Тулă ăрăвĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 15 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q858431 (translate me)
Removing KhanAsparuh.jpg, it has been deleted from Commons by Explicit because: per c:Commons:Deletion requests/File:KhanAsparuh.jpg.
1-мĕш йĕрке: 1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:KhanAsparuh.jpg|thumb|Тулă ăрăвĕнчен тухнă Аспарух хан палăкĕ.]]
'''Тулă ăрăвĕ''' — [[аваллăх|авалхи]] [[пăлхарсем|пăлхарсен]] чаплă ăрăвĕ.
'''Тулă ăрăвĕ''' — [[аваллăх|авалхи]] [[пăлхарсем|пăлхарсен]] чаплă ăрăвĕ.



02:24, 8 Ҫурла уйӑхӗн 2019 вӑхӑтри верси

Тулă ăрăвĕавалхи пăлхарсен чаплă ăрăвĕ.

Ăрун кун-çулĕ

631 çулта Купрат хальхи Кубань таврашĕнче патшалăх никĕслет, çакăнтан пăлхар ханĕсен Тулă ăрăвĕн тапхăрĕ пуçланать. Орхана-Моходу куккăшĕ нушибисемпе хасарсене çĕмĕрсе тăкни Купратшăн питĕ пысăк ăнăçу пулнă. Ăру ятне Тулă тесе палăртнă, мĕншĕн тесен Купратăн ашшĕ Ашин ăрăвĕнчен тухнă тĕрĕк хаканĕсен шутне кĕмен пулнă, тĕрĕксен Моходу майлă Тулă пайĕнчен тухнă. Ирнак ĕмпӳ те çав ăру ретне кĕнĕ, ку вара VII ĕмĕрти пăлхар ханĕсем хăйсене V ĕмĕрти чаплă хунсен ĕмпĕвĕсемпе çыхăнтарнине пĕлтерет.

Тепĕр çĕрте çырнисем тăрăх, Тулă ăрăвĕ шутне кăтрикурсен ĕмпӳне Пĕçмере кĕртеççĕ, вăл аварсенчен уйрăлнăскер, вара тӳрех Купрат сĕмĕ айне ӳкнĕ пулать. Чăнах ĕнтĕ, Пĕçмер Купрат хыççăн 3 çул хушши «Танай леш енче» (Именник çинче паллă) хуçаланнă. Тем каласан та, ăна Купратăн ывăлĕ теме сăлтавсем çук — Пĕçмер Тулă ăрăвĕнчен тухма пултарайман. Кун пирки Артамонов М. И. çирĕплетсе çырать. Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕнчи Тулăпа Нушиби йăхĕсем хушшинчи хирĕçӳсене пула Купрат хăй туса хунă Тулă ăрăвĕ пулăшнипе Пăлхар патшалăхне тĕреклетсе пынă.

Вуламалли

Курмалли

Каçăсем