: «Çĕн вырăнта, çĕн пӳртре пĕрремĕш парне такана пулчĕ, апла пулсан яла та Такана тесе калас».Пурте çак шухăшпа килĕшнĕ имĕш.

Ял ячĕ пирки халăхра çакăн пек шухăш та пур.Такана ялне виçĕ енчен виçĕ тарăн çырма хупăрласа тăрать.Çӳлтен пăхас пулсан чăн-чăн лаша таканĕ теççĕ пĕрисем,теприсем ӳпĕнтернĕ такана пек теççĕ.Тен,çавăншăн Такана темен-ши?

Ял XX ĕмĕрте

1917 çулччен Хусан кĕпернинчи Çĕрпӳ уесĕн Чурачăк вулăсне кĕнĕ.

Шкул историйĕ

Такана ялĕшĕн шкул уçни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Шкула уçма 1913 çулта Земски пухăвĕнче шутланă. Ялти шкул тăватă класлă пулнă. Ăна 1982 çулта ачасем сахал пирки хупнă. Ачасем Чурачăк шкулне çӳреме пуçланă. Халĕ пирĕн ял ачисене Чурачăк шкулне автобус турттарать.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Урамсем

Ялта пурĕ ултă урам: Хыçалти урам (выр. Задняя); Аслă урам (выр. Центральная); Шалтикас (выр. Шалтикас); Çырмакас (выр. Овражная); Колхоз урамĕ (выр. Колхозная); Кукăр урам (выр. Кривой переулок).

Организацисем (йĕркелӳ вырăнĕсем)

  • Такана ялĕн фельдшер пункчĕ;
  • Такана ялĕн культура çурчĕ.

Такана ачисем Чурачăкри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула вĕренме çӳреççĕ.

Этеплĕхĕ

Çăвасемпе Киремет вырăнĕсем

Ял халăхĕ мĕн астăвассах вилĕ пытарма Чурачăка çӳренĕ. 1968 çулта çеç таканасене Раççара (ял çумĕнче вăрманта) çăва вырăнĕ касса параççĕ, чи малтан Лукаç ятлă çынна пытараççĕ.

Выльăх çăви Чашлама патĕнче, çӳлерех пулнă. Халĕ унта пытармаççĕ.

Çурт вырăн çырминче çеремлĕрех лапам вырăн пур. Кунта йывăçсем те пулнă тет, халĕ темиçе хурăн çеç ӳсет. Таканасен киремет вырăнĕ пулнă кунта. Ватăсем каланă тăрăх, çак лапама шăпăрпа шăлса тăнă. Инкек-синкек килсе тухсан киремете килсе парне панă, чӳкленĕ.

Чи пысăк чӳксене ирттермелли вырăн Кĕçĕн Çавал хĕрринчи сăрт çамкинче пулнă пулмалла тесе шутлаççĕ ялти ватăсем.

Паллă çынсем

Кашни ял хăйĕн çыннисемпе, вĕсен ĕçĕсемпе палăрса тăрать.

  • Ефимова Серафима Мироновна — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ радисчĕ.
  • Максимовсен çемьи
    • Максимов Иван Максимович: 1921 çулта çуралнă. Такана пуçламăш шкулĕнче 1940 çултан учитель пулнă. Иван Максимович пĕрремĕш кунсенчех вăрçăна кайнă.
    • Максимова Анфиса Васильевна 1918 çулта çуралнă. Такана пуçламăш шкулĕнче 1940 çултан учитель пулнă.

Иван Максимович тата Анфиса Васильевна 6 ача ӳстерсе çитĕнтернĕ. Павлова Дина Ивановна 1946 çулта çуралнă.Канаш медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ, Шăхасан ялĕнче медсестра пулса ĕçленĕ.

  • Ар тăван Степановсем
    • Степанов Пётр Степанович Такана ялĕне 1930 çулта çуралнă. 1948 çулта Чурачăк вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ, 1953 çулта Канашри пед техникум пĕтерет.1961 çулта ЧГПИ вĕренсе тухать. Чăваш чĕлхи тата литература учителĕ. 1957 çултан – 1963 çуллчен Ăренпур облаçĕнчи Самаркин шкулĕнче учитель пулса ĕçлет. 1963 çулта Çĕрпӳ Роно инспекторĕ пулать. 1964 çултан 1972 çулччен Паваркасси шкулĕнче директор пулса ĕçлет. 1972 çултан Чурачăк вăтам шкулĕнче директор пулать. 1983 çултан директор пулма пăрахать, вара вăл географи учителĕ пулса ĕçленĕ. 1994 çулччен учитель пулса ĕçленĕ. 1994 çулта пенсине кайнă.
    • Степанова Нина Васильевна вырăс чĕлхи тата литература учителĕ. Вĕсем 3 ача пăхса ӳстернĕ. Хĕрĕ Валентина Петровна географи учителĕ, 22-мĕш шкулта Шупашкар хулинче ачасене вĕрентет. Вăл Ульяновск пединститутне пĕтернĕ.
    • Степанов Иван Степанович Такана ялĕнче 1934 çулта çуралнă. 1958 çулта И. Я. Яковлев ЧГПИ ячĕллĕ ют çĕр-шыв факультетне пĕтернĕ. Нимĕç чĕлхи учителĕ. 1964 çултан 1969 çулччен Чурачăк вăтам шкулĕнче ĕçленĕ.1969 çултан 1997 çулччен радио редакцинче ĕçленĕ. 1997çултан 2000 çулччен Президент администрацинче ЧР кандидат пулса ĕçленĕ.

Ăна 1980 çулта ЧАССР Аслă Канашĕн Хушăвĕпе политикăпа воспитани ĕçĕнчи пысăк çитĕнӳсемшĕн Хисеп грамотипе тата «Ӗç ветеранĕ»медальпе чысланă.

Вăл халĕ Шупашкар хулинче пурăнать, вĕсем Тамара Семёновнăпа пĕрле икĕ хĕр пăхса ӳстернĕ. Асли университет пĕтернĕ,кĕçĕнни ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет.

  • Гурьев Семён Гурьевич. Такана ялĕнче 1940 çулта çуралнă. Чурачăк вăтам шкулне вĕренсе ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Шупашкар ГЭСне тума 1968 çулта Çĕнĕ Шупашкара куçса каять.1981 çултан турбина цех пуçлăхĕн çумĕ пулса паянхи кун та ĕçлет.
  • Сергеев Иван Сергеевич. Такана ялĕнче 1917-мĕш çулта, юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕ Данилова Мария Даниловна. Ашшĕ Сергеев Сергей Прокопьевич вăрçăра вилнĕ, амăшĕ качча тухнă та Ивана пĕччен хăварнă. Ивана асламăшĕ пăхса ӳстернĕ,ашшĕ енчен. Такана пуçламăш шкулĕнче вĕренсе тухнă.

Ăна 1942 çулта пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче вăрçа чĕнеççĕ. Вăрçăра 1942-1944 çулсенче Ленинградра çапăçнă. Ăна контузи пулать. Госпитальте нумай выртнă. Медальсемпе чысланă: «Ленинграда хӳтĕленĕшĕн», «Çапăçура палăрнăшăн». 2008 çулта çере кĕрет.

  • Голубкин Игнатий Константинович. 1919 çулта, юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чурачăк ялĕнче çуралнă. 1939 çулта Чурачăк шкулне пĕтернĕ. Беларуçинче телеграф-морзист пулнă. Вăрçăн пуçламăш çулĕсенче Çĕпĕрте çапăçнă. Икĕ хутччен тыткăнра пулнă, тарнă. 1942-мĕш çулта урине амантса, тыткăна лекнĕ. Малтан Польшăна, унтан Францине илсе кайнă. Америка çыннисем ăна хăтараççĕ. Вăрçă вĕçленсен киле таврăнать. Такана ялĕнче совхозра ĕçлеме тытăнать. Авланнă, Мария Савельевнăпа 7 ача ӳстернĕ. Халĕ сăвăсем çырать. Паянхи куна 230 сăвă çырса пичетленĕ. 2004 çулта унăн кĕнеке тухнă - «Кучченеç». Такана ялĕнче пурăнать. Ял çинчен «Савнă ялăм» сăвă çырнă.

Вуламалли

Каçăссем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
  1. ^ [1] Такана ҫинчен cheb.ru сайтӗнче (вырӑсла)